Комментировать

Кăрлачăн 26-мĕшĕнче пирĕн республикăра Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Яланхи пекех çак кун çынсем спорт керменĕсене тÿлевсĕрех кĕме пултараççĕ.

Çав тапхăртах районсемпе хуласенче тĕрлĕ ăмăрту йĕркелĕç. Акă Шупашкарти биатлон центрне çемье командисем пухăнĕç. Вĕсем йĕлтĕр эстафетинче ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшĕç. Маларах йĕлтĕр çине спорт ветеранĕсем тăрĕç. Вĕсем те темиçе ушкăна пайланса çĕнтерÿçĕсене палăртассишĕн кĕрешĕç.

Сăмах май, нумаях пулмасть çĕнĕ центрта биатлонистсен турнирĕ иртнĕ. 15-18 çулсенчи яшсемпе хĕрсем спринтерсен чупăвĕнче мала тухассишĕн вăй виçнĕ. Ăмăртура Денис Рощупкин, Анна Самукова, Максим Леонтьев, Ксения Ивукова малти вырăна тухнă.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.