Комментировать

11 Июн, 2014

«Куçна тĕлле хĕвел çине»

/Хальхи чăваш кинематографĕн вăрттăн туртăмĕ пирки/

 Чăваш киновĕ - «Хыпарăн» кăçалхи тĕп темисенчен пĕри. Хаçат тĕпелĕнче иртнĕ «çавра сĕтел» пирки çырнине В.Багадерова «Мĕн пур искусствăран пĕлтерĕшли - кино» тесе ят панă /2014, çĕртме, 4/. Ятне вăл Вячеслав Оринов сăмахĕнчен илнĕ, Оринов - Ленинран. Çак сăмахсем паянхи чăваш чун тăрăмне тĕп-тĕрĕс палăртаççĕ. «Эп мĕн туни кăна пĕлтерĕшлĕ», «Эп кăна тĕрĕс», «эп кăна çын», «эп мĕн с...и те ылтăн»... Чăваш поэчĕ-прозаикĕсен, художникĕ-скульпторĕсен, композиторĕсен тата ытти ÿнерçĕ ĕçĕ вара пĕлтерĕшлĕ мар-и?

Кĕтрет /чудо/ теес килет манăн К.Иванов, Çеçпĕл Мишши, П.Эйзин, Н.Теветкел, И.Дмитриев тата ыттисен сăввисене. Иван Юркинăн архивра упранакан пултарăвĕ, Хусанкайпа Ухсай, Юрий Скворцов çырнисен пуххи, Мĕтри Юманпа Хумма Çеменĕн тата ыттисен чун талпăнăвĕ уй пек аслă, вăрман пек пуян пулнине çирĕплетеççĕ. Ялавин, Рсай, Еллиев, Лисина тата ыттисем - космос шайĕнчи пулăм. Уярпа Айхи, Артемьевпа Мартынов, Ишентейпе Кервен, Чиндыковпа Тарасов, Карягинăпа Сельвестрова, ытти вун-вун çыравçă чăваш сăмахĕн çуртне хăпартнă. Чăваш литератури пур, пулать. Литература - пирĕн халăхăн таланчĕ, çут çанталăк пани. Юрий Зайцевпа Анатолий Миттов, Анатолий Розовпа Петр Петров, Геннадий Исаевпа Николай Енилин, Юрий Ювенальевпа Станислав Юхтар, Владимир Енилинпа Валерий Мытиков тата çĕр-çĕр ÿкерекен изоискусство пирки те пур, пулать тетĕп. Чăваш музыки пирки шухăшланă чухне ялан Александр Осипов калани аса килетS «Ылтăн тăрăх çÿретпĕр». Геннадий Воробьев, Александр Васильев тата ытти композитор çав ылтăн патне пĕшкĕнчĕç те - чăваш музыкине тĕнче шайне çĕклерĕç. Зинаида Козлова, Виталий Адюков, Земфира Яковлева тата ыттисем халăх юрри чăн-чăн ахах пулнине ĕнентерчĕç. Эппин, чăваш музыки пур, пулать.

«Кино туйăмне пур халăха та паман? пĕрисен вăл пур, теприсен пач çук», - тет Андрей Плахов кино тĕпчевçи. Театр пирки те çавнах каламалла. Чăваш театрĕ пирки 30 çул шухăшланине пĕтĕмлетемS чăваш театрĕ пур тесе калама иртерех. Валерий Яковлев театрĕ, Вячеслав Оринов театрĕ, Иосиф Дмитриев театрĕ, Стас Васильев театрĕ тата ытти режиссер театрĕ пур. Анчах пĕр пĕтĕмĕшле пулăм пек чăваш театрĕ - çук. Валерий Яковлев ытларах хăйне палăртасси пирки шухăшлать. Иосиф Дмитриев та режиссер ĕçĕнче хăйне - театра е халăха мар - маларах лартнăн туйăнать.

«Мĕн вăл наци? - çырать Лев Гумилев. - Наци вăл - этнос хăйне епле тытнин стереотипĕ, хăнăхнă йăли». Чăваш хăйне епле тытни вăл - ыйтусен ыйтăвĕ. Сцена çинче, экран çинче епле тытнине чăвашла темен пулăттăм. Вячеслав Оринов - театрта, Владимир Карсаков фильмсенче халăх хăйне епле тытнине палăртма хăтланса пăхрĕç. Анчах ку - пуçламăшĕ, пĕрремĕш утăмсем. Халăх хăйне епле тытнине шута хурса аталанас пулсан театр та, кинематограф та тахçанах чăвашлăх йĕрĕ çине ÿкмелле. Театрти сцена та, экран çинчи кадр та чăвашла талккăш-анлăш тупнă пулĕччĕ.

Паллах, театрта та, кинематографра та мĕн пулса иртнин вăрттăн тупсăмне шырама пулать. Шырамалла та. Николай Бердяев кино курма вăрмана канма кайнă пек çÿренĕ /Бердяева Лидия. Профессия, жена философа. М., 2002. 41 с./. «Символсен вăрманĕпе çÿретĕп, вĕсен сĕмлĕхĕнче путатăп», - унăн асне килнĕ, ахăртнех, Шарль Бодлерăн «Шайлашусенчи» йĕркисем. Философ фактсене е пулăмсене епле шĕкĕлченине ăнланма унăн «О «вечно-бабьем» в русской душе» /1914/ ĕçне вулама сĕнетĕп. Мĕн каланă пулĕччĕ-ши Николай Бердяев В.Ориновăн «Хаяр ытамне», В.Карсаковăн «Юххине», А.Степанов-Пăрттан «Чупкăнне», А.Васильевăн «Нарспине» курас пулсан?

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.