Комментировать

Муркаш районĕнчи Çармăскассипе иртнĕ чухне урамри çăлсене асăрхамасăр çук. Вĕсем кашни урамрах темиçе те тĕл пулаççĕ. 21-мĕш ĕмĕрте тĕлĕнмелле пулĕ те, ку яла пăрăх хурса шыв кĕртмен, колонкăсем çук. Çынсем харпăр картишĕсенче çăл чавнă, килĕсене те çавăнтанах шыв кĕртнĕ. Кашни кунсерен насусласа тăраççĕ.

Килĕрен укçа пуçтармалла

Пĕлтĕрхи çуллахи шăрăха пула çăлти шыв самай чакнă. Çак ялти Валерий Хлебников каласа кăтартнă тăрăх, пахча çимĕç шăвармашкăн флягăпа çырмаран шыв йăтнă, мотоблокпа турттарнă. «Скважинăна 1983 çулта турĕç. Ун чухнех яла пăрăхсем илсе çитерчĕç, анчах ĕçе вĕçне çитереймерĕç. Типĕ çанталăк тăнă çулсенче çавăнпа нушаланатпăр», — терĕ арçын.
Ялта 99 кил, вĕсенчен вуннăшĕнче шыв çук. Раштавăн 15-мĕшĕнче яла шыв кĕртес ыйтупа Çармăскассинче пуху иртнĕ. Унта Муркаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хăй çитнĕ. «Пухăва 50 çын килчĕ. Ертÿçĕсем «пуçаруллă бюджетировани» программине хутшăнма сĕнчĕç, эпир хирĕçлемерĕмĕр. Пуçару ушкăнне суйларăмăр», — каласа кăтартрĕ ял старости Раиса Атласкина. Сăмах май, Юнкă ял тăрăхĕ кунашкал программăпа усă курнă ĕнтĕ, унпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр салара ача-пăча лапамĕ уçнă. Проект хакĕ — 1638000 тенкĕ. Çынсем хăйсем те укçа хывнă, 500-шер тенкĕ пуçтарнă.
Çармăскассисен ыйтăвĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фомин проект хатĕрлет. «Чи малтанах скважинăна тĕрĕслемелле. Вăл юрăхлă пулсан тем пекехчĕ. Кайран ку ĕç-пуçа пурнăçа кĕртме мĕн чухлĕ укçа кирлĕ пулнине палăртăпăр», — терĕ Валерий Витальевич. Анчах шыв кĕртесси вăраха тăсăлма пултарать — вăтамран та 5-6 çул. Халăх ăнланни питĕ кирлĕ. Хăшĕ-пĕри тÿрех иккĕленет. «Эпир кунта пурăнмастпăр, килсе çÿретпĕр çеç», — текенсем те тупăнаççĕ. Кашни кил хуçалăхĕнчен укçа хывма тивĕ. Халĕ яла хăнана кăна килсе çÿрекенсемех темиçе çултан пурăнма таврăнĕç. Вĕсем пирки те шухăшламаллах.
Раиса Атласкинăна фельдшерпа акушер пункчĕ çукки, клуб хупă тăни кулянтарать. Культура çуртне газ та кĕртнĕ пулнă. Анчах батарейсем çурăлма пуçланăран шыва кăларнă. Староста çурта пĕр вăхăт хăй пăхса тăнă. «Пĕр пухура клуба юсасси пирки калаçрăмăр. Ĕçсене пĕлтĕр çулла тăватпăр терĕç, анчах каланă пек пулмарĕ. Çĕнĕ çула клубра кĕтсе илесшĕнччĕ. Халăхăн урамра савăнма тиврĕ», — терĕ Раиса Анатольевна.

Тупăш тума хăтланнă

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпайра та шыв ыйтăвĕ çивĕч. Çăлсем типсе ларнăпа пĕрех. Николай Петров икĕ çăл чавнă: пĕри — пÿрт умĕнчех, тепри — çырмара. Пĕрремĕшĕнче шыв чакнине асăрхасанах витресемпе çырмана утаççĕ. Унти шыва выльăх-чĕрлĕхе ĕçтереççĕ, çулла пахча çимĕç шăвараççĕ. Япала çумалла чухне башньăна каяççĕ. 1 тонна кĕрекен пичкене тракторпа туртса килеççĕ.
Ялта çулла та, хĕлле те шыв çук. Çавăнпах Чурпайсем пушар тухасран хăраççĕ. Çын нушипе усă курма тăрăшакансем тупăннă. Тупăш тăвассишĕн çамрăксем башньăран илсе килнĕ шыва укçалла сутнă. Туянакансем те тупăннă. Пуяс текенсенчен халăх йĕплесе кулнă. Халĕ унашкаллисем çук-мĕн.

Пĕтĕм савăта тултараççĕ

Муркаш районĕнчи Нискасси ялĕнче пушарнăйсене кашни кунах кĕтеççĕ. Мĕншĕн? Пушар машинисем унта шыв турттараççĕ. Вăл этеме ĕçме юрăхсăр пулин те выльăх-чĕрлĕхе каять. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ольга КАЛИТОВА. Вероника СЕМЕНОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.