Комментировать

Тăван килпе тата çемьепе вăхăтлăха та пулин уйрăласси пĕриншĕн — стресс, теприсемшĕн çĕнĕлĕх, аталанмалли майсем. Республикăри вĕрентÿ заведенийĕсенче тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çамрăксем пĕлÿ илеççĕ. Çав вăхăтрах чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ те çĕршыври хуласенче ăс пухать. Ют тăрăхра хăйсене еплерех туяççĕ-ши вĕсем? Мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ? Чăваш студенчĕсемпе интернет урлă çыхăнтăм.

Хăйĕнпе вăл кăмăллă

Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхаль пики Мария Герасимова виççĕмĕш çул ĕнтĕ Раççейĕн тĕп хулинче, Мускавра, кун кунлать. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытнă, умĕнче аслă пĕлÿ шкулне тÿлевсĕрех вĕренме кĕмешкĕн çул уçăлнă. Республикăри кăна мар, çĕршыври кирек хăш университетăн студентки пулса тăмашкăн майсем тупăннă. Кун пек шанăçпа кам усă курмĕ? «Хусанти, Мускаври тата Шупашкарти аслă пĕлÿ заведенийĕсене кĕмешкĕн документсем тăратрăм. Çĕршывăн тĕп хули пирки ĕмĕтленеттĕм. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама унта çăмăлрах, аталанмашăн май нумай. Пĕтĕм Раççейри патшалăх юстици университетне кĕтĕм. Ун умĕн темиçе хут Мускавра пултăм, хулапа паллашрăм. Метрора çÿреме те хăнăхмаллаччĕ, хула илемĕпе те киленеттĕм», — каласа кăтартрĕ хĕр.
Тĕп хулана ялти хăй еккипе пыракан пурнăçпа танлаштараймăн паллах. Çавăнпа Марийăн чи малтан Мускаври пĕр вĕçĕм хĕвĕшĕве, хăвăртлăха хăнăхма тивнĕ. Пĕр тĕлтен теприне çитмешкĕн сахалтан та 2-3 сехет кирлĕ. Кунта çак вăхăтра эпир Шупашкартан яла çитетпĕр. Çĕршывăн тĕп хулин çыннисемшĕн яланах вăхăт хĕсĕкрех. Уçăлма тухсан та виçĕ сехет сисĕнмесĕр иртет-мĕн. «Килтен вун ултă çултах тухса кайнăран-ши хам тĕллĕн пурăнма хăнăхмашкăн çăмăл пулмарĕ. Атте-анне çумра çукки шиклентерчĕ те, иккĕлентерчĕ те. Çитменнине, Чăвашрах аслă пĕлÿ илекен тантăшсем-пе танлаштарсан, яла час кайса çÿрейместĕн. Вĕренмешкĕн те çăмăлах мар, çирĕп ыйтаççĕ. Çавах кулянмастăп. Пурнăçа юридици тата право тытăмĕпе çыхăнтарасси пирки саккăрмĕш класрах шухăшласа хунăччĕ», — терĕ Мария. Тĕллевне улăштарманшăн, йывăрлăхсене пула каялла чакманшăн хăйĕнпе кăмăллă вăл. Кил вара? Унта хĕр уявсенче кăна çитме тăрăшать. Ютран килнĕ студентсене общежитипе тивĕçтереççĕ, анчах Мария хăйĕн хваттерĕнче тĕпленнĕ. Унта пурнăç лăпкăраххи килĕшет ăна, вĕренме чăрмантаракан çук. Наука ĕçне хутшăнма та вăхăт тупать. Искусствăпа, музыкăпа, историпе интересленекенскере тус-юлташĕпе театра, культура ме-роприятийĕсенче тăтăш курма пулать. Малашнехине те планласа хунă Мария: граждан тата право енĕпе магистратурăра пĕлÿ илесшĕн, профессипе ĕçе те вырнаçас тĕллевлĕ.

Зачеткăра — шĕкĕр «пиллĕк»!

18-ти Анна Кадушкинăна Мускавра аслă пĕлÿ илмешкĕн, унта ĕçе вырнаçмашкăн шанчăк пысăкрах пулни илĕртнĕ. Нумаях пулмасть çеç шкулпа сыв пуллашнăскер пысăк хулари пурнăçа часах хăнăхнине пĕлтерчĕ. Хăй те Шупашкарта çуралса ÿснĕ вĕт.
Анна — РФ Правительство çумĕнчи финанс университечĕн студентки. Аслă шкула хăй тĕллĕнех суйланă хĕр, хăйĕн пĕлĕвĕпе вăйне шанса унта кĕнĕ. Ăна пĕр япала çеç кулянтарать — çывăх çынсем юнашар марри. Уйăхне пĕрре те пулин Шупашкара килсе кайма май тупатех Аня. Тепĕр чухне тунсăх пуснине ытларах та туять. Юрать, тус-юлташ тупнă, пушă вăхăтра вĕсемпе курнăçать. Шкулта чух-нех экономикăна тĕплĕнрех вĕренмелли класра пĕлÿ илнĕ хĕр, халĕ те ку тытăм питĕ кăсăклантарать ăна. «Тĕнчери лару-тăру экономикăпа тата финанссемпе тачă çыхăннă, ăна тарăнрах ăнланас килет», — паллаштарчĕ пурнăçĕпе пике. Хальлĕхе тĕп тĕллев уншăн — университетран ăнăçлă вĕренсе тухасси. Малалла — куç курĕ. Аня тепĕр икĕ хĕрпе хваттер тара тытать. «Хаклă пулсан та пурăнма май пур», — палăртрĕ стипенди илекенскер. Нумаях пулмасть пĕрремĕш сесси вĕçленнĕ, Аня пĕтĕм «пиллĕк» илнĕ. Аньăна ура хураканни — акăлчан чĕлхи. Ăна питĕ аван пĕлни кăна сахал, унпа занятисенче те час-часах усă курма тивет.
Юрий Гагаринăн хĕрĕ патĕнче
Ирина Захаровăна вара мĕн пĕчĕкрен ют çĕршывсемпе вĕсен кун-çулĕ, чĕлхи, культури кăсăклантарнă. «Манăн Çĕр планета тавра çаврăнас килет, май пулсанах хамăн тăвансене кăна мар, пур çынна та çул çÿревсене кăларса тĕнче курма пулăшăттăм», — кăмăл-туйăмне пĕлтерчĕ. Малалла вулас...

Нина ЦАРЫГИНА.
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.