Комментировать

23 Янв, 2019

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ЧР Патшалăх Канашне çуллен яракан Çырăвĕпе паллаштарчĕ.

Ăна итлеме Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин тата республика парламенчĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, ыттисем пухăнчĕç. Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче республикăн иртни çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн малашнехи тĕллевĕсене палăртрĕ.

ÇЫРĂВА ХАКЛАНИСЕМ

Наталья ТИМОФЕЕВА, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ:

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитес çулсем валли палăртнă тĕллевсем чи малтанах халăхăн пурнăç шайне ÿстерессипе, нумай ачаллă çемьесене тата аслă ÿсĕмри çынсене пулăшассипе, социаллă гарантисемпе тивĕçтерессипе çыхăннă. Çыру çавăн пекех тăван республикăн çитĕнĕвĕсем экономика тата социаллă сфера аталанăвĕпе, кашни çынна хумхантаракан çивĕч ыйтусене татса панипе çыхăннине кăтартса пачĕ. Республика Пуçлăхĕ регионăн экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене, çак шутра патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курассин тухăçлăхĕ те, пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Социаллă ыйтусем Çырăвăн пысăк пайне йышăнаççĕ. Сăмахран, Чăваш Енре граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси пысăк шайра пурнăçланть. Нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтереççĕ. Çурт-йĕр условисене лайăхлатма пулăшас тĕллевпе патшалăх фондне туса хунă. Çапла майпа 2 пине яхăн çемье нушине татса пама май килнĕ. Республика Правительстви ку çитĕнÿсемпе кăна çырлахасшăн мар. Çырура экономикăна, ял хуçалăхне, сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве, культурăна, бюджет политикине, ытти сферăна аталантарас енĕпе чĕнсе каланисене пурнăçа кĕртни Чăваш Ене вăйлăрах, çирĕпрех пулма пулăшасса шанса тăратăп.

Михаил АНИСИМОВ, Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ:

Чăваш Ен Пуçлăхĕн кăçалхи Çырăвĕ министерствăна пăхăнакан отрасльсемшĕн, чăннипех те, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Регион ертÿçи лартакан тĕллевсем медиа тата информаци технологийĕсен çитес çулхи аталанăвĕн çул-йĕрне палăртаççĕ. Çырура пичет кăларăмĕсен çивĕч ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрнă. Хальхи саманара хаçат-журнал тиражне сыхласа хăварма пачах та çăмăл мар. Çавна май пичет продукцине салатмалли çĕнĕ мелсене шухăшласа кăларасси тĕп ыйту пулса тăрать. Предпринимательсем пулăшнипе альтернатива службисен ĕç-хĕлне вăйлатасса шанса тăратăп. Информаци технологийĕсен пĕлтерĕшĕ те ÿссех пырать. Паян карас çыхăнăвĕпе, пысăк хăвăртлăхлă интернетпа Чăваш Енре пурăнакансем пурте усă курма пултараççĕ. Çитес çулсенче пурнăçа кĕртме палăртнă çĕнĕлĕхсем республика гражданĕсен пурнăçне хăтлăлатасса, лайăхлатасса шанса тăратăп. Эпир вара технологисене патшалăх тата общество ырлăхĕшĕн ĕçлеттерме хамăртан мĕн килнине йăлтах тăвăпăр.

Елизавета АБРАМОВА, Чăваш патшалăх пукане театрĕн директорĕ:

Республика Пуçлăхĕ хăйĕн докладĕнче кăçал Театр çулталăкĕ пулнине пусăм тусах палăртрĕ. Çакă театр искусстви малашне те пысăк утăмсемпе аталанма пултарассине шанма май парать. Республикăра ку енĕпе пăр тапраннă та ĕнтĕ. Федераци, республика бюджечĕсен миллионшар тенкине ĕçе кĕртнĕ. 2019 çулта тата та нумайрах укçа уйăрĕç. Хальхи вăхăтра республикăри мĕн пур театра юсаççĕ, çĕнетеççĕ, оборудованипе пуянлатаççĕ… Темиçе çул каялла кун пирки эпир ĕмĕтленме те пултарайман. Ача-пăча театрĕсене пулăшасси – уйрăм тема. Çамрăксен, пукане театрĕсен пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма, çĕнĕ спектакльсем лартма виççĕмĕш çул «Единая Россия» партин «Тăван ен культури» ятарлă проекчĕпе укçа параççĕ. Ку миллионсем кăна мар, республика тулашĕнчен, ют çĕршывсенчен режиссерсене, художниксене, ытти пултарулăх çыннисене йыхравлама май пурри те. Пире чăннипех те çутă малашлăх кĕтет. Хальхи вăхăтра хатĕрленĕ «Культура» проект нумай вăхăтлăха пирĕн умра анлă çулсем уçать. Театр çулталăкĕ вăл — Куракансен çулталăкĕ те. Çавна май пирĕн ытларах ăс-хакăла, чун-чĕрене пуянлатакан акцисем, уявсем, фестивальсемпе конкурссем хатĕрлемелле, пултарулăх проекчĕсене ĕçе кĕртмелле.

Евгений КАДЫШЕВ, Шупашкар хула пуçлăхĕ:

Çырура Михаил Васильевич кăçал Шупашкар 550 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленни çинчен уйрăммăн каларĕ. Çур ĕмĕр каялла Шупашкар пĕчĕк хула кăна пулнă. Паян вара вăл пур енлĕн аталаннă хула пулса тăчĕ. Кунта уйрăмах электротехника кластерĕ, ăслăлăх, вĕрентÿ вăйлă аталаннă. Республика Пуçлăхĕн докладĕнче кун пирки илтме уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Çавăн пекех Михаил Васильевич федераци шайĕнче Чăваш Енре юбилей мероприятийĕсене ирттересси пирки программа йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Ку сăмах та савăнтарчĕ.

Леонид ЧЕРКЕСОВ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ:

Çыру тулли, пуян пулнине, республика Пуçлăхĕ унта уçăмлă тĕллевсем лартнине палăртас килет. Чи малтанах, паллах, халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерме, ĕç тухăçлăхне, шалăва пысăклатма республикăн инвестици климатне лайăхлатса пымалла. Çапла майпа вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, ытти тытăм ăнăçлă аталанма хушма хăват илĕç. Михаил Васильевич çивĕч кашни ыйтупа уйрăммăн калаçрĕ. Çак шутра экологипе çыхăннисем те пулчĕç. Чăваш Ен çÿп-çап ыйтăвне пуринчен малтан татса панă регионсен йышне кĕме пултарчĕ. Пирĕн хальхи йышши полигон пур, Питтукасси ялĕ çывăхĕнчи çÿп-çап купинчен тасалтăмăр. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне хушма укçа-тенкĕ уйăрассине те кăмăлпа итлерĕм. Çапла майпа ялсенче çĕнĕ ФАПсем хута кайĕç, тĕп хулари юн тымарĕсен, шыçă чирĕсен центрĕсене çĕнетсе пуянлатĕç, ача-пăча больницисене юсĕç. Çырура Михаил Васильевич пĕчĕк ачасем вилнин кăтартăвĕсене пĕчĕклетме тĕллев лартрĕ. Çавăн пекех вĕрентÿ ĕç-хĕлĕн, уйрăмах пысăк квалификациллĕ кадрсене хатĕрлессине, лайăхлатмаллине палăртрĕ. Çак тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртме пултаратпăр тесе шухăшлатăп.

Валерий АЛЕКСЕЕВ, Чăваш Республикинчи ЖКХ предприятийĕсен ассоциацийĕн ĕç тăвакан директорĕ:

Михаил Игнатьев Çырура çитĕнÿсене те палăртрĕ, малашлăх тĕллевĕсене те уçăмлатрĕ. Уйрăмах вăл нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕпе, кивĕ, авариллĕ çурт-йĕре пăсас, ял-хула территорийĕсене, картишсене хăтлăлатас тĕлĕшпе лайăх ĕçлени пирки каланине итлеме кăмăллă пулчĕ. Ку енĕпе ĕçлемелли тата та пур-ха. Сăмах май, çитес вăхăтра нумай хваттерлĕ 207 çурта тĕпрен юсама тĕллев лартнă. Çавăн пекех картишсене хăтлăлатас ĕçе çуртсенче пурăнакансене явăçтарма пуçларăмăр. Халăх ку ĕçе питĕ хастар хутшăнать. Çакă, паллах, савăнтарать. Правительство кивĕ çурт-йĕре пăсас тĕлĕшпе малашне те ĕçлес тенине ырлатăп. 2019 çулта республикăра, сăмах май, авари хăрушлăхĕ пур 24 çурта пăсма палăртнă. Умри тĕллевсене туллин пурнăçласса шанса тăратпăр.

Александр КИРИЛЛОВ, Чăваш Республикинчи ача-пăча клиника больницин педиатр тухтăрĕ:

Çырăва итленĕ май республика Пуçлăхĕ сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн халăха медицина пулăшăвĕ парас енĕпе туса пыракан ĕç-хĕлне пысăк хак панине туйса илтĕм. Çавăн пекех вăл пирĕн ума пысăк тĕллевсем лартрĕ. Чи малтанах, ача-пăча тухтăрĕ пулнăран, ачасен, уйрăмах çулталăк тултарайманнисен, пурнăçне сыхлассине пысăк тимлĕх уйăрмалли çинчен каланине çывăха илтĕм. Пĕчĕк ачасем вилнин сăлтавĕсен хушшинче, шел те, больницăпа çыхăнманнисем — кĕтмен инкексем — хальхи вăхăтра тĕп вырăнта тăраççĕ. Михаил Васильевич ачасен сывлăхĕшĕн коллективпа тăрăшмаллине палăртрĕ. Ку ĕçе çемьесен, общество организацийĕсен, право йĕркелĕхĕн органĕсен, медицина учрежденийĕсен хастар хутшăнмалла. Çапла çеç тулаш сăлтавсенчен вилекен ачасен шутне чакарма май килĕ. Шел те, республикăри демографи лару-тăрăвĕ те сисчĕвлентерет. Çуралакансен шучĕ çулран çул чаксах пырать. Çавна май та Михаил Васильевич çемье, уйрăмах арçынсен, сывлăхне çирĕплетмелли çинчен пусăм тусах каларĕ. Хальхи вăхăтра кашни пиллĕкмĕш çемье ача çуратаймасть. Сăлтавĕ хĕрарăмра çеç мар, арçынра та пур. Михаил Васильевич унăн сĕнĕвĕпе «Арçын сывлăхĕ» программа пуçарни çинчен каларĕ. Чăнах та, арçын сывлăхне упрасси — паянхи куншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйту.

Татьяна ТРОФИМОВА, «Энергия» тулли мар яваплăхлă пĕрлĕх директорĕ:

Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ пире, пĕчĕк бизнес предприятийĕсен ертÿçисене, чи малтанах ĕçлеме хавлантарать, малашлăха шанăçпа пăхма хăват парать. Чăнах та, ăна итленĕ хыççăн хамăрăн ĕç-хĕле анлăлатас, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес шухăшсем тата та çирĕпленчĕç. Эпир чи малтанах республика çыннисен пурнăç шайне ÿстерессишĕн, вĕсен кулленхи пурнăçне лайăлатассишĕн тăрăшатпăр. Халăх ыранхи куна шанăçпа кĕттĕр. Çакна шута илсе Михаил Васильевич хăйĕн Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн малашне те вăй хурăпăр.

Татьяна ВАШУРКИНА, «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ:

– Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура отрасльсемпе министерство-ведомство умне çулсеренех татăклă тĕллев лартать. Кăçал та çаплах пулчĕ.

Ĕнер кăна-ха «Хыпар» издательство çуртĕнче йăлари хытă каяша турттарас ыйтупа «тÿрĕ лини» ирттертĕмĕр. Ку ыйту чăннипех те çивĕч. Ял çыннисене уйрăмах калаçтарать. Çырура Михаил Васильевич районсемпе хуласен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене йăлари хытă каяша пухмалли вырăнсене халăхпа сÿтсе явса палăртма хушрĕ, яваплисене нормативсене тата хаксене çĕнĕрен пăхса тухма каларĕ.

Пирĕншĕн, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемшĕн, пичет отрасльне тимлĕх уйăрни питех те паха. МИХсен пĕлтерĕшне Михаил Игнатьев пысăка хурса хакларĕ. Хаçат-журнал валеçес енĕпе ятарлă служба йĕркелемеллине те палăртрĕ вăл. Пирĕн тĕллевĕмĕр – тĕрĕс те об±ективлă хыпара халăх патне вăхăтра çитересси. Наци кăларăмĕсен аудиторийĕ ялсемпе район центрĕсенче йышлă. Паянхи куна хаçат-журнала эпир почта урлă кăна çитереетпĕр. Кунта вара йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ: пичет кăларăмĕсене вулакан патне вăхăтра çитейменни те пулкалать, хаçат-журналăн çырăнтару хакĕ халăха тивĕçтерменрен ăна çырăнма тăхтани те. Пичет кăларăмĕсене валеçмелли ятарлă тытăм йĕркелесен хаçатсем халăх патне вăхăтра тата вулакансен кĕсйине ытлашши çÿхетмесĕр çитессе шанас килет.

Экономикăн ытти отрасльне те Çырура туллин те тарăннăн тишкернĕ. Унăн тĕп шухăшĕ – халăх пурнăçĕн пахалăхне ÿстересси. Ялта-и, хулара-и – çынсене тата предприяти-организацисемпе предпринимательсене аталанма май туса парасси. Çак тĕллев патне пурте пĕр шухăшлăн ăнтăлсан çитĕнĕвĕ те курăмлă пулĕ.

Алена АРШИНОВА, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:

— Паянхи кун пĕтĕм регион Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн указĕсене пурнăçа кĕртес тесе тăрăшать. Çак указсем питĕ анлă, вĕсенче пысăк тĕллевсем палăртнă. 12 наци проекчĕ валли пысăк укçа — 13 триллион тенкĕ — хывнă. Михаил Игнатьев Çырура вĕрентÿпе ăслăлăх пирки нумай каларĕ. Экономикăна аталантарас тесен ăслă çынсем кирлĕ. Экономика тарăн пĕлÿллĕ тата сывлăхлă çынсем пулсан çеç ÿсĕ. Çавăнпа сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ валли укçа нумай уйăраççĕ. Чăваш Ен питĕ лайăх та пысăк тĕллевсем лартать. Федераци шайĕнче те нумай чухне эпир рейтингсен топне лекме пултарнинчен тĕлĕнеççĕ. Кунта Чăваш Республики федераци укçине, грантсене, бюджетпа çыхăнман ытти инвестицие явăçтарма пĕлнине палăртса хăвармалла. Çавăнпа ĕнтĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе эпир хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçлаятпăр. Пирĕншĕн çынсем мĕн туйни пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем наци проекчĕсем «çĕр çинчисем пулнине» курасшăн. Çынсем ăнланман цифрăсем пулмалла мар вĕсенче. Вĕрентÿпе наука пирки калас тăк — йăлтах ăнланмалла: çĕнĕ ача сачĕсем тăватпăр. Çывăх вăхăтра 17 ача сачĕ хута ямалла. Вĕсен строительстви валли пысăк укçа илтĕмĕр. Çĕнĕ шкулсем те хăпартатпăр. Республика пĕр команда пек ĕçлет, софинансировани валли укçа тупать. Эпир пĕтĕм проектра хамăра лайăх енчен çеç кăтартатпăр.

Николай МАЛОВ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:

— Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырура пурнăçăн пĕтĕм сферине пырса тивекен ыйтусене хускатрĕ. Эпир, Патшалăх Думин депутачĕсем, республика Правительствипе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн сĕнĕвĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе пĕрлехи ĕçе хутшăнма хатĕр. Михаил Игнатьев йывăрлăхсемпе çыхăннă ыйтусем пирки те каламасăр хăвармарĕ. Коррупци, социаллă тĕрĕслĕх, общество тăнăçлăхĕ — çак тата ытти ыйту паян нумайăшне хумхантарать. Республика Пуçлăхĕ агропромышленноç комплексĕ пирки те нумай каларĕ. Экологи, йăлари хытă каяшсене пуçтарассипе турттарса тухассин, амăшлăхпа ачалăх институтне пулăшассин ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕллевсене палăртнă, эппин, ĕçлемелле!

Алина ИВАНОВА, Олимп резервĕн хăвăрт утас енĕпе 8-мĕш спорт шкулĕн директорĕ, тĕнче спорт мастерĕ, тĕнче тата Европа чемпионки:

— Пирĕн республикăра спорт аталансах пырать. Владимир Путин Президент 2024 çул тĕлне спортпа туслă халăхăн йышне 55% çитерме ыйтнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кăтарту патне 2022 çултах çитме тĕллев лартрĕ. Ăна пурнăçа кĕртмешкĕн пирĕн республикăра условисем пур. Кашни çулах спорт объекчĕсем хута каяççĕ. Тĕслĕхрен, 2018 çулта икĕ стадиона — «Спартак» тата «Олимпийский» — çĕнетрĕç, чупмашкăн çĕнĕ çулсем турĕç. Шкул стадионĕсем пирки те манмаççĕ. Вĕсем ачасем çеç мар, юнашар пурăнакан çынсемшĕн те питĕ лайăх. Пирĕн республикăра тĕрлĕ шайри ăмăртусем иртеççĕ. 2018 çулта спортăн тĕрлĕ енĕпе Чăваш Енре Раççей шайĕнчи 60 ытла ăмăрту йĕркеленĕ. Кăçал тата ытларах иртесси иккĕлентермест. Кăçал Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе юбилейлă — 100-мĕш — чемпионат йĕркелемелле. Пурте пĕрле тăрăшса çак чемпионата çÿллĕ шайра ирттерĕпĕр.

Николай НИКОЛАЕВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп тухтăрĕ:

— Çак Çыру республикăра пурăнакан пĕтĕм çынна пырса тивет. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ пирки калас тăк, республика Пуçлăхĕ пуçламăш звенона лайăхлатмаллине палăртрĕ. ФАПсем тăвассипе çыхăннă программа темиçе çул пурнăçа кĕрет. Унсăр пуçне кăçал ялсене куçса çÿрекен мобильлĕ комплекссем çитеççĕ. Çакă савăнтарать. Михаил Игнатьевăн çĕнĕ шухăшĕ — «мăшăрсен сертификачĕ» текенскер — питĕ килĕшрĕ: тин çеç çемье çавăрнă çынсем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттермешкĕн направлени илме пултараççĕ. Питĕ лайăх пуçару ку. Вăл чир таврашне пуçламăш тапхăртах тупма, çав шутрах йăха тăсассипе çыхăннă ыйтăва татса пама пулăшĕ. Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçре пĕлтерĕшлĕ направлени пуçланать. Çитес çулсенче чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсен центрĕсене пурне те, çавăн пекех республикăри онкологи диспансерне çĕнĕ оборудованипе пуянлатĕç. Паянхи кун чĕрепе юн тымарĕсен тата шыçă чирĕсем малти вырăнта тăнине шута илсен çакă питех те кирлĕ.

Владимир ИВАНОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ:

— Çырура маншăн чи хакли — республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăх умĕнче каланă тата шантарнă сăмахсене ĕçсемпе çирĕплетни. Çыру тĕллевсене палăртать, вĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн пирĕн пурин те тăрăшмалла. Михаил Игнатьев вĕрентÿ тытăмне аталантармалли çинче те чарăнса тăчĕ. Çак тытăма хывнă кашни пус ыран темиçе хут ытларах усă кÿрет. Çавăнпа шкулсенче, вузсенче вĕрентÿ условийĕсене малашне те лайăхлатмалла, выпускниксене ĕçе вырнаçтарасчипе çыхăннă ыйтусене тимлĕх ытларах уйăрмалла. Кăçал Чăваш Республикин «Вĕрентÿ аталанăвĕ» çĕнĕ патшалăх программи пурнăçа кĕме пуçлать. Унта шкул тата ун умĕнхи, çавăн пекех професси вĕрентĕвне, çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине комплекслăн аталантармаллине палăртнă.

Дмитрий ШОРНОВ, «Росинка» педагогика отрячĕн командирĕ:

— Республика влаçĕ сусăрсене, çав шутрах сывлăхĕ тĕлĕшĕнчен хавшакрах ачасене те, тимлĕх уйăрнине палăртма кăмăллă. Регионта çак енĕпе ĕçлекен ятарлă учрежденисем те уçăлаççĕ. Тĕслĕхрен, нумаях пулмасть Красноармейски районĕнчи Упи ялĕнче Йĕпреçри психоневрологи интерначĕн филиалĕ хута кайрĕ, малашне вăл 90 вырăнлăх пулĕ. Унсăр пуçне Атрать поселокĕнче те интернат хăпартаççĕ.

Чăваш Енре патшалăх учрежденийĕсем общество хастарĕсемпе, волонтерсемпе сывлăхĕ тĕлĕшĕнчен кăлтăксем пур çынсене пулăшас тĕлĕшпе пĕрле çыхăнса ăнăçлă ĕçлеççĕ. Пирĕн педагогика отрячĕ Шупашкар хулинчи çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕпе çыхăну йĕркеленĕ. Эпир центр специалисчĕсемпе пĕрле çул çитменнисем валли тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Социаллă ыйтусем малашне те приоритетлисен шутĕнчех пуласса шанас килет. Пирĕн республикăра çемье институтне тата пахалăхĕсене аталантарас, амăшлăхпа ачалăха пулăшас тĕлĕшпе нумай ĕçленине те палăртмалла. Çавăнпах ĕнтĕ нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿсет. Малашне те çаплах пултăрччĕ.

Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант — Чăваш Енре физкультурăпа спорта аталантармашкăн кирлĕ пĕтĕм услови пурри. Хальхи йышши спорт учрежденийĕсене кирек кам та çÿреме, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пултарать. Эпир «Росинка» центрта тренировка ирттерекен спортсменсемпе пĕрле çак лагерьте канакан ачасем спортпа туслашчăр, пурнăçра яланах хастар та пуçаруллă пулччăр тесе тăрăшатпăр.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: