Комментировать

23 Янв, 2019

Кĕнеке

Хветут пиччĕшĕ Микулай хут пĕлменнисен шкулĕнче вĕренет. Паян вăл кĕнеке илсе килнĕ те вулама хăтланса ларать.
— «Хĕ.. . хĕл-ле... ку... мул-кач... ял çывă... çывăхĕн-че пу... пу-рăн-нă», — тет вăл асаплăн, сăмахсене тытăнчăклăн калаçакан çын пек вакласа. Вара урай шăлакан шăллĕне ăнлантарса парать:
— Мулкач вăл пирĕнле куян пулать, çавна та пĕлместĕн… — кĕнекери ÿкерчĕке куриччен куна вăл хăй те пĕлмен-ха. Микулай чÿрече патне пĕшкĕнет те малалла вулама тытăнать: —«Тĕ.. . ттĕм пул-сан... мул-ка-ач...» Хветут итлемест ăна. Ун вăхăт çук. Урай шăлса тухать те çÿп-çапне тăкса кĕрет. Ашшĕпе амăш таврăннă çĕре урайне сĕрсе хурсан та пăсмастчĕ. Выльăх пăхас хуйхă çук-ха ун паян — пиччĕшĕн черечĕ. Тусĕ патне каçĕччĕ Хветут урам урлă — сивĕрен хăрать. Тÿрех сăмсинчен ярса илет ăна хĕл мучи. Сăхманĕ те ала пекех ав.
— «Мул-кач... хă-рах... хĕл-хине тă-рат-рĕ», — илтĕнсе каять пиччĕшĕн сасси.
— «Хăлхине» мар-и? — тÿрлетме пăхать Хветут.
— Ак çакна-и? — пиччĕшĕ Хветута хăлхинчен шăтăр! парать. — Пĕлмеççĕ пуль сансăр. Кĕнекере çапла çырнă. «Хĕлхине» тенĕ, — кĕнекерине юриех пăсса вулать Микулай. Ĕçне тирпейлесе пĕтерсен Хветут сентре çине хăпарса выртать. Çилленмест вăл пиччĕшне. Пысăккисем хăйсем çавăн пек вĕсем. Пурин те аллисем çÿлте. Ÿссен ак Хветут та çапăçма тытăнать пуль-ха. Çитменне айвантарах вăл. /Мăннисем çапла калаççĕ ăна./ Айвана кам ÿркенмест — çавă кÿрентерет. Ашшĕпе амăшĕ пирки шухăшлать Хветут. Малалла вулас...
www.hypar.ru
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.