Комментировать

23 Янв, 2019

Куççуль витĕр кулма...

Кирилпа 1982 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче паллашрăм. Эпир, Мускаври театр институтĕнче Чăваш студийĕнче вĕренекенсем, Итали драматургĕн Эдуардо де Филиппăн «Неаполь — миллионерсен хули» диплом спектакльне институт сцени çинче вылятпăр; хамăр спектакльсене час- часах Мускавра пурăнакан чăвашсене чĕнеттĕмĕр. Хальхинче пирĕн ĕçе курма Чăваш патшалăх университетĕнчен В.П.Станьял чăваш студенчĕсене илсе килнĕ. Спектакль хыççăн вĕсем пирĕн ĕçе сÿтсе яврĕç, унтан пурте Хĕрлĕ площаде çитсе хамăр пурăнакан общежитие таврăнса çавра сĕтел хушшине вырнаçрăмăр.
Кирилпа мана Борис Чиндыков паллаштарчĕ, вăл ун чух Мускавра Литература институтĕнче вĕренетчĕ.
— Надя, паллаш, ку — Кирилл Кириллов, студент, Пушкăртран, — тет.
Каярах мана ун çинчен студентсем тата тĕплĕнрех пĕлтерчĕç: университетра драмкружок ертсе пырать иккен вăл, режиссер ятне илнĕ, час- часах вĕсем хăйсен спектаклĕсемпе ялсене тухса çÿреççĕ, кăçал вара В. Ржановăн «Энтипне» лартасшăн...
Пушкăрт çĕрĕнче эпĕ пулса курман, илтессе çеç илтнĕ. 8-мĕш класс хыççăн темшĕн Пелепейри педучилищĕне вĕренме каясшăнччĕ /хаçатсенчи пĕлтерĕве курса ĕнтĕ/. Тата 6-мĕш класранпах Пушкăртра çуралнă Ираида Алексеевна Петрова писательпе çыру çÿрететтĕм. «Ман кунта, Мускав облаçĕнче, чăваш çыравçи пурăнать, хăй Пушкăрт Республикинчен», — тесе пĕлтертĕм эпĕ Кирила. Вăл манран çав писатель кам пулнине ыйтса пĕлнĕ хыççăн: «Ун патне кайса килме пулмасть-и?» — тет. Эпĕ: «Мĕншĕн пулмасть, пулать, ыран тата шăпах вырсарникун», — тесе хуравларăм.
Вăл вăхăтра Ираида Алексеевна чирлĕччĕ, тăххăрмĕш çул килтен тухаймасар пурăнатчĕ, сылтăм ен ĕçлемен пирки сулахай алăпа çырма та хăнăхса çитнĕччĕ ĕнтĕ. Чăвашсем, тĕрлĕ çыравçăсем ун патне тăтăшах çÿретчĕç. Эп пырсан та вăл питĕ савăнатчĕ, ман вĕренÿпе, эпир вылякан спектакльсемпе интересленетчĕ. Пушкăрт çĕрĕнчен килнĕ чăваш ачи Пушкăртра çуралнă чăваш писательне савăнтарасси пирки пĕр иккĕленмесĕр ăна ун патне илсе кайма шутларăм.
Ираида Алексеевна патĕнче чылай калаçса лартăмăр. Вăл пире Кирилпа иксĕмĕре «Телейпе Илем» пьесăна рольсемпе вулаттарнине астăватăп. Ираида Петрова калаçăвне итлесе Кирилл час-часах шалти кĕсйинчен блокнотпа ручка кăларса тем çырни, пĕрле ларса чей ĕçни аса килет... Тухса каяс, сыв пуллашас умĕн вара И.А. Петрова пире: «Сирĕн пĕрле пулмалла, эсир пĕр шухăшлă çынсем. Чăваша усăллă пулма пултаратăр», — терĕ.
Ун патĕнчен эпир Мускава /И.А. Петрова Мускав облаçĕнче пурăнать терĕм/ шăпах каç пуласпа çитрĕмĕр. Пирĕн шухăш çуралчĕ: «Атя пĕр-пĕр театра каятпăр. Мускава килнĕ чăваш студенчĕн тата театра юратаканскерĕн спектакль курмасăр кайма юрать-и вара?» Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.