Кăçалхи патшалăх экзаменĕсенче мĕнле улшăнусем пулĕç?
Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче ЧР Вĕренӳ министерствинче «2019 çулта 9-мĕш тата 11-мĕш классем патшалăх экзаменĕ тытасси çинчен» пресс-конференци иртнĕ. Унта Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова, министерствăн шкул çулне çитмен тата вăтам пĕлӳ пайĕн пуçлăхĕ Антон Ширшов, ЧР Вĕренӳ министерствин Республикăри информаци тăвакан центрĕн директорĕ Галина Арзамасцева, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Профориентаци центрĕн ертӳçи Ольга Васильева, маларах асăннă университечĕсен 1-мĕш курс студенчĕсем, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăннă.
ЧР вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ палăртнă тăрăх, çак вĕренӳ çулĕнчен пуçласа 9-мĕш класс вĕренекенĕсем валли вырăс чĕлхипе пĕтĕмлетӳ калаçăвĕ /итоговое собеседование/ кĕртнĕ, çак тĕрĕслев хыççăн çеç 9-мĕш классене тĕп экзаменсене тыттарĕç.
Вырăс чĕлхипе пĕтĕмлетӳ калаçăвĕн тĕп тапхăрĕ нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртĕ. Ăнăçлă хуравлайманнисем валли пуш уйăхĕн 13-мĕшне тата çу уйăхĕн 6-мĕшне палăртнă.
Алевтина Федорова пĕлтернĕ тăрăх, Педагог виçевĕсен федераци институчĕн /ФИПИ/ сайтĕнче вырăс чĕлхипе тĕрĕслев ĕçĕсен /КИМ/ демоверсийĕпе тата хăйне евĕрлĕхĕпе паллашма пулать.
Тĕп пĕтĕмĕшле пĕлӳ илни çинчен аттестат илес тесен 9-мĕш классен 4 экзамен тытмалла: вырăс чĕлхипе тата математикăпа, тепĕр иккĕшне ачан хăйĕн суйламалла.
11-мĕш класран вĕренсе тухакансем аттестат илме йăлана кĕнĕ пекех вырăс чĕлхипе тата математикăпа /тĕп е профиль шайĕ/ экзамен тытĕç, тепĕр икĕ предмета хăйсем суйлĕç. Аттестатлă пулас тесен математикăпа патшалăх экзменне «3» паллăлăх та пулин тытмалла, вырăс чĕлхипе 24 балл та пулин пухмалла. Аслă шкула кĕрес тесен вара чи пĕчĕк балл виçи урăхларах: вырăс чĕлхипе — 36, профильлĕ математикăпа — 27.
2019 çулта патшалăх экзаменĕ тытакансем валли, математикăсăр пуçне, пысăк улшăнусемех çук. Шкултан вĕренсе тухакансен тĕп тата профиль шайĕсенчен пĕрне çеç суйлама юрать.
«Ют чĕлхе пирки калас пулсан, — палăртнă Алевтина Николаевна, — кăçалтанпа акăлчан, француз, нимĕç тата испан чĕлхисемсĕр пуçне вĕренекенсем китай чĕлхипе те патшалăх экзаменĕ тытма пултарĕç. Хальлĕхе ăна Чăваш Ен шкулĕсенче вĕрентмеççĕ-ха, анчах ачасем ăна республикăри тĕрлĕ вĕренӳ центрĕнче ăса хывма пултараççĕ. Экзамен тытас тесен йышăнакан пур. Предмет комиссийĕн председателĕ пулма И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ аспиранткине, Китайра çуралса ӳснĕскере, чĕннĕ».
Аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне абитуриент тата мĕнле балл илме пултарать-ши? И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ректорĕ Владимир Иванов çапла пĕлтерчĕ: «Кашни аслă шкул хушма балсене хăех палăртать. ЧППУра педагог ĕçне хатĕр абитуриентсене хапăлласа йышăнаççĕ, çавăнпа обществăри ĕçĕсене, волонтер пулнине, аслă шкул ирттернĕ олимпиадăсене хутшăннине лайăх пăхаççĕ. Тĕплĕнрех сайтра пĕлме пулать».
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Профориентаци центрĕн ертӳçи Ольга Васильева палăртнă тăрăх, аттестатра вăтам пĕтĕмĕшле пĕлĕве аван паллăсемпе хакланă пулсан ку И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕме балсем хушса парĕ, çавăн пекех ГТО «ылтăн» е «кĕмĕл» паллисем те, волонтер ĕçне хутшăнни те, университет ирттернĕ ăс-хакăл, пултарулăх ăмăртăвĕсемпе конференцисенче çĕнтерни те çăмăллăх кӳрĕ.
Лариса ПЕТРОВА. Сăн ÿкерчĕке vk.com страницăран илнĕ.