Сунара тухнă... йытăсем çине
Урамра çапкаланчăк йытă-кушака курсан ăна çăкăр татăкĕ ывăтса паратăр-и е пырса тапатăр-и? Лăпкăн сăнакан чĕр чуна мĕншĕн тĕкĕнмелле? Килсĕр-çуртсăр йытă-кушак пирки эпир çырман мар. Вĕсем çынна тапăннă тĕслĕхсене те, йывăр суранланса инкеке лекнисен шăпине те çутататпăр. Шупашкарта иртнĕ вырсарникун пулса иртни пирки асăнмасăр иртейместпĕрех. Хулан кăнтăр хĕвел анăçĕнчи пахчаçăсен «Пучах» пĕрлешĕвĕнче 5 анчăкпа 1 амана тискерле вĕлернĕ. 7 йытăпа 2 çура çухалнă, вĕсем ăçта пулнине никам пĕлмест.
«Эсир кунта ан çÿрĕр»
Хăрушă ĕç-пуç 68-ти Людмила Порфирьевăн дачинче пулса иртнĕ. Вăлах йытă виллисене пĕрремĕш курнă, зоохÿтĕлевçĕсене, полици ĕçченĕсене пĕлтернĕ. «1999 çулта дача валли лаптăк туянтăмăр. Унта вырăнĕ илемлĕ. Юнашар — вăрман, Чебоксарка юхан шыв, кÿршĕсем кăмăллă та вашават çынсем. 2016 çулта пиччем Хусантан куçса килчĕ те хĕсĕк хваттерте вырăн йышăнас мар тесе дачăра пурăнчĕ. Унта тăтăш çÿреме пуçларăмăр, кайăк-кĕшĕк ÿстертĕмĕр, кушак тытрăмăр. «Пучахра» ялан йытăсем пурччĕ. Вĕсем никама та тĕкĕнместчĕç, пурăнман дачăсене кĕрсе ухтармастчĕç. Пĕр çапкаланчăка хам пата йышăнăттăм, анчах килти чĕр чуна пăхмалла. Ултă теçетке çул хыçа хăвартăм, паян сывă та ыран мĕн пулассине пĕлме çук. Çавăнпа килсĕр йытăсене дачăра тăрантарма пуçларăм. Хамăн ĕçсемпе ют хулана каймалла чухне ир-ирех тăватă ураллă тусăмсем патне васкаттăм, калаçаттăм. Таврăнсан та тÿрех вĕсем патне çитеттĕм», — аса илчĕ Людмила Михайловна. Ватă çын тусĕсем валли укçа хĕрхенмен, какайпа, çăкăрпа сăйланă. Хайхискер пиччĕшĕ Хусана таврăнсан та дачăна çÿреме пăрахман. Хĕлле-и, çулла-и, кĕркунне-и — Кампурсем патне çитнĕ.
Пĕррехинче Людмила Михайловнăн кушакĕ çухалнă. Ăна шыраса хăшкăлнăскер килсĕр-çуртсăр йытă-кушак валли вăхăтлăх пурăнмалли пункт пуррине пĕлнĕ. Унта ывăлĕ Андрей çитсе килнĕ. Арçын хуçасăр йытă-кушака шелленĕ те волонтерсене пулăшма пуçланă. Часах кушак та тупăннă. Людмила Михайловнăн тăватă ураллă тусĕсен йышĕ майĕпен пысăкланнă. «Хам пурнăçра чылай йывăрлăха чăтса ирттертĕм. Пуç çине йăтăнса аннă асап-нуша усал çынсен айăпĕпе пулчĕ, — терĕ строитель инженерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер. — Килсĕр йытăсене пула мĕн чухлĕ ырă çынпа паллашрăм. Вĕсем те ман пекех выçăпа антăхнăскерсене тăрантараççĕ. Çăмламассемпе калаçса чуна уçаттăм. Вĕсен савăнăçне кура кăмăлăм çĕкленетчĕ. Йытă ами мана асăрхасанах хирĕç чупатчĕ, питрен çулласа саламлатчĕ. Дачăна пирĕн тăрăхра хĕл каçакан кайăксем, пакшасем, хир сыснисем иленчĕç. Çапла, 66 çул тултарсан пирвайхи хут йĕкел кăмăллакан тискер чĕр чуна куртăм. Яланхиллех йытăсене апатлантараттăм. Вăрмантан хир сыснисем тухсан аптăрарăм. «Мĕн пулĕ-ши?» — тесе тăтăм. Хир сыснисем этеме тапăннă тенине темиçе те илтнĕччĕ. Вĕсем манран хăраса вăрманалла тарчĕç.
Виçĕм çул сăрт çинче темĕскер пур пек туйăнчĕ. Унта хăпартăм. Юр çинче юн йĕрĕччĕ — хир сыснипе йытăсем тытăçнă. Тепĕр кунне дача карти çывăхĕнче юн кÿлленчĕкĕ асăрхарăм. Тÿрех тавçăртăм — хир сыснине персе пăрахнă. Йытăсем питĕ пăлханчăкчĕ, пĕр вĕçĕмсĕр вĕрчĕç. Кĕтмен çĕртен икĕ арçын çывхарчĕ. Хайхискерсем сукмакпа мар, тем шыранăн дача тăрăх утрĕç. «Кунта хир сыснисем пуррине илтрĕмĕр. Сунара тухас кăмăл пур. Пулăшаятăр-и?» — тĕпчерĕ пĕри. Эпĕ нимĕн те илтменнине пĕлтертĕм. Пăрăнса утрĕç çеç — пĕри таврăнчĕ те удостоверени туртса кăларчĕ. Хăй пĕлтернĕ тăрăх — сунар инспекторĕ Константин Горшков. Унччен мĕн курнине калама тиврĕ. «Эсир кунта ан çÿрĕр-ха», — пулчĕ сĕнÿ.
6 виле
Пĕлтĕр хĕрарăм шиклĕх туйăмĕ вăратнă сунарçăпа тĕл пулман. Кăçал, хир сыснисем каллех хула енне таврăнсан, юр тăрăх çÿремелли машина йĕрне асăрханă. Унăн хуçи кам пулнине те хăвăртах пĕлнĕ — Горшков ун умĕнче чарăнмасăр иртеймен. Сунарçă хир сыснисем çырмаллă вырăна куçса килнĕшĕн кăмăлсăрланнă. «Эпĕ ăна чăрмантаратăп иккен. Тискер чĕр чуна апатлантарса илĕртетĕп имĕш. Темиçе татăк çăкăр ывăтса пани пулнă-ха, анчах хир сыснисем унпа тăранмĕç. Ку таранччен Горшков хуçалăхĕнчен тухса тарнă хир сыснисем Чантăр тăрăхĕнче пурăннă. Унта тÿрем. Кунта вара, çырма-çатраллă тăрăхра, сунарпа киленме çук. Унсăр пуçне мана мулкачсем çухалнăшăн ай-ăпласшăн пулчĕ. Тăваттăшĕнчен пĕри çеç тăрса юлнă иккен. Вĕсене йытăсем тытнă тесе шухăшлать арçын. Эпĕ унран шикленмесĕрех кашни кун йытă-кушака апатлантармашкăн утрăм. Кăрлачăн 13-мĕшĕнче каллех хивре калаçу пулчĕ. Унчченех тавçăраттăм — сунара тухма чăрмантаратăп. Йытă вĕрнĕ сасă хир сыснисене шиклентерет, шăплăха татать. Горшков хăратнă хыççăн йĕрке хуралне çитсе çăхав çырассине пĕлтертĕм. «Дачăра е çул çинче манпа инкек пулсан кама айăпламаллине пĕлччĕр», — терĕм. Хайхискер: «Эсĕ Павлов мичман урамĕнче пурăннине пĕлетĕп», — терĕ те пă-рăнса утрĕ.
Кăрлачăн 14-мĕшĕнче кăнтăрлаччен çăмламассем патне çитрĕм. Мана ялан пĕр йытă кĕтсе илетчĕ. Хальхинче вăл мар, урăххисем сукмак çинче тăчĕç. Тавралăхра шăп, çурасен сассисем те илтĕнмерĕç. Алăка уçрăм та… «Турăçăм! Мĕскер пулса иртнĕ?» — терĕм. Эпĕ кунашкаллине нихăçан курман. Сукмак çинче анчăк пĕр хускалмасăр выртатчĕ. Инçех те мар, юр ăшĕнче, тепри… Дачăна кĕтĕм. Урай варринче — куçне касса кăларнă, сăмсине татса илнĕ анчăк вилли… Мĕн тумаллине пĕлмерĕм. Ывăл патне шăнкăравларăм. Андрей мĕн пур ĕçне пăрахса çитрĕ. Вăлах зоохÿтĕлевçĕсем патне шăнкăравларĕ. Унтан йĕрке хуралçисене пĕлтерчĕç», — аса илчĕ тăватă ураллă тусĕсене çухатнăскер. Оперативлă ушкăн йытă виллисене лабораторие экспертиза тумашкăн илсе кайнă. Унта кĕлетке çинче суран йĕрĕсем палăрман виçĕ йытă мĕнле вилнине уçăмлатĕç.
Пăшал авăрланă
Людмила Михайловнăн чунĕнче йывăр. Ытларикун вăл çухалнă ытти йытă тупăннине шансах «Пучаха» çитнĕ. Çук, ăна каллех юлнă виçĕ тус кĕтсе илнĕ. «Пурне те вĕлерчĕ-ши? Вĕсем мĕншĕн тарман-ши? Йытăсен шăлĕсем те тасахчĕ. Эппин, вĕсем вĕлерекене тапăнман, хирĕç тăман. Кама чăрмантарчĕç-ши?» — терĕ хĕрарăм. Константин Горшковпа пуçланнă хирĕç тăру çакăнпа вĕçленессе шухăшлама та пултарайман вăл. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ольга КАЛИТОВА. Nikylia.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.