Комментировать

10 Июн, 2014

Купăстасăр яшка шĕвĕ

"Фермер мар, чăвашла каласан хресчен Сантăрĕ пулатăп эпĕ. Япалана хăйĕн ячĕпе каламалла. Фермерсем вĕсем Германире, Америкăра, Голландире...", - çийĕнчех тÿрлетрĕ мана уйĕ-уйĕпе купăста лартакан Александр Васильевич Артемьев. Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Пайкилтре ĕçлесе пурăнать вăл. Пĕчĕк ялпа ун таврашĕнчи çĕрсен чунне сÿнме памасть тăватă ача ашшĕ: ĕçĕпе те, чунĕпе те чăн-чăн хресчен вăл. Ватлăх куçĕнчен пăхакан тăван ялĕн шăпи ăна хытах пăшăрхантарать. Ĕç тума çын кирлĕ, техника та унсăр чупаймасть. Ав, эпир килнĕ кун Александр Васильевича пулăшма хуларан кумĕ килсе çитнĕ. Тăванне вăл трактор рулĕ умĕнче улăштарать. Купăста лартмалли агрегат çинче вара - мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ пенсионерсем. Мухтать вĕсене фермер. Таврара унашкал ĕçлекенсем çук тет.

Паян çывăхри вунă ялтан ?вĕсем те сахал йышлăскерсем% вĕсене пуçтарма май килет-ха. Ыран, виçмине вара... "Мĕн тума ĕçлемелле манăн, ахаль те кашни кун ÿсĕр", - текенсен шучĕ ÿссех пырсан кам патне чупмалла?..

Юрĕ, ыранхи куншăн паянах кăмăла пăсар мар. Купăста, тен, ун чухне те чиперех лартăнĕ. Ялта ĕç аллисем çителĕксĕр чухне Артемьева йышлă ачи-пăчи пулăшĕ.

- Çапла мар-и, Александр Васильевич?

- Шанатăп. Ĕçĕн ытларах пайне техникăпа пурнăçласан та йыш кирлех çав. Уйрăмах купăста лартнă, ăна тасатса пуçтарнă чухне.

- Мĕншĕн купăстана куç хывнă-ха эсир? Кунти çĕр çак пахча çимĕçшĕн юрăхлăран е ...

- Килти хушма хуçалăхра 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнченех лартнă ăна. Паянхи пек ?халĕ вăл 30 гектар çинче çитĕнет% нумай мар ĕнтĕ. Ытларах лартас - ун чухне çĕр илме йывăрччĕ. Маларах фермерсем çĕр илнĕ те кăштахран ăна типтерлеме пăрахнă. Хамăр ялтан вунă çухрăмраччĕ çав лаптăксем. Вĕсемпе усă курнă. 2007 çулта хамăр çĕрлĕ пултăмăр. Ытти пахча çимĕçпе танлаштарсан купăстапа ĕçлеме меллĕрех. Уйрăмах пухса кĕртнĕ чухне. Кĕркуннехи йĕпе-сапара, сăмахран, çĕр улми ани çине техникăпа кĕрейместĕн.

Паллах, "иккĕмĕш çăкăра" та ÿстеретпĕр эпир. Тырă та çитĕнет. Анчах вĕсене пусă çаврăнăшне улăштарма лартатпăр, акатпăр. Ытла сарлака ярса пуссан йĕм çурма пулать тенĕ ватăсем. Пĕрне лайăхрах туса илесчĕ.

- Тĕрĕс. Тухăçĕ те пултăр, пахалăхĕ те ан хавшатăр, туянаканĕ те тупăнтăр. Ку таранччен лаптăка ÿстерсе пынă пулсан аптăрамастăр курăнать.

- Гектартан 50 тонна илетпĕр. Тухăçа ÿстерме пултаратпăр. 70, 80 е 100 тонна таранах. Шăвармалли агрегатсем пур. Куртăр пулĕ, лартнă чухне те техника шăварсах пырать. Малтанхи çулсенче кивĕ йышши "Сигма" агрегатпа усă курнă. Юлашки тапхăрта Италире туса кăларнă икĕ çĕнĕ тытăм вырнаçтартăмăр. Патшалăха тав: вăл шăвармалли хатĕр туяннă укçа тăкакне саплаштарать. Ку шута пăрăх та кĕрет. Малтан 30 процентне субсидиленĕ пулсан, халĕ - 50 процентне.

Çавах та купăста тухăçне ытлашши ÿстерме тăрăшмастпăр. Суту-илÿре лару-тăру улшăнчĕ. Ĕлĕкрех пысăк купăстана килĕштеретчĕ туянакан. Халĕ хисепре - пĕчĕк е вăтам пуçли. Лавккасенче кăна мар, пасарта та çапла. Супермаркет йышши пысăк лавккасен витĕмĕпе çыхăннă çакă.

- Ăçти лавккасемпе пасарсене вырнаçтаратăр-ха пахча çимĕçе? Чăвашах тăрантарать-и е инçетри туссене-и?

- Ытларах Хусана ăсататпăр. Хули пысăк пулнăран кунта тавар кал-кал сутăнать. Малтанхи вăхăтра Коми республикине турттарнă. Сезонра 10 та хутланă. Пĕрремĕш хут улталанине те ас тăватăп. Тепрехинче пахча çимĕç базинче ĕçлекен пĕр ыр кăмăллă çын тавара кунта парса эсĕ нимĕн те ĕçлесе илейместĕн терĕ. Пĕтĕмпех пасара илсе тухма сĕнчĕ. Çул çинче те темĕн те курма тивнĕ. Виçĕм çул Челябинска ăсатнăччĕ.

Таçта та курма пулать пирĕн купăстана. Акă Хусанти 3-мĕш базăра кунта килекен пахча çимĕçне пахаласа конкурс ирттернĕччĕ. Пирĕн тавар чи лайăххи пулчĕ, нитрат сахаллипе палăрчĕ. Шкулсемпе ача сачĕсене те çитет пирĕн купăста. Тепĕр чухне ăна кăшт вараланнине пăхмасăрах туянаççĕ. Чи кирли - пахалăхĕ-çке.

Пасарта урăхларах йĕрке. Ав ирçесен купăсти пăхма, алла тытма илемлĕ. Вăл шăпах пасар валли лайăх. Эпир химикатсемпе ытлашши усă курмастпăр. Паллах, пач вĕсемсĕр, удобренисĕр уя тухнин усси çук.

- Пахча çимĕçе тăван республикăра вырнаçтарма май çук-и вара?

- Хамăр патра та сутатпăр, анчах сахал. Тĕслĕхрен, республикăра вунă тĕрме, пысăкскерсем. Вĕсене хамăр пахча çимĕçпе тивĕçтерме пулать. Анчах пултараймастпăр. Пире çывăха та ямаççĕ. Мускав таврашĕнчи рынока Беларуçсем ярса илчĕç. Туса илекен продукцие хамăр патра вырнаçтарма услови туса парсан темĕн пекехчĕ.

 

- Эсир тăрăшнине куратăп та темĕн пекех пулăшас килет. Çук, "çÿлте" вĕçме турри пÿрмен. Купăста лартакансем патнех таврăнар-ха. Лартмалли агрегат çĕнĕ пекех туйăнмасть.

- Кивĕ йышшипе ĕçлеме меллĕрех. Хамăра кирлĕ пек йĕркелесе çитертĕмĕр. Çĕннисемпе усă курас тесен калчана кассетăсенче ÿстермелле. Капла тăкакĕ ытларах. Ир пулакан сортсене çĕнĕ агрегатпах лартрăмăр. 4-5 гектар çинче часах пулса çитмелле.

- Калча çитĕнтерме темĕн пысăкăш теплица тунă пулĕ.

- Килте вĕсем. Ытла пысăк тееймĕн. Вăхăтлăх усă курмаллисем майлă. Хăвăрт лартма, çаплах пуçтарма пулать. Вырăнтан вырăна куçарма та май пур.

- Вăрлăха хăвăрах тăватăр-и е туянатăр-и?

- Гибрид вăрлăх тума юрăхсăр. Акă "Валентина" сорт пур. Унăн вăрлăхне Италире хатĕрлеççĕ. Голланди сорчĕсемпе усă куратпăр. Вăрлăхĕ хаклă. Вĕсене пĕрчĕн шутласа сутаççĕ. Пĕрчи - 50 пус. Пĕр килограмĕ 100 пин тенке ларать. Ку 5 гектар лартма çитет. Вăрлăхшăн пайтах укçа кăларса хуратăн.

- Çĕрпÿре сирĕнпе тупăшакан (конкурент) çук. Республикăра та купăста çитĕнтерекенсем ытла нумай мар пулĕ.

- Ĕçлекенсем пур. Куславккари купăста çитĕнтерекен Семенова пĕлмен çын сайра ĕнтĕ. Пĕр вăхăт Вăрмарсем те тăрăшатчĕç. Кивĕ сортсемпе ĕçлетчĕç. Ирçесем Голланди сорчĕсем çине куçрĕç те вĕсен таварĕ япăхрах сутăнма тытăнчĕ. Элĕк районĕнче те купăстана пысăк лаптăксем çинче ÿстерекенсем пур.

- Кăмăллăн калаçатăр. Çĕр çинче те кăмăлпа ĕçленĕн туйăнать.

- Хамăн ĕç килĕшет. Ÿпкелешместĕп. Ачамсем йышлă. Вĕсем пурри - пуянлăх, телей.

Ирина Никитина.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.