Комментировать

10 Июн, 2014

Гармонистовăн уйĕсем

Иртнĕ çул Етĕрнесем кашни гектартан 22 центнер тĕш тырă пухса кĕртсе

республикăра мала тухнă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владимир Семенов кăçал та пысăк шанăçпа пурăнни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл ертсе пынă ушкăн Сăр енчи темиçе хуçалăха çитсе уйсене пăхса çаврăнчĕ. Чапаев ячĕллĕ 6-мĕш лаша завочĕ пек пысăк лаптăк нихăш хуçалăхра та çук. Тулă уйĕ кăна 1030 гектар йышăнать. Хуçалăх ертÿçи Александр Арсентьевич Кузнецов кулленхи пурнăçра та, ĕçре те питĕ тĕплĕ çын. Çавăнпа çуллен тухăçлă тыр-пул туса илеççĕ. Агротехникăна лайăх чухласан тата минераллă удобренисене виçеллĕ хывсан çĕр пархатарне курса ĕненетĕн.

- Акă, пăхăр, çурхи культурăсем чиперех шăтса тухнă, - тет Владимир Семенов. - Кăçалхи акана йĕркеллĕ ирттернĕшĕн манăн пур ертÿçĕпе агронома, механизаторсене тав тăвас килет. Маттур пирĕн çынсем. Паян çĕр нÿрĕк ыйтать. Пăчă, шăрăх. Çумăр çутарас тесе чÿк туса та пăхрăмăр. Хĕвел хĕртсе çунтарнипе çĕр типсе пыни пурне те пăшăрхантарать. 2010 çулхи типĕ çанталăк пире нумая вĕрентрĕ. Тĕш тырă пусси ăнса пулмасан та выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлессипе çине тăрса ĕçлемелле. Утă, сенаж, силос ытлă-çитлĕ хывсан аптрамăпăр, ĕне кĕтĕвне сыхласа хăварăпăр. Сĕт-çу ытларах туса илни хуçалăхсен тупăшне ÿстерме май парать. Ял хуçалăх производствинче çак тĕп çул-йĕрсенчен пĕри. "Пучах", "Ленинская искра", "Ювановское" хуçалăхсенче çĕнĕ ĕне витисем тăваççĕ. Етĕрнери сĕт заводĕнче ку чухнехи хăватсем хута кайрĕç. Сиккипе мар та малаллах талпăнатпăр-çке.

Çĕре пушă вырттармаççĕ. Ульянов ячĕллĕ тата "Герой" хуçалăхсенчи ĕç-пуç япăхланнине кура ертÿçĕсене улăштарма йышăннă. Семенов каланă тăрăх - çĕрсене сухаласа акас шухăшлă çынсем пур. Пин гектар çинче тыр-пул е пахча çимĕç çитĕнтересси çăмăл мар пулин те çак ĕçе пуçăнакансем тупăнни - ырă пулăм.

Эпир - Тури Ирçе тăрăхĕнче. Çав тери илемлĕ

вырăнсем: юхан шывĕ те, вăрманĕ те юнашарах. Кĕтÿ кĕтмелли улăх-çаранĕ инçете тăсăлать. "Родина" ?ĕç тăвакан директорĕ Владимир Иванович Тимофеев% чи нумай сĕт сунипе палăрнă. Агрономсем çу типĕ килнипе утă хакĕ вăйлă хăпарасси çинчен калаçкалаççĕ. "Ювановское" юлташлăх управляющийĕ Олег Иванович Федоров та тÿрех çавăн çинчен сăмах хускатрĕ:

- 2010 çул пирĕншĕн хăйне евĕр тĕрĕслев пулчĕ, - каласа парать вăл. - Утта икĕ пинпе Владимир тата Чул хула облаçĕсенчен илсе килеттĕмĕр. Кунсăр пуçне силос туяннă. Кĕрхи тулă акни çăлса хăварчĕ пире. Çухатусенчен сыхланас тесен кĕрхи культурăсен лаптăкĕ сахалран та 30 процент пулмалла. Пĕлтĕр 200 гектар акса хăвартăмăр. Ытларах тулăпа тата урпапа ĕçлетпĕр. Мĕн тарăнăш акмаллине кашни агроном хăй палăртать. Газон курăкĕн вăрлăхĕ - тупăш илмелли тепĕр çăл куç. Ун вăрлăхне Мускав фирми туянать. Куртăр ĕнтĕ, Сăр тăрăхĕнче йĕтĕн акакан хуçалăхсем те пур. Çĕннине вĕренмелле, хамăр патра сăнаса пăхмалла.

Хастар та пуçаруллă ертÿçĕсен йышĕнче - "Новая жизнь" юлташлăх пуçлăхĕ Галина Алексеевна Григорьева. Зоотехника вĕренсе тухнăскер пилĕк çул каялла хуçалăх тилхепине тытнă. Хальлĕхе пурте ăнăçлă пулса пырать тесе каламăпăр, çапах тăрăшать, аслисенчен нумай ыррине алла илет.

- 300 гектар çурхи тулă, 150 гектар урпа акса хăвартăмăр, клевер 80 гектар çинче ÿсет. Çак лаптăксене тăваттăн сухаласа акатпăр. Механизаторсен ячĕсене асăнам-ха: Геннадий Тихонов, Михаил Федоров, Валерий Васильев питĕ тăрăшуллă. Кирек епле техника хатĕрĕпе те ĕçлеме пĕлеççĕ. Михаил Григорьев ĕçе йĕркелесе пырать. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутă теççĕ, эпир хамăр пултараяслăха туйса илтĕмĕр. Эх, çумăр çусанччĕ çак эрнере, вара чун выртатчĕ.

"Герой" хуçалăх çĕрне арендăна илнĕ Юрий Самарин, Вăрманкас Етĕрне тăрăхĕнче тĕш тырă акса тăвакан Рудольф Гармонистов фермерсем те çумăр кĕтеççĕ-тĕр. Шăрăх хыççăн çумăрпа пĕрле асар-писер тăвăл килесси те шиклентерет вĕсене. Гармонистов уйĕсем вара чăннипех хитре. Ял хуçалăх министерствин тата Раççей ял хуçалăх надзорĕн специалисчĕсем ун ĕçне ырламасăр тÿсеймерĕç. Фермер та парăмра юлмарĕ:

- Пире тăрантараканни, вăй-хал параканни - Çĕр-аннемĕр. Тÿрех пысăк лаптăк илмерĕм. Малтан 100 гектарччĕ, халь 400 ытла. Горчицăпа - çу кăларма каякан сарă курăкпа – ĕçлесе пăхасшăн. Ман çемье хиртен кĕме пĕлмест. Ывăлсем ÿссе çитĕнчĕç, пĕри агротехникум пĕтерчĕ, пурнăçне ялпах çыхăнтарать пуль тетĕп. Пĕри те тепри хулана тарсан уйра кам ĕçлĕ/ Çĕрпе аппаланма пĕлÿ кирлех. Эпĕ хăй вăхăтĕнче Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Халĕ ятарлă литература тупса вулатăп. Ырашпа тулă гектартан 39-45 центнер тухни те пулкаланă. Трактор, комбайн туянма банкран кредит илнĕ. Тÿлесе тататăн та каллех кивçене кĕретĕн. Тыр-пул ăнса пулсан кун-çула йÿнеçтеркелетĕн. Вырмара ял çыннисене те явăçтаратпăр. Халăхĕ ÿркенмест-ха. Укçине ĕçне кура тÿлетĕн.

"Чебаково" юлташлăх уйĕсене те лайăх хак пачĕç тĕрĕслевçĕсем.

Уй-хир йышăнăвне район пуçлăхĕ Владимир Николаевич Кузьмин пĕтĕмлетрĕ:

- Çур акинче лайăх пахалăхпа ĕçлени тÿрех курăнать. Район акатуйĕнче чи маттуррисене чыслăпăр. Ял хуçалăх кăтартăвĕсемпе Етĕрнесем Чăваш Енре тĕслĕх пулса тăчĕç, çак шайран чакас марччĕ пирĕн.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.