Комментировать

10 Июн, 2014

Зоопарка ăсатма иртерех

Экономика тĕнчинчи цифрăсене тишкерме тата пĕр-пĕринпе танлаштарма хăнăхнăран-ши - Чăвашстат материалĕсемпе паллашма кăмăллатăп. Мана ут йышĕ республикăра юлашки çулсенче геометри прогрессийĕпе чакни тĕлĕнтерчĕ. Чĕлхесĕр янавара халĕ ял ачисем те пурте палламаççĕ.

Пĕррехинче Шупашкарти пĕр шкулта вĕрентекен пĕрремĕш класа çÿрекенсене лаша ÿкерме хушнă. Пурте тенĕ пекех мультфильмсенче кăтартакан чĕр чунсене сăнарланă. «Эсир çулла ялта пулман-им, лаша курман-им?» - тĕлĕннĕ педагог. Хăш-пĕр ялта çак чĕр чуна пачах усрамаççĕ пулсан ачасем ăна епле пĕлме пултарччăр?

Техника аталаниччен ĕç выльăхĕ турта хушшинчен пачах та тухман. Унпа мĕнле кăна ĕç пурнăçламан-ши? Колхозсем йĕркеличчен урхамахсене килсенче тытнă. Вăрçă вăхăтĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăхра тĕп ĕç вăйĕ шутланнă, фронтра та пĕлтерĕшне çухатман.

1980 çулта республикăра 28 пин лаша шута илнĕ. Цифра юлашки 20 çулта ут кĕтĕвĕ 2 хут чакнине пĕлтернĕ. Колхоз-совхоз арканма тытăнсан пĕрлешÿллĕ хуçалăх пурлăхĕпе пĕрле утсем те куçран çухалма тытăнчĕç. Тĕрĕссипе, вĕсене сутнă. Пĕр пайне халăх туянма ĕлкĕрнĕ. Анчах çынсене çĕр пайĕсем валеçме пуçласан нумайăшне ĕç выльăхĕ текех кирлĕ пулман. Ăна çăмăл та ансат техника улăштарнă. Чухăнраххи те мотоблок та пулин туяннă. Унпа кирлĕ чухне кăна усă куратăн. Лашана вара кашни кунах пăхмалла. Çапла шухăшлакансем тупăннăран республикăн çурçĕр енчи районĕсенче ут шучĕ пысăк хăвăртлăхпа чакнă. Патăрьелсем вара урăхларах шухăшлаççĕ: «Ялта вак-тĕвек ĕç темĕн чухлех. Нивушлĕ кашниншĕн трактор е автомашина тапратмалла? Топливо хаклă чухне ăна мĕншĕн перекетлес мар?» /Танлаштарма: 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 6879 лаша шутланнă, вăл шутра: Патăрьелсен - 1554, Çĕрпÿсен - 54, Красноармейскисен - 75, Куславккасен - 90/.

 

2008 çул пуçламăшĕнче республикăри мĕн пур тытăмри хуçалăхра 9200 ытла урхамах пулнă, çулталăкра 12,8% сахалланнă. 2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5,5 пин çеç юлнă. Çур ĕмĕрте 10 /!/ хут чакнă. Халĕ уйрăм çынсем - 3,8 пин, ял хуçалăх предприятийĕсем - 1,5 пин, ХФХсем 200 лаша çеç усраççĕ. Хăш-пĕр районта пĕр фермер та тытмасть ăна. Тепĕр 15-20 çултан мĕн курăпăр? Хăй вăхăтĕнче пысăк хисепе тивĕçнĕ выльăх нивушлĕ куçăмăртан çухалĕ?

Зоопарка ăсатма иртерех-ха ăна. Патăрьелсем калашле - ялсенче вăл кирлех. Хресчене кăна-ши? Ут спортне аталантармалла. Çĕнĕ Шупашкарта - çамрăк юлан утçăсен спорт шкулĕ, Патăрьелпе Шăмăршă хушшинче - ипподром, Шупашкар районĕнчи «Заимка» сиплев комплексĕ çумĕнче «Отрадный» клуб ĕçлет. Йĕпреç тăрăхĕнчи Камай уйĕнче юлан утçăсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ çулсерен иртет. Утланса ăмăртмалли вырăнсем, тен, татах пур? Апла пулин те мĕн пурри çителĕксĕр тейĕттĕм. Хĕл кунĕсенче ачасене катаччи чуптарни мĕнрен япăх? Канаш районĕнчи Уçырмара пурăнакан Анатолий Васильев пĕкĕ çине шăнкăрав çаксах вĕт халăха хулари паркра хыçлă пĕчĕк çунапа ярăнтарса савăнтарать, кăштах услам та тăвать. Ут усракан выçă вилмест тесе ахальтен каламан. Урхамах ĕрчетсе хуçалăха мĕншĕн тупăшлă аталантарма вĕренес мар? Уявсем те унсăрăн илемсĕр.

Медицинăра та анлă усă курма май пур. Иппотерапи сколиоз чирĕнчен - çурăм шăмми кукăрăлнинчен - сиплет. Ут утланса çÿрекенсем яштак кĕлеткеллĕ.

Раççейре лаша ĕрчетес енĕпе лару-тăру еплерех? Япăх! 1991-2009 çулсенче 2618,4-ран 1375,3 пин пуç çеç юлнă, 47,5% сахалланнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче - 5,7 хут! Ут завочĕсенче 1990 çулта кашни 100 лашаран вăтамран 72 тиха илнĕ, 2009 çулта - 56.

Ипподромри ăмăртусене 1991-2008 çулсенче 1,9 пин лаша /23%/ сахалрах хутшăннă. Курма пыракансен йышĕ те чакнă. Ипподромсем тăкаклă пулса тăнă, вĕсем хăйсен резервĕпе çителĕксĕр усă кураççĕ.

Ăратлă ут ĕрчетме федераци, регион бюджечĕсем уйăракан 8000 тенкĕ çулталăкра пĕр кĕсрешĕн производство тăкакне 10-15% çеç саплаштарать. Ăратлă лаша завочĕсем чылай чухне нумай отрасльлĕ ял хуçалăх предприятийĕсем шутланаççĕ, урхамаха тытса тăма нухрат çителĕксĕр уйăраççĕ. Специалистсем çитмеççĕ, вĕсене хатĕрлекен ятарлă вĕренÿ учрежденийĕ çук. К.А.Тимирязев ячĕллĕ патшалăх аграри университетĕнче «Ут ĕрчетесси» кафедра ĕçлеме пăрахнă.

Лашасене хĕлĕн-çăвĕн паха апат çитермелле, вĕсем комбикорм, премикс тутине маннă. Çулла улăх-çаранра тытни апат хакне 15-20% йÿнетет, анчах кĕтÿ çÿретмелли вырăнсем ватăлнă, вĕсене çĕнетме тахçанах вăхăт.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.