Комментировать

7 Июн, 2014

Куç тулли телейĕ – ачисем, мăнуксем

...Мушарта пурăнакансем ялти клуба ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ Елена Милютина /Петикина/ çуралнăранпа 95 çул çитнине паллă тума йышлăн пухăнчĕç.

Ентешсем Елена Александровнăна хисеплеççĕ, ун патне канаш ыйтма час-часах пыраççĕ, çавăнпа та сумлă юбилее ялĕпе тенĕ пекех килчĕç. Кунта культура ĕçченĕсем, тăван-кÿршĕ, Шупашкар артисчĕсем те пулчĕç. Менелник хуçин мухтавлă çулĕ çинчен пурте ăшшăн аса илчĕç.

Хисеплĕ ватăн кун-çулĕ çăмăл пулман, хура-шурне сахал мар чăтса ирттернĕ. Темĕнле йывăр пулсан та вĕсене çĕнтерме пултарнă.

Елена Александровна 1919 çулта Мушарта йышлă çемьере çуралнă. Ялти пуçламăш, Октябрьскинчи 7 класлă шкулта пĕлÿ пухнă, 1939 çулта Мари Республикинчи Звениговăра рабфак пĕтернĕ. Пиччĕшĕ Мускавра ĕçлесе пурăннă май, малалла вĕренес тесе вăл унти фельдшерпа акушер техникумне кĕнĕ, ун хыççăн Мускаври Октябрь районĕнче ĕçленĕ.

Кĕçех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Утă уйăхĕнче Елена Александровна тăван ялне таврăннă, «Заря» колхозра ĕçлеме пуçланă. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ыттисемпе пĕрле тылра тăрăшнă, тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Мушар клубĕнче икĕ çул ытла тăрăшнă. Ял Канашĕн председателĕ П.Шорков ăна вырăнти ĕçтăвкома ĕçлеме чĕннĕ: унта 1943-1954 çулсенче секретарь тивĕçне пурнăçланă. Каярахпа - Елчĕк ял Канашĕн ĕç йĕркелÿçи.

Чăваш Республикин истори архивĕнче Елена Александровна аллипе çырнă çĕр-çĕр документ упранать. Çав хутсенче Криуш, Кĕнер, Мушар, Хурамал, Елчĕк тата Мăрсакасси ялĕсен иртнĕ кун-çулĕ сăнланса юлнă.

XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Елена Александровна Хурамал, Мушар ялĕсенче культура çурчĕсене ертсе пынă: концертсемпе спектакльсем хатĕрленĕ, ташă каçĕсем ирттернĕ, юрлакансене пухса районти смотрсене çÿренĕ, республикăри Ĕçпе юрă уявне хутшăннă.

1974 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Çакна та палăртмалла: чылай çул вăл Мушар тата Елчĕк ял Канашĕсен депутачĕ пулнă.

Ĕç - пурнăç тыткăчи теççĕ, çапах та çыншăн, уйрăмах хĕрарăмшăн, юрату, çемье, ача-пăча пысăк пĕлтерĕшлĕ – çакă унăн чăн-чăн савăнăçĕ. Вăрçă хыççăн Елена Александровна Аркадий Георгиевич фронтовика /1924-1994 ç.ç./ качча тухнă, икĕ ывăл çуратса ура çине тăратнă, халăх йăлипе туй туса мăшăрлантарнă.

Асли – Владимир Аркадьевич – паллă хореограф, балетмейстер, чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпчекен, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл лартнă ташăсем «Уяв» тата Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕсен ылтăн фондне кĕрсе юлнă. Вĕсене Испани, Итали, Франци, Бельги, Турци, Египет, Япони çыннисем те курса савăннă.

Кĕçĕнни – Александр Аркадьевич – техник-строитель.

 

Хисеплĕ ветерана Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕ Валентин Колумб саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Чечек çыххипе пĕрле ăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Саламне пачĕ.

Елена Милютина халĕ пăрчăкан пек ĕçчен те чĕкеç чĕлхиллĕ кинĕсемпе савăнать, мăнукĕсемпе тата вĕсен ачисемпе киленет. Юратнă асламăшне кĕçĕннисем çуралнă кун ячĕпе юрă-ташă парнелерĕç. Сумлă уява пухăннă хăнасемпе тăванĕсем те вăрăм кун-çул, иксĕлми телей сунчĕç.

Ÿсĕме пăхмасăр вăл паян та хăйне лайăх туять, пурне те ас тăвать, юрăсем итлеме юратать.

Менелник хуçине ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Васильев, Чăваш Республикин халăх артистки Людмила Семенова, Виталий Адюков юрăçă, Хурамалти фольклор коллективĕ, Елчĕкри культура çурчĕн «Волжаночка» ансамблĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

 Ираида РУСИНА.

Куславкка районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.