Комментировать

27 Дек, 2018

Юратнисене кăна ятран чĕнет

6 çул каялла Шупашкарта пурăнакан Наталья Дмитриевăна йывăр чир ураран ÿкернĕ. Хĕрарăмăн инфаркт пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухнăскерĕн пенсийĕ хаклă йышши эмелсем туянсах пĕтнĕ. Ывăл-хĕрĕ амăшне пулăшнă-ха, анчах пурнăç тăршшĕпе ĕçлеме хăнăхнăскер хăех йывăр лару-тăруран тухмалли меслет шыраса тупнă — сысна ĕрчетме пуçланă.

Сысна аçи тупма йывăр

Халĕ Наталья Владимировна хуçалăхĕнче 2 сысна ами пурăнать. ТЭЛА /ÿпке артерийĕ хупланни/ чире пула унăн нумай утма, ларма, йывăр йăтма юрамасть. «Шурă сыснана усрамашкăн вăй-халăм çук. Вĕсем йывăр, йăрă, апат та нумай çиеççĕ. Эпĕ Вьетнам сыснисене тытатăп. Вĕсем çÿллĕ мар. Курăк, пахча çимĕç хуппипе тăранаççĕ. 1 шурă сысна çиекен апатпа 4 Вьетнам сысни тăранать. Тулă, урпа, пăрçа, куккурус вĕтетсе паратăп. Вĕтетмешкĕн инçе каймалла мар — ятарлă машина пур. Сысна амине пăшăхланă пахча çимĕçпе апатлантаратăп», — терĕ хĕрарăм. Хĕлле çеç чĕр чун ăшă апатпа сăйланать. Çулла çĕр улмипе кишĕр хуппине пĕçермесĕрех парать кил хуçи. Сысна утă юратать иккен. Белокпа пуян люцернăна уйрăмах кăмăллаççĕ. Тюкланă утта шаннă çынсенчен çеç туянаççĕ. Поликарбонат витнĕ сарайра пурăнакан сыснасем питĕ тирпейлĕ. «Нимĕн те çĕмĕрмеççĕ. Ирпе каç витене тасатма та васкамалла мар. Эрнере пĕрре çеç тирпейлетĕп. Каяша михĕсене пухатпăр. Вĕсем нумайлансан машина тупса турттаратпăр. Кĕркунне дачăна илсе тухатпăр, тăпрана пулăхлататпăр», — палăртрĕ вăл.
Сысна ами 70 килограмм майлă таять. Пĕрремĕш хут çăвăрланă чухне 8-10 çура парнеленĕ. Иккĕмĕш хутĕнче 10 çураран ытларах çăвăрланă. Сысна аçи тупасси — тепĕр ыйту. Биолог пĕлĕвне алла илнĕ Наталья Владимировна ăна тĕплĕ суйлать. Юлашкине Çыр Чаллăра туяннă. Йăхсем ан пĕрлешчĕр, «таса» пулччăр. Чирлĕ çура ÿсмĕ, тĕрлĕ амакпа аптăрĕ. Ветеринари тухтăрĕ те сыснасене тĕрĕслесех тăрать: прививкăсем тăвать.
«Вьетнам сыснин какайĕ белокпа пуян. Тути те шурă сысна какайĕнчен самаях уйрăлса тăрать. Салă та услам çу евĕрех. Сăлтавĕ — курăк тата чĕрĕ пахча çимĕçпе апатланнинче.
Сысна — ăслă чĕр чун. «Вьетнамкăсем» хуçана парăннă. Хыççăнах утса çÿрекенскерсене кĕтĕве яма та юрать. Сăмахран, витене кĕрсен лăпкăн утса пыраççĕ. Алăка хупма мансан урама, пахчана тухса каяççĕ те каялла çул тупса таврăнаççĕ. Пăхма пĕртте йывăр мар», — терĕ кил хуçи.

Паха какай

Африка мурĕ республикăри сыснасен шутне самаях чакарчĕ. Сыхă тăмалла. Ăратлăскерсен иммунитечĕ çирĕп, вĕсем питĕ чăтăмлă. Акă шурă сыснана вĕлермешкĕн наркăмăшăн 1 дози кирлĕ, Вьетнам сысни валли — наркăмăшăн 3 дози. Хура тĕслĕ çурасем стресра пурăнаймаççĕ. «Пĕрисем патне ача-пăча килнĕ. Пĕчĕккисем сысна çурисемпе выляма пуçланă, хăваланă, хыпашланă. Сысна чупнă вăхăтрах кайса ÿкнĕ — чĕри чăтайман», — пĕлтерчĕ Наталья Владимиров-нăн ывăлĕ Валера.
6-8 уйăха çитсен выльăха пусаççĕ. Вĕсем хăвăртах ÿсеççĕ иккен. «Кашни кун сăнатăп — пачах ÿсмен пек туйăнать. Уйăхран тинкеретĕп те палласа илейместĕп», — терĕ Наталья Дмитриева. Çуралсанах 500 грамм таяканскер вунă кунран 3 килограмм таран йывăрланать.
Шурă сысна ами çурине асăрханмасăр лапчăтни, çыртни те пулать — тимлĕ пулмалла. «Вьетнамкăсем» хăçан çăвăрланине те пĕлейместĕн. 3 уйăх та, 3 эрне те виçĕ кунран сыснасем йыш хушаççĕ. «Тепĕр чухне сысна ами çăмăлланма хатĕрленнине те сисместпĕр. Анчахрах витене кĕтĕм те кĕтесре хура тĕслĕ чăмаккасене асăрхарăм. Вăйлах мар çуйхашнă сасă илтĕнчĕ. Çурасем иккен!» Сысна ами ют çурасене тĕкĕнмест. Дмитриевсен витинче шурă тĕслĕ «вьетнамка» та пур. Вăл хуринчен уйрăлса тăрать. Унăн çурисем — хура, анчах сайра хутра шуррине те çăвăрлать.
Наталья Дмитриева темиçе пĕлÿ илнĕ. Вăл хĕрĕх çул ача садĕнче ĕçленĕ. Медицинăра та тĕшмĕртет. Паха какайпа çеç сăйланать вăл. Унран пельмень, чебурек, бешбермак пĕçерет.
Чăнах та, витере лăпкăн выртакан сысна çурисем пирки пĕр уйăх çурăра çеç тесе калаймăн. Ют çынна курсан хăнк! та тумаççĕ, фотоаппаратран та «вăтанмарĕç». «Ку манăн Розочка, — паллаштарчĕ Наталья Владимировна. — Тепĕр енчех Федя выртать… Кашнине мар — чи юратнисене, чи çепĕççисене ятран чĕнетĕп».
«Мускавра 2 çул ĕçлесе пурăнтăм. Лавккара туяннă чăх какайне пĕçереттĕм те тутине туймастăм. Техĕмлĕх хатĕрĕсем сапмасăр çăвара та хыпаймастăм», — килти какая нимĕн те çитменнине палăртрĕ ывăлĕ Валера. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.