Эпир пĕрле, пĕр лав çинче
Çапла, эсир пире тĕрек паратăр, пурăнма вăй-хал парнелетĕр, хаклă вулакансем. 2018 çулта пирĕнпе пĕрле пулнишĕн, туслă çыхăнăва татманшăн тав тăватпăр сире. Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр! Кăмăл пулма кĕсьере яланах кĕмĕл пултăр, кил-çуртра — ача-пăча, картишре выльăх сасси янăратăр. Ун пек чух ял пурăнать-ха.
Çавăн пекех общество корреспонденчĕсене те тав тăвас килет. Вĕсем пире хаçата интереслĕрех кăларма çулталăкĕпех пулăшрĕç: Владислав Сидоров, Надежда Васильева, Александр Мокин, Елена Соколова /Шупашкар хули/, Илья Яковлев /Муркаш районĕ/, Вячеслав Перов /Куславкка районĕ/, Геннадий Савельев, Нина Михайлова /Элĕк районĕ/, Анатолий Максимов-Пукаш, Галина Петрова, Рита Петрова, Альберт Кольцов, Нина Гаврилова /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Александр Леонтьев, Ольга Павлова, Анатолий Кольцов /Патăрьел районĕ/, Татьяна Борисова, Галина Çуткÿл, Елена Макарова /Красноармейски районĕ/, Нико-лай Агаков /Канаш районĕ/, Светлана Никитина /Вăрнар районĕ/, Раиса Алексеева /Çĕрпÿ районĕ/, Владимир Волков, Галина Васильева /Елчĕк районĕ/, Елена Фомина /Тăвай районĕ/, Людмила Айдак /Етĕрне районĕ/, Николай Еремеев /Шăмăршă районĕ/. Сирĕнпе малашне те туслă çыхăнса ĕçлесчĕ. Пирĕн пата çыру çырăр, шăнкăравлăр, кĕрсе тухăр.
«Хресчен сасси» хаçата халăх хушшинче сарма пулăшнăшăн Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирмăна ертÿçи Роберт Петров , асăннă тăрăхри «Мураты» ЯХПКна Геннадий Спиридонов , Елчĕк районĕнчи «Клевер» пĕрлешĕве Алексей Ласточкин , Элĕк районĕнчи Александр Петров фермера, Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалне Николай Малов , Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалне Ирина Письменская , Канаш районĕнчи «Пионер» хуçалăха Николай Николаев , Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» колхоза Николай Ива-нов , Муркаш районĕнчи Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăха Виталий Семенов , Комсомольски районĕнчи «Родина» КФХна Анатолий Потемкин , Тăвай районĕнчи Андрей Моряков, Йĕпреç районĕнчи Николай Ястребов, Çĕрпÿ районĕнчи Евгений Матвеев, Куславкка районĕнчи Леонид Шигарев, Вăрнар районĕнчи Лариса Тимофеева, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Евгений Тибогайкин фермерсене, Елчĕк районĕнчи «Эмметево» пĕрлешĕве Юрий Лапшин , Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль тата Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенчи почтальонсене уйрăммăн тав сăмахĕ калатпăр. Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр.
Пурнăçăн анлă сукмакĕпе малашне те пĕр-пĕрне алă парса утасчĕ. Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине мĕн çитет?
«Хресчен сасси» хаçат редакцийĕ.