Комментировать

25 Дек, 2018

Патшалăх наградисене тивĕçнĕ ĕçченсене саламланă

Паян Правительство çуртне пухăннă йыш — пысăк ят-сума тивĕçнĕскер. Республика ырлăхĕшĕн тĕрлĕ тытăмра тăрăшса пысăк çитĕнÿ тунăшăн патшалăх наградисене тивĕçнĕ ĕçченсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Акă Александр Гурьев Куславкка районĕнче пурăнакансен çивĕч ыйтăвĕсене татса парас ĕçе пысăк тÿпе хывать, халăха тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парать. Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен заводĕнчи Валентина Погорелова ертсе пыракан 15-мĕш цех хатĕрлекен оборона тĕллевĕллĕ изделисене ют çĕршывсене ăсатаççĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн юрăçин Татьяна Тойбахтинăн кĕмĕл янăравĕ пек сасси çĕр-çĕр çын чун-чĕрине тыткăнлать… Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин наградисене тивĕçнĕ ытти çынсен те — сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿ тытăмĕнче, ял хуçалăхĕнче, строительствăра, промышленноçра вăй хуракансен çитĕнĕвĕсем те пысăк, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çĕршыв аталанăвне хăват парать.

— Эсир хăвăрăн ĕçе чунтан парăннă, çамрăк ăру сирĕн тĕслĕхпе хавхаланать. Чăваш Республикин чи пысăк пуянлăхĕ вăл — сирĕн пек çынсем, — терĕ Михаил Игнатьев чыслав уявне уçса. Чăваш Ен ертÿçи пултаруллă ĕçченсене награда панă май малашне тата та пысăкрах çитĕнÿсем тума, палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыма ырă сунчĕ.

— Пĕччен хулă хуçăлать теççĕ. Пирĕн çитĕнÿ — коллектив çитĕнĕвĕ. Çак наградăсенче ĕçтешсен тÿпи те пур, — терĕç сăпайлăн пысăк ят-сума тивĕçнисем.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: