Комментировать

24 Дек, 2018

Кил ăшшине вĕсем те тивĕç

Чи хаклисем

— Эпĕ аттепе аннене питĕ юрататăп, мĕншĕн тесен вĕсем мана тăрантараççĕ, тумлантараççĕ...
— Мана теттесем туянса параççĕ...
— Вĕсем пурнăçра — чи хаклă çынсем...
— Чи ырă кăмăллисем...
— Мана кирлисем...
— Аттепе анне мана ыталаççĕ, чуп тăваççĕ...
— Маншăн пурăнаççĕ...
Шупашкарти ача сачĕсенче воспитани илекен тĕрлĕ ÿсĕмри ачасен хушшинче ыйтăм ирттернĕ видеосюжета курнă май тĕрлĕ хурав илтме тÿр килчĕ.

Пĕчĕккисем уççăн калаçни залра ларакан кашни çын чунне тыткăнларĕ ахăр. Трактор тăвакансен культура керменĕн пысăк залне Республикăри ачана çемьене вăхăтлăх йышăннисен 6-мĕш форумĕ пырать. Обществăна тăлăхсен ыйтăвĕсене çăмăллатма пулăшакан уçă чĕреллĕ çынсем экран çине мĕнлерех тимлĕ пăхнине, хăш-пĕр амăшĕн пичĕ тăрăх куççуль тумламĕ йăкăртатса аннине сăнарăм. Юнпа тăван мар ывăл-хĕре тĕрĕс çул çине тăратма, обществăшăн юрăхлă çитĕнтерме юрату витĕмĕпе кăна май пуррине черетлĕ хут ĕнентĕм.
Пурнăçра этеме çын пулма пуринчен ытла çемье витĕм кÿрет. Шкул, ĕç, тус-юлташ... — кусем хушăмсем çеç. Ашшĕ-амăшĕ ачине мĕн пĕчĕкренех хăйне халăх хушшинче тыткалама та, тĕнчере мĕн пулса иртнине ăнланма-хаклама та вĕрентет. Туйăмсем аталанасси те çемье пуçĕсен витĕмĕпе пулса пырать. Енчен те çывăх çынсем çук е вĕсем пепкишĕн ют пулса тăнă тăк?.. Ун пеккисемшĕн, телее, чун ăшшине шеллемен хастарсем пур. Çывăх çыннисен тĕревĕсĕр тăрса юлнă пепкесене хăйсен çуначĕ айне илнисем пирĕн республикăра та сахал мар. Хальхи вăхăтра тăлăхсен йышĕнчи 2854 ачаран 95 проценчĕ çемьере воспитани илет.

Пĕр йăвара

Плехановсен йышлă çемйи хăш вăхăтра чăл-пар саланнине кил хуçисем сиссе юлайнă-ши? Хаяр шĕвекпе туслашнă мăшăр ачисен пуласлăхĕшĕн пăшăрханма пултарайман паллах. Унсăрăн пепкисенчен тăваттăшĕ Улатăрти реабилитаци центрне лекмен те пулĕччĕç. Çур çул пурăннă кĕçĕн Плехановсем кунта, анчах йышлă пĕр тăвансене хÿтлĕхе илме хăюлăх çитерекен тупăнман. Çапла центр ертÿлĕхĕ ачасене уйрăмшарăн та пулин тăнăç кил-йыша вырнаçтарма шухăшланă. Чи малтан аслăраххине Катьăна Патăрьел районĕнчи çемье хÿтлĕхе илнĕ. Каярах 5-ри Никитăпа 3-ри Василисăшăн та кĕтнĕ кун çитнĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Турханкасси ялĕнче пурăнакан Михай-ловсем пиччĕшĕпе йăмăкне кăна мар, вĕсен шăллĕне те илсе кайма хирĕç пулман. Реабилитаци центрĕн ĕçченĕсем пĕчĕкскер, дистрофи чирĕпе аптăраканскер, тухтăрăн яланхи сăнавĕсĕр шар курасран хăранă-мĕн.
— Çакнашкал утăма тума 2007 çулта «пиçсе çитрĕмĕр». Эпир çемьере шăллăмпа иккĕн кăна çитĕннĕ. Мăшăрăм Аркадий вара — тăхăр ачаллă çемьерен. Хамăрăн ачасем — Наталия, Владимир, Дмитрий — çитĕннĕçемĕн вĕсем те йышлă пулччăр тесе шухăшлама тытăнтăмăр. Тăлăхсене сăн-кĕлеткине пăхса та, кăмăлне шута илсе те, йăх-несĕл хăйне евĕрлĕхне тĕпчесе суйламан эпир. Çĕклесе тухса кăтартрĕç те... Василиса йывăр чирпе аптăранине, вăл лайăххăн утайманнине /çăмăлрах ытти чир çинчен асăнмăп та!/ пĕлмен те эпир. Çапах та пуç усма васкамарăмăр. Василисăна сиплеме республикăри паллă тухтăр клиникине çине тăрса темиçе çул çÿрерĕмĕр. Ури хăвăртрах вăй илтĕр тесе халăх мелĕпе те усă куртăмăр. Ирсерен 5 сехетре, сывлăм типиччен, хĕрачана пахча йĕри-тавра уттараттăмăр. Паллах, айккинчен пăхсан çак ÿкерчĕке ăнланма йы-вăртарах та пулнă-тăр. Районти опека органне пирĕн пирки: «Ачине айăпа кĕнĕшĕн вĕлтрен çийĕн уттараççĕ», — тесе евитлекен те тупăннă. Телее, ырра шанса тăрăшнин «çимĕçĕ» кĕттермерĕ — Василиса сывалчĕ! Утакан пулчĕ кăна-и — спортра çитĕнÿсем тума та пуçларĕ! Хальхи вăхăтра вăл, Сĕнтĕрпуçĕнче тăххăрмĕш класра вĕренекенскер — ирĕклĕ майпа кĕрешессипе район чемпионки, спорт мастерĕн кандидачĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулне тем пекех йыхравлаççĕ, хальлĕхе хамăртан уйăрас килмест, — форумра паллашнă çемьепе çывăхрах калаçнă май чунне уçрĕ Марина Михайловна.
Ашшĕ-амăшĕ сывă çĕртех вĕсемшĕн ют пулса тăнă ачасем хăйсене халĕ ĕнтĕ Михайловсен тĕпренчĕкĕсем пекех туяççĕ. Иккĕмĕш амăшĕ вĕсене тăван чи çывăх çыннине шыраса тупма, ăна хăнана чĕнме сĕнсен вĕсем ку шухăша хапăлламан. Ахăртнех, пĕчĕк чухне курса тăраннă ырă мар ÿкерчĕксем çĕнĕрен хăйсен пурнăçне таврăнасран шикленеççĕ вĕсем.
— Çын пулма ĕçе хăнăхса ÿсни пулăшать. Çак чăнлăха ачасем ăса хывччăр тесе тăрăшатпăр. Пирĕн — хамăрăн пĕчĕк ферма, мăйракаллă шултăра выльăх чылай усратпăр. Çуллахи вăхăтра ачасем касăва /кĕтĕве çапла калаççĕ. — Авт./ черетпе каяççĕ. Эпир мăшăрпа сĕт юр-варĕ, пахча çимĕç /пысăк теплицăра та ĕç çителĕклĕ/ сутма куллен Çĕнĕ Шупашкара çÿретпĕр. Ĕçе хăнăхни ачасене шухăш-кăмăл тĕлĕшĕнчен çирĕпленме те пулăшать, — хутшăнать калаçăва çирĕп кил хуçи Аркадий Ильич. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ирина ПУШКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.