Комментировать

21 Дек, 2018

Юстици министерстви кăçалхи ĕçе пĕтĕмлетрĕ

Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин специалисчĕсем, хуласемпе районсенчи администрацисен представителĕсем паян юстици министерстви 2018 çулта туса ирттернĕ ĕçсене сÿтсе явма, çитес çул валли тĕллевсем палăртма Коллегин черетлĕ ларăвне пухăнчĕç.

Ĕçри мĕнле кăтартусемпе асра юлать-ха 2018 çул юстици тытăмĕнче вăй хуракансемшĕн? Чи малтан Чăваш Ен Федерацин Атăлçи тăрăхĕнче уйрăлакан çемьесен чи сахал шучĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннине /кăçăлхи 9 уйăх кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ çакна/ асăнмалла-тăр. Раççейре вара эпир 7-мĕш вырăнта иккен.

Çемьесем пирки сăмах пуçарнă май, нумай ачаллисене çĕр лаптăкĕ уйăрни пирки те каласа хăвармалла. 2011 çултанпа пурнăçланать республикăра ку программа. Вăл хута кайнăранпа çĕр лаптăкне нумай ачаллă 7149 çемье тивĕçнĕ. 619-шĕ — 2018 çулта.

2012 çултанпа Чăваш Енре юридици тÿлевсĕр пулăшăвĕ çинчен калакан саккун та пурнăçланать. 277 пин ытла çын усă курнă унпа. Федераци шайĕнче кунашкал пулăшупа 27 категорие кĕрекен граждан тивĕçме пултарать тăк, Чăваш Енре ку хисеп 41-пе танлашать. Ку саккун пурнăçланнă май кăçал ял-салара «Юристсем — халăх валли» проект пурнăçа кĕме тытăнчĕ.

«Чăваш Республикинчи муниципаллă чи лайăх служащи» тата Раççей шайĕпе «Муниципаллă чи лайăх практика» конкурссем те вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене хастар пулма хистеççĕ. Шупашкар хула администрацийĕпе Муркаш районĕнчи Юнга ял тăрăхĕсем тăрăшулăхĕпе Раççей шайĕнче палăрнă ав кăçал. Çав вăхăтрах ĕç-хĕлне кăтартма пĕлменнисем те пур-мĕн. Конкурса хутшăнмаллине аса та илмеççĕ. Тен, ĕçлесе çитереймеççĕ?.. Кунашкаллисем пулмĕç малашне, куçран вĕçертмĕç вĕсене.

Вăл е ку район-хулари муниципалитет еплерех ĕçленине ятарлă административлă комисси те тишкерсех тăрать. Кăçалхи 11 уйăхра вăл административлă йĕркене пăсни тĕлĕшпе 5297 материал пăхса тухнă. Çавна май 3204 граждана, должноçри 200 çынна, 142 юридици сăпатне штраф тÿлеттерме йышăннă.

Тĕрлĕ хута тĕрĕс çырнине тĕрĕсленĕ май юстици министерстви коррупци çинчен калакан саккуна пăсманнине те тишкерет, право экспертизи те ирттерет. Кăçал коррупци сĕмĕпе çыхăннă 372 тĕслĕхе асăрханă авă.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: