Комментировать

20 Дек, 2018

Аваллăх тĕнчи

Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ÿстерсе ăс-хал мулне.
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла,
Кайрине те халь куратпăр...
Манăн шухăшăмпала —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр...

Петĕр Хусанкай.

Ахальтен çырман çак сăмахсене Петĕр Хусанкай. Чăнах та, ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ, эпир вара малаллах талпăнатпăр, анчах та кайрине те, ĕлĕкхине те курма тăрăшатпăр.
Камсем пирĕн мăн асаттесем, мĕн ĕçлесе пураннă вĕсем? Питĕ кăсăклантарать çамрăк ăрăва çак ыйту. Çав тĕллевпех ĕнтĕ несĕлсен йăли- йĕркине, кил-тĕрĕшре усă курнă ĕç хатĕрĕсене упраса хăварас тесе музейсем уçатпăр, экскурси урлă вĕсемпе паллаштарма тăрăшатпăр.
Музей — аваллăх тĕнчи! Кунта кашни экспонат пирĕн мăн асатте-асаннен пурнăçĕпе ĕçне- хĕлне аса илтерет, ĕлĕкхи вăхăта паянхипе танлаштарма май парать. Самана улшăннăçемĕн çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, çынсене ытларах интернет илĕртет. Апла пулин те тăван халăх историне, йăли-йĕркине манас марччĕ, час-часах музейсене çÿресчĕ.
Шупашкарти 57-мĕш шкулта этнографи музейĕ ĕçлет. Ăна 1995 çулта йĕркеленĕ. Музей «Çут çанталăк тĕнчи» тата «Чăваш Ен культури» кĕтессем çине пайланать. «Çут çанталăк тĕнчи» пÿлĕмĕ чăваш вăрманне аса илтерет, мĕншĕн тесен кунта хамăр тăрăхри чĕр чунсемпе кайăксене курма пулать. Музей стени çинчи вăрман, кукша тата шурлăх кăвакалĕсем, пысăк ăсанпа карăк вĕçсе кайнăн туйăнаççĕ. «Чăваш Ен культури» кĕтесĕ ĕлĕкхи пурнăçа аса илтерет. Асăннă кĕтес тăван халăх культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарать. Кунта пирĕн мăн асатте-асанне кил хуçалăхĕнче усă курнă тĕрлĕ экспонат пур. Сăмахран: чĕрес, ал арманĕ, кĕнчелепе йĕки, тăм чÿлмексем, кăмрăк утюгсем, савасемпе пăчкăсем тата ытти те.
Музей çултан çул çĕнелсе, экспонатсемпе пуянланса пырать. Çак шкулта ĕçлекенсем, вĕренекенсем хăйсен аслашшĕ-асламăшĕ усă курнă хатĕрсене илсе килме тăрăшаççĕ.
Шкул музейĕнче ашшĕ-амăшне те, çывăхра вырнаçнă шкул тата ача садĕнчи шăпăрлансене те час-часах курма пулать. Хăнасене çамрăк тавра пĕлÿçĕсем питĕ ăшшăн кĕтсе илеççĕ.
Акă мĕн каласа парать вĕсенчен пĕри, Кристина Сергеева: «Манăн асанне чăваш ялĕнче пурăнать. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен ун патне яла кайса çÿретĕп. Асаннен пĕчĕк пÿлĕмĕнче пысăк арча пур. Арчара вара мĕн тĕрлĕ япала çук-ши: тĕрленĕ ал шăлли, тутăр, çăпата. Пĕррехинче асаннерен: «Арчари япаласене мĕншĕн усратăн, унпа усă та курмастăн-çке», — тесе ыйтрăм та вăл вара çапла хуравларĕ: «Ку пирĕн асаттесемпе асаннесем усă курнă япаласем, ăна музее парас тетĕп».
Çакăнтан пуçланчĕ те манăн музейсемпе кăсăкланасси. Асаннен арчинчи çăпатине те, тĕрленĕ тутăрне те йăтса килтĕм. Эпĕ шкул музейне виççĕмĕш çул çÿретĕп, экскурсисем ирттеретĕп. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Маргарита ИВАНОВА, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ, этнографи музейĕн ертÿçи.
Шупашкарти 57-мĕш шкул.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.