Комментировать

Наталия Лобаторина ача чухне Инди фильмĕсене курма кăмăлланă. Çак çĕршыва хăçан та пулин çитсе курма тĕллев лартнăскер Митхун Чакраборти актера качча тухма ĕмĕтленнĕ. Инди каччипех çемье çавăрнă пике. Анчах мăшăрне Митхун мар, Санджай тесе чĕнеççĕ.

Пил парса ĕлкĕрнĕ

Наталия Индие 2011 çулта вĕçнĕ. Самолетран аннă-анман ăнланнă: ку унăн — иккĕмĕш килĕ. Черетлĕ хут унта 4 çул иртсен çитнĕ вăл. Дели хулинче ташă мероприятине хутшăннă пике, çавăнта пулас мăшăрĕпе паллашнă. «Салам», — тенисĕр пуçне текех нимĕн те калаçман вĕсем, кайран соцсетьре туслашнă. Пĕр кунхине Санджай Наталия патне çыру вĕçтернĕ. Çамрăксем тăватă сехет çырса калаçнă. Ун хыççăн та кашни кун соцсете кĕме васканă. Пĕр кунхине Инди каччи: «Атя, пĕрлешетпĕр», — тесе çырнă. «Эппин, Чăваш Ене кил», — хуравланă пике. Каччă 6 пин çухрăма парăнтарса Раççее çитнĕ. «Унпа интернетра хутшăннă чухне вăл чуна çывăх, манăн çын пулнине ăнлантăм», — палăртать Наталия.

«Çуркунне аннен инсульт пулчĕ. Йывăр выртрĕ. Çапах вăл куçне ĕмĕрлĕхе хупиччен пулас мăшă-рăмпа паллашма ĕлкĕрчĕ. Çурла уйăхĕнче Санджай Шупашкара çитрĕ. Туй кунне палăртнăччĕ ĕнтĕ эпир. Хамăр хулари ЗАГСра çырăнтăмăр. Шăпах çав кун, астролог каланă тăрăх, пĕрлешмелли чи лайăх вăхăт пулнă. Анчах эпĕ унăн ашшĕ-амăшне курман-çке. Хальхи технологисем пулăшрĕç: скайп урлă паллашрăмăр. Ку кăна та мар, Санджай мана компьютер умĕнче çĕрĕ тăхăнтартрĕ. Çакна скайп урлă унăн ашшĕ-амăшĕ пăхса тăчĕ. Пирĕншĕн туй пекех питĕ пĕлтерĕшлĕ кун пулчĕ вăл. Пĕр эрнерен анне ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Вăл пире пил парса ĕлкĕрчĕ», — каласа кăтартрĕ Наталия.

Пĕр-пĕрне курмасăрах

Çамрăксем Индие вĕçсен унта туй ирттернĕ. Амăшне яланлăха çухатнăшăн хуйха путнă Наталийăн туй шухăшĕ пулман. Анчах аслисем каланинчен те иртме çук. Уяв йĕркелес ĕçе Санджайăн ашшĕ-амăшĕ хăй çине илнĕ. Туй 3 куна тăсăлнă.
Инди йăлине пăхăнас тăк хĕрпе каччăн туй умĕн тĕл пулма юрамасть. Туй тăкакĕсене хĕр енчисем саплаштараççĕ. Ĕçкĕ вара эрне ытла пырать. Индире пĕр-пĕрне юратса çемье çавăракан сахал. Ыт-ларах чухне ашшĕ-амăшĕ ачисене килĕшĕве алă пустарса мăшăрлантарать. Çавăнпа пулас упăшки-пе арăмĕ пĕр-пĕрне туйччен курмасан та пултараççĕ. Килĕшÿ алă пусни кăна мар-ха, унччен малтан çамрăксен гороскопне тишкермелле. Çăлтăрсем мĕн калаççĕ? Пĕр-пĕрне юраса пурăнайĕç-и е тÿрех уйрăлса каймалла-и? Астролог хĕрпе каччă хăш кун çуралнине, çемьере хăш Турра пуç çапнине… йăлтах пăхать. Пĕрпеклĕх 40% ытларах пулсан çемье çавăрма ирĕк парать, сахалрах тăк — çук. Санджайăн амăшĕ те ывăлне темиçе те хĕр тупса пама хăтланнă, анчах каччă хирĕçленĕ.
Туй умĕнхи каç хăйне евĕр иртет. Каччăна куркумапа çăвăнтараççĕ. Ку тасалнине пĕлтерет-мĕн. Хĕрсен аллине — чавса, урине чĕркуççи таран хнапа мехенди ÿкереççĕ. Кашни эреш мĕне те пулин палăртать. Ытларах чухне вара унта пулас упăшкин ячĕ пытарăннă. Каччăн çакна тупса вуламалла-мĕн, ку çемье телейлĕ пулассине пĕлтерет. Кинĕн хна тас а л с а п ĕ т и ч ч е н хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама юрамасть. Ку — хăйне евĕр чуп-чуп уйăхĕ. Наталийăна та ĕç патне пыртарман.

Виличчен — шăрçапа

Пĕрремĕш кунхине туя çывăх çынсемпе пĕрле ирттереççĕ. Ытларах чухне пĕр- пĕр вăйă выляççĕ, салам сăмахĕсем калаççĕ. Иккĕмĕш кун — чи пĕлтерĕшли. Çамрăксен брахманпа /ăна çĕр çинчи Турă теççĕ/ тĕл пулмалла. Астролог ятарласа вăхăт палăртать. Наталийăпа Санджайăн пĕрлешмелли чи лайăх вăхăт ирхи 4 сехет тесе пĕлтернĕ. Брахман кăвайт чĕртнĕ, пуджа /кĕлĕ/ вуланă. Санджай мантра каланă, Наталийăн та брахман хыççăн сăмахсем калама тивнĕ. 7 сехете тăсăлнă церемони хыççăн каччă хĕре мангалсутра /шăрçа/ çакнă. Çак мăй çакки хĕрарăм качча кайнине палăртать. Ăна мĕн виличчен çакса çÿремелле. Ун хыççăн пуç çине çÿç уйрăлса тăнă вырăна синдур /хĕрлĕ тĕслĕ порошок/ сапнă, çамка варринче бинди /хĕрлĕ пăнчă/ лартнă. Çакă та хĕрарăм çемьеленнĕ пулнине кăтартать. Наталийăн мăшăрĕн тăван тăрăхĕнче, кăнтăр Индири Майсур хулинче, качча каякансем ура пÿрнисене те çĕрĕсем тăхăнаççĕ. Пĕрлешекенсен кăвайт тавра 7 çаврăм тумалла. Çакă çитес çичĕ пурнăçра хĕрпе каччă яланах арăмĕпе упăшки пулассине пĕлтерет.
Виççĕмĕш кунхине çамрăксем парне йышăнаççĕ. Наталийăпа мăшăрĕ пĕр-пĕрне 2 килограмм таякан чечек кăшăлĕ çакнă. Хăшĕ-пĕрин вăл 10 килограмм та таять-мĕн. Çамрăксем хăнасене йышăннă, вĕсемпе сăн ÿкерĕннĕ. Вĕсен туйне 400 çын çитнĕ. Индишĕн ку нумай мар, туйра вăтамран 1000 çын савăнать иккен. Çакă та интереслĕ: уйрăлакан çемьесен шучĕ сахал. Халĕ, пурнăç улшăннă май, тепĕр хут пĕрлешекенсем те пур. Анчах хĕрарăмсен уйрăлнă хыççăн тепĕр хут качча тухас шанчăк пĕчĕк.
Индире çынсене кастăсене /социаллă ушкăнсем/ пайласси халĕ те пĕтмен-ха. Санджай, сăмахран, брахмансен çемйинчен. Пĕрлешекенсен те пĕр кастăран пулмалла-мĕн. Тĕрлĕ ушкăнри хĕрпе каччă пĕр-пĕрне савсан та çемьеленеймĕç.

Кăлпассисĕр тунсăхлать

Çĕнĕ çыннăн качча тухнă хыççăн ĕçлеме юрать. Анчах упăшки, тăванĕсем хирĕçлерĕç тăк вăл килтех ларать. Хуçалăхра та ĕç нумай вĕт. Наталия çуртра кунне икĕ хут тирпейлет. Апат пĕçерессишĕн хунямăшĕ яваплă. Инди кухнине кăмăллакан пике хăш-пĕр апата пĕçерме вĕреннĕ. Сăмахран, доса /рис çăнăхĕнчен хатĕрленĕ пашалу/ янтăлать.
Индире пурăнакансем пулă, чăх, сурăх какайĕ çиеççĕ. Ĕне /вăл сăваплă чĕр чун шутланать/, сысна ашне ăша ямаççĕ. Наталия ют тăрăхра кăлпассисĕр тунсăхлать. Индире пурăнакансем ăна пачах çисе курман. Килĕнчисем вăл чĕрĕ апата ăша янинчен тĕлĕнеççĕ. Пĕррехинче Наталия типĕтнĕ пулă илсе килсен мăшăрĕ ăна кăмакара пĕçерме хăтланнă. Пĕрре пĕçернĕ апата тепĕр хут çинине те, холодильнике хурсан кайран ăшăтнине те ăнланмаççĕ индуссем. Хăш чухне хĕвел çаврăнăш та çиес килет ентешĕмĕрĕн. Индире пур-ха вăл, анчах ăна выльăха çитереççĕ. Пирĕн тăрăхри апат-çимĕçе те янтăлать çамрăк хĕрарăм. Упăшкин кĕçĕн шăллĕ ăшаланă çĕр улми çиме кăмăллать. Санджай вара шаурма килĕштерет. Наталия пахча çимĕç те тăварлать.
Санджай — çемьере чи аслă ывăл. Унăн шăллĕсем авланман- ха. Анчах çакă паллă: вĕсен мă-шăрĕсем Инди хĕрĕсем пулĕç. Наталия мăшăрĕн тăванĕсемпе акăлчанла хутшăнать. Хунямăшĕпе хуняшшĕ каннада чĕлхипе пуплеççĕ. Ку — вĕсен тăван чĕлхи. Наталия хальлĕхе калаçаймасть-ха, анчах веçех ăнланать. Мăшăрĕ вырăс сăмахĕсем пĕлет, чĕлхе вĕренме ăнтăлать. Санджай интерьер дизайнерне вĕреннĕ. Пĕр вăхăт фотограф пулса ĕçленĕ. Халĕ Наталийăпа иккĕшĕ пĕчĕк бизнес уçнă. Интернет-лавккара йывăçран касса кăларнă алка-вăчăра сутаççĕ. Сăмах май, Индире инженер, тухтăр, адвокат профессийĕсем сумлă. Патшалăх службинче тăрăшакансем тÿлевсĕрех аслă пĕлÿ илеççĕ, вĕсен шалăвĕ пысăк, ыттисемпе танлаштарсан, пенси илееççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Наталия ЛОБАТОРИНА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.