Комментировать

11 Дек, 2018

Патриотлăх юнпа куçмасть

Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриотне çитĕнтересси — хальхи вăхăтра çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри. Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин «патриотизм наци идейи пулмалла» тесе ахальтен тĕллев лартмарĕ.
Ку ыйту паян кашнинех — хăш наци çынни пулнине, мĕнле тĕнпе, йăла-йĕркепе пурăннине пăхмасăр — хумхантарать. Уйрăмах çамрăксемшĕн çак ыйту çивĕч тăрать. Паянхи çамрăксем вĕсем — иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш тата хыççăнхи çулсенче çуралнăскерсем.
Совет Союзĕ арканнă хыççăн Тăван çĕршыва, унăн паха енĕсемпе çитĕнĕвĕсене сивлес юхăм самаях вăй илчĕ. Çав çулсенче чикĕ леш енче туса кăларнă япаласен сумĕ уйрăмах ÿсрĕ. Тумтир-и, сĕтел-пукан-и, савăт- сапа-и, электротавар-и — ют патшалăхран килни, пахалăхĕ начар пулин те, лайăхрах пек туйăнатчĕ. Çынсем ют çĕршыв юрăçисене каçса кайса итлетчĕç. Телевизор вĕçĕмсĕр хамăрăн мар фильмсене кăтартатчĕ. Вĕсенче вĕлеретчĕç, мăшкăллатчĕç. Чăнах та, хăрушăччĕ. Халĕ çапла шухăшлатпăр. Анчах ун чухне çав фильмсене юлташсемпе, кÿршĕсемпе сÿтсе яваттăмăрччĕ. Кĕскен каласан, çын пурнăçĕн кашни «кĕтесĕнче» ют патшалăх паллисем тымар яма пуçланăччĕ.
Шел те, патриотизм туйăмĕ юнпа куçакан пулăм мар. Вăл этем чун-чĕринче йăл илтĕр тесен ырă вăрлăх акмалла. Ырă вăрлăх вăл — çутă тĕслĕхсем, сăмахсем, ĕçсем. 90-мĕш çулсене курса çитĕннĕ çынсемшĕн мĕн тĕслĕх пулнă-ха? Çÿлерех асăннă пулăмсем. Юттине чĕре патне илсе ÿснĕ ачан чунĕнче Тăван çĕршыва юратасси, унăн ырлăхĕшĕн, малашлăхĕшĕн тăрăшасси тĕп вырăн йышăнма пултарасси, паллах, иккĕлентерет. Паян 90-мĕш çулсенчи ăрусен хăйсен ашшĕ-амăшĕ пулма вăхăт çитнĕ. Вĕсем ачисене мĕне тĕпе хурса патриотизм воспитанийĕ парĕç? Мĕнле шухăш-туйăмлă ăру çитĕнĕ? Лару-тăрăва çакă та çивĕчлетет.
Вăрттăнлăх мар, Раççей историйĕнче патриотизм идейисем яланах тĕп вырăн йышăннă. Çамрăксене Наци хăруш-сăрлăхĕн стратегийĕпе тата Патриотизм воспитанийĕн патшалăх программипе килĕшÿллĕн граждан-патриотизм воспитанийĕ парасси çĕршыва çеç мар, уйрăм кашни çынна хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çавна май воспитани ĕçĕ- хĕлĕнче Тăван çĕршыва юратма, ăна хÿтĕлеме, унăн ырлăхĕшĕн тăрăшма вĕрентесси тĕп вырăн йышăнать. Çавăн пекех патриотизм вăл — ытти халăхсен культурине, йăли-йĕркине хисеплени те, тăван чĕлхене упраса хăварассишĕн тăрăшни те, çуралса ÿснĕ тавралăх умĕнчи яваплăх та, çĕршыв историне хисе-плени те, ырă кăмăллăх та, çынлăх та… Этем чунĕнче пархатарлă çак туйăмсене вăратас тесен ачалăхран пуçăнмалла.
Патриотсене çитĕнтерес тĕлĕшпе хальхи вăхăтра вĕрентÿ организацийĕсем нумай тăрăшаççĕ. Тĕпрен илсен, тĕп мисси вĕсем çинче тесен те йăнăш мар. Анчах «шкул — çемье — педагог — ача» çыхăну пулмасан ĕçсем сăмах шайĕнче кăна юлĕç. Пĕр-пĕрне ăнлансан, пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулсан çеç тĕллеве пурнăçа кĕртме — чăн-чăн патриотсене çитĕнтерме — май килĕ.
Юлашки çулсенче шкул ачисемпе çамрăксене уйрăмах çарпа патриотизм воспитанийĕ парасси вăйлă аталанчĕ. 2015 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче çĕршывра, акă, «Юнарми» общество юхăмĕ йĕркеленчĕ. Çамрăк армеецсен пĕрлĕхне РФ Оборона министерствин пуçарăвĕпе никĕсленĕ. Шухăша çĕршыв ертÿçи те ырланă. Юхăмăн тĕллевĕ — çитĕнекен ăрăва Раççей историйĕпе, географийĕпе, халăхсен кун-çулĕпе, паллă ăсчахĕсемпе тата çар пуçĕсемпе, ыттипе кăсăклантарасси. Юхăм Раççейри 150 пин ытла çынна пĕрлештерсе тăрать, штаб федерацин кашни субъектĕнче уçăлнă.
«Юнарми» юхăмĕ Чăваш Ене те çитнĕ. Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен çар-патриотизм общество юхăмĕн уйрăмĕсем кашни районпа хулара йĕркеленнĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 250 ытла отряд шутланать, вĕсен ретĕнче 7 пин ытла çын тăрать. Вĕренÿрен пушă вăхăтра ачасем волонтер ĕç-хĕлне, культура, спорт мероприятийĕсене хутшăнаççĕ. Вĕсене çавăн пекех пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама вĕрентеççĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, çамрăксен хушшинче экстремизм шухăшĕсене саракансемпе кĕрешме, наркотик, эрех-сăра тутанса пăхма, пирус туртма сĕнекенсене сивлеме хăнăхтараççĕ. Çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн туса пыракан çакнашкал пархатарлă ĕç-хĕле явăçтарнин усси, паллах, пур. Çакăн евĕрлĕ самантсенче ача чун-чĕринче ырă вăрлăх акăнать те ĕнтĕ.
Çавăн пекех, манăн шухăшăмпа, çĕршывăн иртнĕ тата хальхи кун-çулне хисеплеме вĕрентмесĕр патриотизм воспитанийĕн çивĕч ыйтăвĕсене татса пама май килмĕ. Çыншăн çуралнă тăрăхран хакли нимĕн те пулас çук. Çавăнпа ачана чи малтан хăй çут тĕнчене килнĕ ял-хула, унта пурăнакан хастар çынсем, паттăрсем, çав вырăнсемпе çыхăннă паллă пулăмсем пирки каласа кăтартма тăрăшмалла. Тавра пĕлÿ музейĕсем уçни, шырав ĕçĕсем йĕркелени, туризмпа тавра пĕлÿ мероприятийĕсене ирттерни, паттăрлăхпа патриотизм акцийĕсем, ытти ĕç-хĕл çамрăксене аслă ăру тĕрлĕ вăрçăра Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕленипе, Раççей кун-çулĕнче сиксе тухнă йывăрлăхсемпе тата чăрмавсемпе, вĕсене сирме хутшăннă паттăрсемпе кăсăклантарса яратех. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.