Комментировать

10 Дек, 2018

Супермаркет ĕçе чĕнет!

Интернетра вырнаçтарнă пĕлтерÿ авторĕ çынсене пĕр кунрах ĕçе вырнаçтарма шантарнă. Ăна ĕненнисем хăйсене Екатеринбург çынни, маларах темиçе хут та судпа айăпланнăскер, пулăшу сĕннине тавçăрма та пултарайман. Анчах полици çакна пĕлнĕ…

Укçа пулсан…

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Канашри, Улатăрти, Çĕмĕрлери интернет-форумсенче супермаркета ĕçе вырнаçма чĕнекен сĕнÿ курăнса кайнă. Шăнкăравлакансене арçын хуравланă, вăл ĕç вырăнĕ лайăххи пирки каланă, анчах медицина кĕнеки кирлĕ иккен. Ĕçе вырнаçас кăмăллисем ăна хатĕрлемешкĕн чупса çÿремессе те пултараççĕ — вăл ăна пĕр кунра хăех туса пама пултарать. 2,5 пин тенкĕлле…
«Мана медклиника адресне те пĕлтерчĕç — шăнкăравласа ыйтса пĕлмелле кăначчĕ», — ÿкĕнет халь шар курнисенчен пĕри – Канаш хĕрарăмĕ. Анчах вăл ÿркеннĕ, телефон линийĕн тепĕр вĕçĕнчи кăмăллă сасса шанса арçын пĕлтернĕ реквизитсемпе унăн карточки çине укçа куçарса панă. Ĕçе хăвăртрах, унта-кунта чупса çÿремесĕрех вырнаçасшăн пулнă çав.
Анчах укçа куçарнă хыççăнах «ĕç паракан» çухалнă — телефонне те тытмасть. Полици уйрăмне килсен хĕрарăм улталаннине тинех ăнланса илнĕ. Унашкаллисем татах пур иккен. Ултавçă телефонпа нумай хĕрарăмпа калаçма ĕлкĕрнĕ. Чăн та, хула полицийĕн дознани пайĕн пуçлăхĕ Сергей Сазонов каланă тăрăх, хăшĕ-пĕри улталанман, палламан çынна укçа куçарса паман.

Опытлă «пулăшуçă»

Хĕрарăмсене вырăнти супермаркетсенех ĕçе вырнаçма сĕннĕ пулин те Чăваш Ен çыннисене улталаканни пирĕн ентеш мар иккен. Оперативлă мероприятисем йĕркеленĕ май пакунлисем шăнкăравсем Екатеринбургран пулнине палăртнă. Унта ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн ушкăнĕ тухса кайнă. 36 çулти арçынна тупас, тытса чарас тĕллевпе оперативниксем инçетри çав хулара виçĕ кун ирттернĕ. Ку тĕслĕхре шăнкăравсен хыçĕнче кам тăнине командировкăна каймасăр ниепле те палăртма май килмен.
Паллах, ултавçă ют çынсем çине регистрациленĕ сим-карточкăпа тата банкри шутпа усă курнă. Çапах уншăн тăван, анчах пирĕн сыщиксемшĕн ют хулара та Чăваш Ен оперĕсем вăрттăннине часах уçăмлатнă, ултавçă патне «хăнана» пынă. Вăл, паллах, çакна кĕтмен. Хваттере ухтарнă: темиçе телефон, симкăсем, банк карточкисем туртса илнĕ — ултавлă ĕçсем тума арçын шăпах вĕсемпе усă курнă.
Çынсене «пулăшас» ĕç уншăн çĕнĕ мар иккен. Вăл маларах та ултавшăнах уголовлă майпа явап тытнă.

Ун вырăнĕ — нар çинче

Унччен судпа айăпланнă пулин те арçын хăйĕн хăтланăвĕсене ултав тесе хакламасть. Хăй каланă тăрăх, çынсене пулăшас кăмăл чăннипех пулнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга ПАВЛОВА. ЧР ШĔМĕн пресс-службин сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.