Комментировать

7 Дек, 2018

Асаннен арчине уçар, унта мĕн пуррине пăхар

Атте пÿрчĕ… Мĕнлерех-ши вăл паян? Ăшă-и, сивĕ-и? Çирĕпех, тăн-тăн ларать-и? Тăван чĕлхепе пуплени, юрлани илтĕнет-и унта? Чăвашлăх манăçман-и? Ял, халăх йăли-йĕркине, культурине, чĕлхине упрать-и? Çак ыйтусем мана республикăн тĕрлĕ кĕтесне илсе çитерчĕç. Анатри тата тури чăвашсем патĕнче пултăм, шкулсене, клубсемпе библиотекăсене, музейсене кĕрсе куртăм, ял çыннисемпе калаçрăм…

Кĕмĕл тумлă халăхăн кĕмĕлĕ сахалланать

Килте, тăван çĕршывра тăван чĕлхепе калаçсан, çырсан, юрласан кăна пирĕн пата авалхи несĕлсен пилĕ çитет. «Пиллĕ çын — пин çуллăха, пилсĕрри — виçĕ çуллăха», — тенĕ ваттисем. Чăн та, чылай ялта паян кĕмĕл укçаран тунă тухьясемпе хушпусем упранса юлман. Сайра хутра пĕр-пĕр ялта кăна йăхран йăха куçса пынă мăй çыххине е шÿлкемене курма пулать. Акă, сăмахран, Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара пурăнакан Луиза Васильева кукамăшĕнчен юлнă кĕмĕл укçаллă мăй çыххине паянхи кунчченех сцена çине çакса тухать. Вăл ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Тайпи» ушкăна çÿрет. Хĕрарăм ку тăрăха Виçпÿрт Шăмăршăран качча пынă. Мăй çыххине унăн кукамăшĕ Елена Воробьева ăсталанă. Капăрчăкра — 1870-1890 çулсенчи икĕ рет кĕмĕл укçа. Кукамăшĕ тупрана хăйĕн хĕрне, Луиза Васильевăн амăшне Марийăна, парса хăварнă. Çапла, йăхран йăха куçса пынă вăл. Луиза Васильева паянхи кунчченех амăшĕн пир кĕпине тăхăнать. Хăшне-пĕрне ялти клуба парнеленĕ вăл.
Етĕрне районĕнчи Пĕрçырланти культура вучахĕ çумĕнчи «Сăр ен» фольклор ансамбльне чылай çул ертсе пыракан Юлия Ерăмкина та куракана чăн кĕмĕлпе тыткăнлать. Юлия Тихоновнăна амăшĕнчен хĕрес çакки /амана çапла калаççĕ вĕсем.- Авт.], шÿлкеме тата мăй çыххи юлнă. Хăй вăхăтĕнче чăваш ялĕсенче кĕмĕл укçаран ăсталанă хушпусемпе тухьясене сутса пĕтернĕ. Уйрăмах стенкăсем модăна кĕрсен чылайăшĕ хаклă капăрчăксăр юлнă. Хăшĕсем çĕнĕ пÿрт лартма пуçласан кĕмĕле сутни пирки калаççĕ. Ялсенчи фольклор ушкăнне çÿрекенсенчен ытларахăшĕ паян вак укçана çутаттарса ăсталанă хушпу-тенкĕпе сцена çине тухать. Пĕр вăхăтра Шупашкарти агрегат заводĕнче ама тавраш ăсталамалли тенкĕсем кăларатчĕç. Вĕсенче Нарспи сăнне çаптарнăччĕ… Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче фольклорпа кăсăкланакансем, туя çÿреме кăмăллакансем вĕсенчен хушпусемпе амасем ăсталанăччĕ.
Пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесене «кĕмĕл тумлă халăх» тенĕ. Анчах, шел те, кĕмĕлĕ çултан-çул сахаллансах пырать. Ĕлĕкхи кĕмĕл укçаран тунă хушпу-тухьяна аваллăх управçинче курма пулать паллах. Анчах вĕсем те республикăри хăш-пĕр музейре кăна упранаççĕ.

«Карчăк кĕпи» çамрăксене илĕртмест

ЧНК çумĕнчи Халăх ăстисен ассоциацийĕн ертÿçи Зинаида Воронова, Чăваш наци музейĕн тата Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн ĕçченĕсем кăçалхи çурла уйăхĕнче Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи чăваш ялĕсенче экспедицире пулнă. Вĕсем унтан илсе килнĕ чăваш тĕррисемпе, сурпансемпе, сарăсемпе, ал шăллисемпе Чăваш тĕррин музейĕнчи «Чулман Атăл эрешĕсем» куравра паллашма пулать. Экспедицире пулнисем каласа кăтартнă тăрăх, ĕлĕкхи кĕмĕл укçаран тунă тухьяпа хушпу Тутарстанри чăваш ялĕсенче те упранайман. Чылайăшĕн килте тĕртнĕ пиртен çĕленĕ кĕпепе сурпан анчах юлнă. Апла пулин те ватăсем арчисене уçасшăн мар, чуншăн хаклă япалисене парасшăн мар имĕш. Çапла, ватăсем арчисенчи туприсене сапалама тăрăшмаççĕ. Пир кĕпипе тĕрленĕ саппунне, тутăрне вилсен тăхăнса выртатпăр тесе типтерлĕ упраççĕ. «Хăшĕ-пĕри пурнăçран кайнă ватăсен пир кĕписемпе сурпанĕсене кăларса кăна пăрахать е çунтарса ярать. Çавăнпа культура ĕçченĕсене, клуба парăр. Вĕсем çав çи-пуçпа сцена çине тухаççĕ, çамрăксене кăтартаççĕ», — тетпĕр эпир», — фольклор ушкăнне çÿрекенсем çапла каланине тăтăшах илтме пулать.
Арча тенĕрен… Халĕ хĕрсем ĕлĕкхи пек арчапа качча тухмаççĕ. Çавăнпа ялсенче асанне, кукамай арчисем кăна упранса юлнă. Кĕçех вĕсене те музейсенче кăна курма пуçлăпăр. Шел те, çамрăк ăру арча мĕнне пĕлмест. Чăваш наци тумĕ те çамрăксен пысăк пайне, уйрăмах хулара пурăнакансене, илĕртмест. Чăваш çи-пуçне вĕсен хушшинче «карчăк кĕпи» текенсем те пур. Ай-яй, мĕнле йăнăшаççĕ вĕсем. Паян наци кĕпине çĕнĕлле питĕ хитре çĕлеттереççĕ. Республикăра ку енĕпе ятарласа ĕçлекенсем пур.
Самана темĕнле ылмашăнсан та ялсенче энтузиастсем пурри савăнтарать. Калăпăр, Муркаш районĕнчи Ваçкассинчи вулавăшра, Н.В.Никольский ячĕллĕ музейре ĕçлекен Татьяна Степанова уявсене, хăна-вĕрлене çÿреме хăйĕн ятне кăна мар, упăшкипе виçĕ ывăлĕ, кинĕсем валли те чăваш кĕпи çĕлеттернĕ. Çав вăхăтрах вăл амăшĕнчен юлнă тĕрĕллĕ пир кĕпепе те, кĕмĕлтен тунă амапа тата мăй çыххипе мăнаçланма пултарать.
Ялсенчи пур фольклор тата пултарулăх ушкăнĕ те сцена çине пир кĕпепе /улачапа\, ĕлĕкхи саппунпа тухаймасть. Нумайăшĕ наци тумне атлас пусмаран /ытларах шупка, çутă хĕрлĕ, çутă симĕс тĕслисенчен\ çĕлет. Пурçăн, шурă саппунсен аркисенче чăваш тĕрри вырăнне — чечексем… Тутăрĕ çине те чечексем тĕрлеççĕ. Телее, ялсенче йĕркеленнĕ фольклор ансамблĕсемпе ушкăнĕсем чăвашсен ĕлĕкхи юррисене, йăли- йĕркине упраса пурăнаççĕ. Вĕсене ватăсенчен ыйтса пĕлсе вĕренсе юлнă. Анчах ку коллективсене ытларах тивĕçлĕ канăва тухнисем çÿреççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри çитмĕлтен иртнĕ. Етĕрне районĕнчи Килтĕш клубĕ çумĕнче те çичĕ çул каялла Валентина Андреева пуçарăвĕпе фольклор ушкăнне йĕркеленĕ. Хăйсен тăрăхĕнчи ĕлĕкхи юрăсене шăрантараççĕ вĕсем. Йышра — пурте пенсионер. Сăмах май, пире вĕсем тури чăвашсен ĕлĕкхи çи-пуçне тăхăнса юрласа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ку тăрăхри наци апатне те астивме май килчĕ. Вера Кириллова кăмака хутса çăка кăшăлпа чăкăт тата хуран кукли пĕçерсе, сăра вĕретсе пынă. Ку хутлăхри чăвашсем хуран кукăльне манăçа кăларма мар, ăна куллен янтăлаççĕ. Килте хуран кукăлĕ çук тăк апат çук шутланать вĕсен. Ăна ĕнтĕ ĕлĕкхи пек вучах çине çакнă хуранта мар, кастрюльтех пĕçереççĕ. Килтĕшсен туйра тăхăнмалли çи-пуç та – хура шупăр, пуставран çĕленĕ хура халат, шурă кĕпе — пур. Пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем пире кăтартма тесех ĕлĕкхи пир кĕпе тăхăннă, калакла саппун çакнă. Вĕсем — амăшĕсенчен юлнăскерсем. Наци тумне холçисемпе яркăчсемпе капăрлатнă. Килтĕшсем хăйсен «лаççинче» çаврăннипе кăна çырлахмаççĕ, кÿршĕ ялсене Йÿçпанпа Советскине, Элĕк районне çитеççĕ. «Концерт курма ытларах ватă çынсем тухаççĕ, вĕсем пире юратса йышăнаççĕ», — пытармарĕç вырăнти артистсем. Фольклор, ĕлĕкхи юрăсем çамрăксемшĕн кăна мар, вăй питти ăрушăн та интереслĕ пулманни тĕлĕнтерет паллах. Апла тăк ватă çынсем юрлама çÿрейми пулсан фольклор та пĕтет, йăли-йĕрки те пĕчĕккĕн манăçать…

Ăçта мĕнле…

Район центрĕсенче кăна мар, чăваш ялĕсенче те вырăсла калаçас туртăм вăйланса пырать юлашки вăхăтра. Ялти ача сачĕсенче те вырăсла вăйăсем выляттараççĕ. Район центрĕсенчи шкулсене кĕрсен чылай чухне тĕлĕнсе каятăн — «те хулара, те ялта» тесе шухăшласа илетĕн. «Мĕншĕн эсир чăвашла калаçмастăр?» — ыйтрăм пĕррехинче Вăрнар шкулĕнчи аслă класра вĕренекен хĕртен. «Пирĕн пурте вырăсла пуплеççĕ те çынран уйрăлаймастăн», — пулчĕ хурав. Чылай ялти пĕлÿ çуртĕнче вĕренекенсем пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепе перкелешмеççĕ. Çав вăхăтрах республикăра чăвашлăха упракан шкулсем пур. Акă, сăмахран, Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекенсем «Сывлăх сунатпăр», «Ырă кун пултăр» тесе кĕтсе илни, тăван чĕлхепе чĕвĕлтетни кăмăла çĕклет. Кунта кашни вĕренекенĕн чăваш çи-пуçĕ пур. Вĕсем çулталăкра пĕр кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, шкула чăвашла тумланса пыраççĕ. Мĕнле маттурсем! Ку ялти садикри ачасене те ашшĕ-амăшĕ чăваш кĕпи çĕлесе панă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.