Комментировать

4 Дек, 2018

Васкăр: «Хыпар» издательство çурчĕн черетлĕ конкурсĕсен вăхăчĕ вĕçленсе пырать

«Хыпар» издательство çурчĕпе «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ ирттерекен «Спортра — сывлăх» темăпа хăйсем хайланă сăвăсен тата «Çут çанталăк — хавхалану çăл куçĕ» темăпа сăвă вулакансен конкурсĕсем вĕçленсе пыраççĕ.

Аса илтерер, конкурссене 2-11-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсене раштавăн 14-мĕшĕнче «Хыпар» издательство çурчĕн акт залĕнче чыслĕç. Конкурссем чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 9-мĕшĕччен иртеççĕ.

Çакна та палăртар: «Спортра — сывлăх» пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисем «Тантăш» хаçатпа «Хыпар» издательство çурчĕн хисеп хучĕсене çеç мар, конкурса ирттерме пулăшакан «СпортТовары» лавккасен (адресĕ: Шупашкар хули, Чапаев урамĕ, 16. Управляющийĕ - Дмитрий Александров) парнисене те тивĕçĕç. 

ТĔПЛĔНРЕХ...

www.hypar.ru

Рубрика: