Комментировать

6 Июн, 2014

Ăмăртусем çынсене хавхалантараççĕ

Паян Шупашкар кÿлмекĕ хĕрринче хăвăрт утакансен çĕр-шыв чемпионачĕ старт илчĕ. Икĕ кун хушшинче 13 регионтан килнĕ 170 ытла спортсмен тĕрлĕ дистанцире медальсен 10 комплектне çĕнсе илессишĕн вăй виçĕç. Вĕсен тупăшăвне пĕтĕм тĕнче категориллĕ 72 судья хаклĕ.

Спорт уявне пысăк та сумлă хăнасем килсе çитнĕ: çăмăл атлетсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн хăвăрт утакансен комитечĕн ертÿçи, Олимп чемпионĕ Маурицио Дамилано, çăмăл атлетсен Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн тĕп секретарĕ Михаил Бутов, çĕр-шыври атлетсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕн çумĕ Алексей Мельников, РФ хăвăрт утакансен пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Виктор Чегин. Ĕнер вĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕç.

 

«Чăваш Енре сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ çултан çул ÿсет. Çакна цифрăсем кăна мар, çынсем кашни ир кÿлмек хĕррине чупма тухни, спорт мероприятийĕсене пин-пин çын хутшăнни çирĕплетет. Ачасене хÿтĕлемелли кун Шупашкарта 15 пин шăпăрлан массăллă зарядкăна тăчĕç. Республикăра çĕнĕрен те çĕнĕ спорт керменĕсем çĕкленни те, пысăк ăмăртусем ирттерни те çынсене спортпа туслашма хавхалантараççĕ», - терĕ Михаил Васильевич.

Хисеплĕ хăна Маурицио Дамилано господин та республикăра тăвакан ĕçсемпе кăмăллă: «Чăн та, Чăваш Енре спорта аталантарас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçланать. Çавăнпа Шупашкара кашнинче килмессерен хама килти пекех туятăп. Хăвăрт утакансен спорчĕн ят-сумне çÿлерех çĕклес енĕпе те тăрăшса вăй хураççĕ кунта. Хулара тĕрлĕ ăмăрту ирттерни те çынсен пурнăçĕпе спорта çыхăнтарма май парать. Паянхи чемпионата та, тĕнче кубокĕсене те пысăк шайра йĕркелессе шанатăп». Палăртмалла: Олимп чемпионĕ пирĕн республикăра пĕрремĕш хут 2003 çулта пулса курнă, ун чухне Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе Европа кубокĕ иртнĕ. Черетлĕ визитпа вăл тепĕр пилĕк çултан килсе кайнă: тĕнчери чи вăйлă спортсменсен тупăшăвĕпе паллашнă. Хальхинче те ахаль килмен хăнасем. Аса илтеретпĕр: 2016 тата 2018 çулсенче Шупашкар тĕнче кубокĕсене йышăнĕ.

Çăмăл атлетсен Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн тĕп секретарĕ Михаил Бутов та ĕçлĕ çул çÿревĕн тĕллевĕсене палăртрĕ: ăмăртăва йĕркелесси, спорт инфратытăмĕпе паллашасси, трассăсене тĕрĕслесси... Паллах, республикăра тĕнче шайĕнчи турнирсене ирттерме услови çителĕклех, пĕчĕк çитменлĕхсене пĕтермелле кăна. Çавна май пур тытăмăн килĕштерсе ĕçлемелле, çакă кăна çитĕнÿ тума пулăшать», - терĕ Михаил Яковлевич. РФ хăвăрт утакансен пĕрлештернĕ командин аслă тренерне Виктор Чегина та Шупашкарти трассăсем тивĕçтереççĕ: «Ахальтен-им Чăваш Ен хăйĕн чаплă спортсменĕсемпе мухтанать. Вĕсем яланах чи вăйлисен йышĕнче пулнă, пулаççĕ те. Тĕнчери чи паллă атлетсем те пирĕннисенчен тĕслĕх илеççĕ, вĕсен кăтартăвĕсемпе танлаштараççĕ. 2008 çулта Шупашкарта иртнĕ Тĕнче кубокĕнче тунă рекорда та паянхи кун никам çĕнетеймен», - терĕ Чăваш Ен Правительствин çуртĕнче пĕрремĕш хут пулса курнăшăн савăннă хăна.

Калаçу вăхăтĕнче çавăн пекех сумлă çынсем республикăра физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе пурнăçламалли тата тĕнче кубокĕсене хатĕрленмелли тĕп ыйтусене сÿтсе яврĕç. Юлашкинчен Михаил Васильевич ăмăртусене пысăк шайра йĕркелеме тата асăннă çитменлĕхсене пĕтерме шантарчĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.