Комментировать

29 Ноя, 2018

Ыталаса юратнине пĕлтерер

Анне — хĕвел ăшши, телей, пуянлăх. Вăл яланах ачисемшĕн тăрăшать, çур сăмахран ăнланать, йăнăшсан каçарма пĕлет, ачаш куллипе ăшăтать, темле пулсан та юратать. Иртнĕ вырсарникун Амăшĕн кунне паллă турăмăр. Мĕнле кураççĕ ачасем хăйсен чи çывăх та хаклă çыннине? Уяв кунĕнче кăна мар, яланах савăнтарма хатĕр-и?

Екатерина КРЮЧКОВА, Муркаш районĕ, Мăн Сĕнтĕр шкулĕ:
— Манăн чи çывăх çыннăма Валентина тесе чĕнеççĕ, эпир ăна пиччепе иксĕмĕр питĕ хытă юрататпăр. Вăл пире йывăр самантра яланах ăнланма тăрăшать, пулăшать, хавхалантарать.
Акă, Амăшĕн кунĕ те иртсе кайрĕ. Эрнекун эпир класпа анне вăй хуракан Каршлăхри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен интернат çуртĕнче концертпа пултăмăр. Пирĕн класс интернатпа тачă çыхăну тытать, унта пурăнакансене кашни уявра пĕчĕк концертпа та пулин савăнтарма тăрăшатпăр. Ватă çынсем хĕпĕртерĕç, аннерен «Санăн хĕрÿ хăшĕччĕ-ха?» — тесе ыйтрĕç. Анне вĕсене час-часах ман çинчен каласа парать иккен. Эпĕ хам та мĕн пĕчĕкрен интерната çÿретĕп, ватă çынсем валли конкурссем, ÿкерчĕксен тата ал ĕçĕсен куравĕсем йĕркелеме пулăшатăп.
Шăматкун класра аннесен умĕнче концерт лартрăмăр. Чи çывăх çыннăма хам тунă «прихваткăна» парнелерĕм. Аннене манăн парне питĕ килĕшрĕ, вăл мана ыталаса чуп турĕ те «Тавтапуç сана, Катюша», — терĕ.
Аннĕрсене упрăр, вĕсем — пирĕн пуянлăх.

Никита НИКОЛАЕВ, Муркаш районĕ, Калайкасси шкулĕ:
— Манăн анне Антонина ятлă. Вăл чи илемли, чи ырри… Эпĕ яланах ăна пулăшма тăрăшатăп, вăл вара мана ывăнтарасшăн мар, кашнинчех: «Мана пулăшма кирлĕ мар», — тет.
Анне — тĕнчере пĕрре, пирĕншĕн вăл чи хаклă çын. Эпĕ ăна çав тери хытă юрататăп.

Анастасия МАТРЕШКИНА, Шупашкар, 43-мĕш шкул:
— Анне — чи хаклă, çывăх çын. Вăл яланах пире ăнланма, лăплантарма, сĕнÿ- канашпа пулăшма хатĕр. Кÿрентерсен те яланах каçарать, хăйĕн ăшшине парнелет. Пирĕн çитĕнÿсемшĕн те чун-чĕререн савăнаканни вăлах. Маншăн анне — чи çывăх тус, эпĕ ăна хамăн вăрттăнлăхсене те шанатăп. Унпа чуна уçса калаçатăп. Вăл пире, йăмăкпа иксĕмĕре, пĕччен ÿстерет, ăна мĕн тери йывăррине ăнланатăп, шеллетĕп. Май пур таран пулăшма тăрăшатăп, анчах çакă çителĕксĕр.
Тус-тантăша, вулакансене çапла калас килет: «Уявра кăна мар, кашни кунах аннĕре ыталаса ăна юратни çинчен пĕлтерĕр».

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА ыйтса пĕлнĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.