Комментировать

28 Ноя, 2018

Театр каллех «çеçкере»

Муркаш районĕнчи Орининри халăх театрĕ кăçал 100 çул тултарать. Утса тухнă çул-йĕрне пĕтĕмлетме ентешсем çитес вăхăтра пултарулăх каçне пухăнĕç, театрăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлне те тишкерĕç. Пĕр ĕмĕрти театр паянхи саманара епле пурăнать-ши?

«Айтар» та, «Ялта» та

Унăн ĕçĕ-хĕлĕ «Корчма на Литовской границе» спектакльтен /А.Пушкинăн «Борис Годунов» трагедийĕ тăрăх/ пуçланнă. Ăна 1918 çулта вĕрентекенсемпе шкул ачисем тăрăшнипе лартнă. Çавна май пуçламăш шкулта ятарласа сцена тунă, декораци йĕркеленĕ. Ял-йыша спектакль питĕ килĕшнĕ. Ахальтен мар артистсене ăна тепĕр хут кăтартма ыйтнă. Ырă çак ĕçе пуçараканĕ, йĕркелекенĕ вара Чикмери садпа пахча училищинче вĕренекен Михаил Моисеев пулнă. Çапла майпа вырăнта драма кружокĕ йĕркеленнĕ.
1935 çулта Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пултарулăх ушкăнне хăй хÿттине шефа илнĕ. Çавна май ял артисчĕсен ăсталăхĕ самаях ÿснĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн театр çĕнĕрен «чĕрĕлсе тăнă» темелле. 1945 çултан пуçласа ăна Петр Андреев 20 çул ертсе пынă. Вăл вăрçăран сусăр таврăннă. «Петр Никифорович питĕ ĕçчен, хастар çынччĕ, — аса илет иртнине Вячеслав Васильев, 40 çула яхăн культура çурчĕн ертÿçи пулнăскер. — Хăй пек ăста çынсене пуçтарма тăрăшатчĕ».
Вăл вăхăтра çак пьесăсене куракан умне кăларнă: Л.Агаковăн «Ылтăн вăчăра », Н.Айзманăн «Кай, кай Ивана», «Савнă тусăм, хура куçăм», Н.Терентьевăн «Куккук çаплах авăтать», П.Осиповăн «Айтар». Петр Андреев ертÿçĕ вăхăтĕнче пĕтĕмĕшле 60-а яхăн пьеса лартнă, 400-е яхăн спектакле 100 пин ытла çын курса савăннă. «Ун чухне куракан чылайччĕ. Петр Андреев ал çырăвне тишкернĕ май тĕлĕнетĕп: 300-400 çын пухăннă клуба. Халĕ самана улшăнчĕ», — сăмахне малалла тăсрĕ Вячеслав Прохорович.
1962 çулта Орининсем ялти драма театрĕсен ушкăнĕсен хушшинче иртнĕ республика смотрĕнче «Чи лайăх драма театрĕн ушкăнĕ» ята çĕнсе илнĕ. Тепĕр виçĕ çултан Пĕтĕм Союзри смотрта лауреат ятне тивĕçнĕ. 1966 çулта вара театр ушкăнне «халăх» ятне панă. Вячеслав Васильев та театр ĕçне шкулта вĕреннĕ чухнех хутшăннă, халĕ те куракансене пултарулăхĕпе савăнтарать.

П.Осиповăн «Икĕ каччăн пĕр шухăш» камитĕнче вăл — Михаля ролĕнче. Петр Ванюшин, Василий Михайлов, Михаил Антонов, Семен Алексеев, Андриян Павлов режиссерсемпе ĕçленине аса илчĕ. Пурте пултаруллă пулнине палăртрĕ. Халĕ театр режиссерĕ — Аркадий Андреев. Вăл та театршăн чунне пама хатĕррине пĕлтерчĕ. «Артист ĕçĕ режиссертан нумай килет. Петр Ванюшин сцена ăстисем рольсене лайăхрах калăплаччăр тесе тăрăшни халĕ те куç умĕнчех», — терĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хăй те 30 ытла роле куракан умне кăларнă. Хăй кăна-и тата? Çемйипех театрпа «чирленĕ» вăл вăхăтра.
«1987 çулта Пĕтĕм Союзри фестивале хутшăннă май Свердловск хулине кайма тиврĕ. Çемьерен пиллĕкĕн тухса кайрăмăр: арăмпа иксĕмĕр тата виçĕ ача. Сăн ÿкерчĕк те пур, ăна час-часах алла илетпĕр. Эпĕ клубран тухма пĕлмесĕр ĕçленĕ», — пĕлтерчĕ сакăр теçетке çула çывхаракан ватă. Сăмах май, театр ĕçне халĕ Васильевсен мăнукĕ Анастасия малалла тăсать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.