Комментировать

26 Ноя, 2018

Чăваш юррине çĕршыв шайне çĕклеççĕ

Çĕрпÿ районĕнчи «Ямаш» халăх фольклор ушкăнĕ 2011 çулта çĕнĕрен йĕркеленнĕ. Ун чухне шăпах ялта ача сачĕ ĕçлеме пуçланине палăртса хăвармалла. Алина Борисова воспитатель авалхи ушкăна çĕнĕрен чĕртсе тăратас ĕмĕтпе çунатланнă. Çакăн тавра хастар хĕрарăмсемпе сăмах пуçарнă вăл. Урăх яла юрлама çÿрекенсене, паллах, килĕшнĕ ку шухăш. Ертÿçĕ тилхепине Эльвира Тимофеева тытнă. Ăна мăшăрĕ Юрий Григорьевич пулăшса-хавхалантарса пырать.

Хăтлăх кĕртекенсем

Ял халăхĕ Совет Союзĕн Геройĕн Николай Ижутовăн ячĕпе ирттерекен чупу хыççăн пĕрремĕш концерт кăтартнă. Куракансем ăшшăн йышăнни, тăвăллăн алă çупни çав тери хăпартлантарнă вырăнти артистсене. Сăмах май, вĕсем репертуара кăна мар, çи-пуçа та çĕнетсех тăраççĕ. Кĕске çак вăхăтра хĕрарăмсем 10-шар кĕпе çĕлетме ĕлкĕрнĕ. Ку та — хăйне май тупра. Ялти çĕвĕçсем, тĕрĕ тĕрлекенсем, чăнах, ĕçсĕр лармаççĕ. Малтанхисене Татьяна Васильева васкасах çĕлесе панă. Каярах Галина Лукина пуçăннă ку ĕçе. Библиотекăра репетици ирттерекен «Ямаш» фольклор ушкăнне районти уявсене кăна мар, республикăри фестивальсене те чĕнме пуçланă.
2013 çулта ентешĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Александр Сергеев çуралнăранпа 80 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ май хастар хĕрарăмсем тепĕр шухăша пурнăçа кĕртме тĕллев тытнă. Клуб çунса кĕлленнĕрен курав залĕ те, сцена та пулман вĕсен. Çавна май фольклор ушкăнĕн йышĕ шкулти кĕçĕн классен пушă пÿлĕмĕсемпе усă курма ирĕк ыйтнă. Шкул директорĕ те, Ямаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ те хирĕç пулман.
«Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче икĕ класа пĕрлештерес тĕллевпе стенасене çĕмĕрме пуçларăмăр. Тепĕр кунхине çÿп-çапа тирпейлерĕмĕр. Çак зала йĕркене кĕртме — урай сарма, сцена тума — хĕрарăмсем те арçынсемпе пĕрле пĕренесем йăтрăмăр вĕт», — иртнине куç умне кăларса каласа кăтартать Галина Ефимова библиотекарь.
Ял тăрăхĕн ун чухнехи пуçлăхĕ Юрий Тимофеев строительсене тара тытма та май тупнă. Спонсорсен пулăшĕпе урайне линолеум сарнă. Юрий Григорьевич хăех куракансене вырнаçтармашкăн 100 кресло тупса килнĕ.
Лара-тăра пĕлменскерсем Çĕнĕ çул вăхăтĕнчи канмалли кунсене те ахаль ирттермен. «Ямаш» ушкăн йышĕнчи кашни çынран пуçтарнă укçапа зала сăрланă, сцена çине чаршав çĕлесе çакнă.
Ямашсем Александр Сергеевăн ас тăвăм каçне Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсемпе пĕрле сумлă йĕркеленĕ. Халĕ вĕсем паллă ентешĕ çуралнăранпа 85 çул çитнине тата çак зала хăтлăлатнăранпа 5 çул иртнине анлă паллă тăвас тĕллевпе пурăнаççĕ. Александр Сергеевичăн тăванĕсем, маланхи пекех, купăс каласа пултарулăх каçне илем кÿрĕç. Малалла вулас...

www.hypar.ru

«Ямаш» фольклор ушкăнĕн архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.