Качча каяс çулĕсем вăрçăра пĕтнĕ
Турăран çĕр те пĕр çул пурнăçпа киленмешкĕн пил ыйтнă вăл. Çамрăклăхĕ нушаллă килнĕ пулсан та Клена аппа шăпине ÿпкелемест. Хăй çут тĕнчене килнĕ ялта, Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллăра, çапла чĕнеççĕ Клеопатра Георгиевăна. 95 çул хыçа хăварнине пăхмасăр правурлăхĕпе тĕлĕнтерет, пахчара ывăнмасăр пилĕк авать.
Кĕрĕк çĕтĕличчен хырăмпа шунă
Хăйне евĕрлĕ ят хуçи çичĕ ачаллă çемьере ÿснĕ. Клеопатра асли пулнă. Анчах пурте тĕрĕс-тĕкел ура çине тăрайман. Пĕри, Якку, пĕчĕклех шатра чирне пула çĕре кĕнĕ. Вăл ят вăрттăнлăхне уçрĕ, ăна ашшĕ хунă-мĕн. «Ялти пачăшкă хĕрне шăпах çапла чĕннĕ — Клеопатра. Ял-йышшăн Клена пулнă вăл. Аттене шутсăр килĕшнĕ çак ят, мана тĕне кĕртнĕ чухне çак ятпа çыртарнă», — калаçăва пуçларĕ тивĕçлĕ канурискер.
«Вăрçă! Вăрçă пуçланнă! — сасăпа вăраннă пĕр ирхине Клена. Усал хыпар çиçĕмле хăвăртлăхпа таврара сарăлнă. Ял халăхĕ чупнă, хĕвĕшнĕ, хăшĕ-пĕри татăлса йĕнĕ. Малтанхи кунсенчех кашни килĕрен вăй питти арçынсене фронта ăсатнă. Таврăнайĕç-ши вĕсем? Ачи-пăчи, мăшăрĕ, аппăшĕ-йăмăкĕ шанчăкпа тинкернĕ çывăх çыннисене. Çав çулах Кленăн ашшĕ те йышлă çемйипе сыв пуллашнă... ĕмĕрлĕхех. Пĕр çыру çеç вĕçтерсе ĕлкĕрнĕ кил хуçи: «Амантăм, хама йĕркеллех туятăп. Çывăх вăхăтра тепĕр çапăçăва кĕрĕпĕр», — шăрçаланă танк дивизийĕнче тăшмана хирĕç кĕрешнĕскер. Татăлса йĕнинчен мĕн усси? «Аннене вăрçă хуçрĕ çав. Утмăл çултан ытларах пурăнаймарĕ. Аттерен юлнă çĕр пăт тырра çисе ярсан çĕрĕк çĕр улмипе тăранса пурăнтăмăр темелле. Ăна Именкасси хирне пуçтарма каяттăм. Крахмалтан икерчĕ пĕçереттĕмĕр. Вăрçă çулĕсенче килте пурăнман та эп, вăрман касма çÿрерĕм. Мана çамрăк, пĕчĕк тесе илесшĕн те марччĕ. Ыттисемпе танлаштарсан, эпĕ çав тери лутраччĕ, вăрманти юр пилĕк таранччĕ. Йывăçа пурте икшерĕн касатчĕç, малтан таврашри юра тасатмаллаччĕ. Манпа пĕри те ĕçлесшĕн марччĕ. Плана вара кашнинех уйăрса панă. «Кил-ха, эппин, иксĕмĕр пĕчĕккĕн касăпăр. Мĕн чуль та пулсан касаятпăр-ши?» — терĕ мана хĕрхенсе пуль хамран аслăрах хĕрарăм, Феодора ятлăскер. Эпир еплерех тăрмашнинчен мастерсем тĕлĕнетчĕç. Йывăр ĕçе пулах ĕнтĕ ÿсеймерĕм», — сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи.
Вăй питти хĕрсене пĕр хĕл Красноармейски çывăхĕнче «салтак вăййи» вĕрентнĕ. Клена аппа çав тапхăра çÿçенсе аса илет. Тăватă тĕрлĕ винтовкăна халĕ те ас тăвать вăл. Вĕсенчен персе уйри мишеньсене шăтарнă. Çамрăкскерсене çапла майпа вăрçа хатĕрленĕ, вĕсене кирек хăш вăхăтра та повестка пама пултарнă. «Атте хура сурăх тирĕнчен çĕленĕ кĕрĕке хĕрхенмесĕр тăхăнса кайрăм унта, çав тери сивĕччĕ-çке. Уйра хырăмпа шунăран вăл çĕтĕлсе тухрĕ. Хĕрсем ун пек кĕрĕкпе качча тухатчĕç, эпĕ вара салтакла «выляса» пĕтертĕм. Вилсен кирлĕ пулмасть терĕм», — аса илчĕ Клена аппа.
Каччăпа юнашар ларман
Шывра та лайăх ишме вĕрентнĕ пикесене. Пĕр çулхине çулла Мускав облаçĕнчи Клин хулинче торф кăларнă. «Хам ятлă хула теттĕм ăна. Эпĕ пĕрмаях карьерта тăрăшаттăм. Торфа çерем çине кăларса хурса типĕтетчĕç. Вĕçсĕр-хĕрсĕр симĕс лапамра шап-шурă качакасем курăк çисе çÿретчĕç. Тепĕр хĕл Тăвай районĕнчи Пуянкассинче окоп чавса иртрĕ...» — иртнине куç умне кăларчĕ вăрçă нушине курнăскер. «Качча каяс çулăмсем вăрçăра пĕтрĕç», — терĕ Клена аппа ассăн сывласа. Çемье çавăрасси пирки шухăшлама-и унта? Мирлĕ пурнăçпа пурăннă чухне вăййа тухман мар-ха вăл, анчах вăл вĕçленсенех киле васканă. Куç хывакан каччă темиçе те пулнă. Хăйĕнчен кăшт аслăрах Валери çураçма килсен хирĕçленĕ. «Çук!» — тесе çирĕппĕн каласан текех шухăшне ылмаштарман Клена. Афанасие хăй те килĕштернĕ, кÿршĕри Володьăна та... Анчах шăпа пĕринпе те пĕрлешме пÿрмен. Çемье çавăрас вырăнне каччăсем юнлă хире ăсаннă та таврăнман. «Арçынран çав тери хăраттăм эп. Юнашар ларсанах ача пулать тесе шухăшланă. Пĕр каччăпа та çумăн ларса курман. Ĕлĕк тата арăмĕсемпе упăшкисем ай епле хытă харкашатчĕç! Мăшăрĕ лашана пушăпа — пĕрре, хĕрарăмне икĕ хут çапать тетчĕç. Ялта нумай сас-хура çÿретчĕ, пĕр йĕкĕт çапла лашапа хĕр илсе килекенскер, утне пушшипе шарт! çапнă та çамрăк арăма шурă пĕркенчĕкĕ чăрт! çурăлмалла лекнĕ тет. Улах ларнă чухне усал каччăсем йĕкесене çурмалла хуçатчĕç. Арçынпа нуша курса пурăнас килмен çав манăн. Тата каччăсене хытă тиркеттĕм эпĕ. Вăрçă чарăнсан арçынсем пĕрин хыççăн тепри яла таврăнма пуçларĕç. Аманнисемпе мăшăрлану керменне çул тытмашкăн кăмăл пулмарĕ. Кайран вара ватă хĕре тăрса юлтăм. Аннене хĕрхеннипе те çемье çавăрма васкамарăм. «Эс хĕрне паратăн-и?» — ыйтатчĕç унран ял çыннисем. «Хама кирлĕ. Кĕçĕннисем валли чăлха-алсиш кам çыхĕ?» — хуравлатчĕ пĕрмай. Çĕрĕпе ал ĕç тăваттăм. Краççын çутса ларнăшăн анне хытах ятлаçатчĕ, ăна ун чухне тупма йывăрччĕ», — тăсăлчĕ калаçу. Малалла вулас...
Нина ЦАРЫГИНА. Клеопатра ГЕОРГИЕВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.