«Макăрмашкăн маншăн — эп вилмен...»
Кăвак пĕлĕт тăрăх хĕвел шăвăнать,
Ешĕл уй-хир тăрăх çилĕ йăпшăнать.
Ман пуç çур çилпе çăвăнать,
Çур çилпе эп хам савăнап.
...Манăн ăшăмра иртенпе
Шăпчăк чарăнмасăр юрлать,
Манăн чунăмçăм пĕтĕмпе
Çутă пурнăçа савать... —
ку йĕркесем çурхи кунсемпе хавхаланнă, çуралнă тăрăха савнă, пурнăçа юратнă Андрей ПЕТТОКИ чĕринче çуралнă. Утса тухнă кун- çул пĕр тикĕссĕн шуман пулин те поэт пуç усмасăр малалла талпăннă. Вăл кăтартнă тĕслĕх унăн тăван халăхне куçнă.
Кĕнеке алăран яман
Андрей Петухов /малтанхи хушамачĕ/ Муркаш районĕнчи Ахмане салинче 1905 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Унăн шăллĕсем пулнă — Василипе Николай. Ашшĕпе амăшĕ — Трофим Степановичпа София Ивановна — хутла пĕлмен, çапах тĕпренчĕкĕсене вĕрентме тăрăшнă. Çемьери чи аслă ывăлĕ уйрăмах çыру-вулав ĕçне хăнăхма ăнтăлнă. Вăл алă айне мĕнле кĕнеке лекнĕ — пĕтĕмпех вуланă: чăваш, вырăс писателĕсен хайлавĕсене, ют çĕршыв авторĕсен куçарнă сăвви-калавне шĕкĕлченĕ.
Ялти чиркÿ прихучĕн шкулĕнче тăватă çул пĕлÿ илнĕ. Каршлăхри мăнастир çуртĕнчи шкулта вĕреннĕ тапхăрта сăвăсем çырма пуçланă. Вăл ытти ачаран пуçарулăхĕпе те уйрăлса тăнă. Унтри тăрăшнипе шкулта литературăпа ÿнер журналĕ кăларма тытăннă. Арçын ачара ÿнерçĕ ăсталăхĕ те палăрнă. Каярахпа Хусанти совет парти шкулĕнче, Мускаври кинематографи институтĕнче вĕреннĕ. Куйбышеври педагогика институтĕнче те ăс пухнă. Пурнăç çулĕ ăçта çитерсен те Ахмане каччи калеме алăран нихăçан яман.
Çап-çамрăк чухне Унтри сăвăсене ытларах вырăсла шăрçаланă. Ял ачи ку чĕлхепе ирĕклĕн çырнинчен-калаçнинчен тĕлĕнмелле мар. Вăл питĕ нумай вуланă. Вун пĕр çулта чухнех Гомерăн «Илиадине» шĕкĕлченĕ, каярахпа «Одиссея» поэмăна та тĕпченĕ.
Генрих Гейне хăват мана пÿрчĕ,
Пушкин сăвăç пиллерĕ пуçа.
Çеçпĕл чунĕ манра та вĕт пурччĕ!
Сăвăç çулĕ ман пулнă уçах, —
çырнă поэзире çул тупнă Андрей Петтоки.
Мари писателĕ Александр Ток пирĕн поэта çапла аса илнĕ: «Вăл
мана чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çырнă «Нарспи» поэмăпа мĕнле паллаштарнине нихăçан та манассăм çук. Унăн содержанине сăнарлăн каласа кăтартрĕ. Вăл çак поэмăн илемлĕхне ытараймастчĕ, унăн сыпăкĕсене тек-текех пăхмасăр калатчĕ, ăна вырăсла куçарас пирки те сăмахлатчĕ...»
XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен варринче Петтоки К.Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла пĕрремĕш куçарнă. Тĕнчене вилĕмсĕр поэмăпа паллаштарни пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнă. Унăн вырăсла çырнă сăввисен ярăмĕ «Сердце, пробитое пулей» кĕнекере /1975/ пичетленнĕ.
«Вунă çул» /1936/, «Сăвăсемпе поэмăсем» /1964/, кĕнекесен авторĕ 1933 çулта венгр поэчĕн Антал Гидашăн сăввисене уйрăм кĕнекен кăларнă. Вăл тăрăшнипе чăваш халăхĕ А.Серафимовичăн «Тимĕр юхăм» /«Железный поток»/, Артем Веселыйăн «Юнпа çăвăннă Раççей» /«Россия, кровью умытая»/ романĕсен сыпăкĕсемпе паллашнă.
Вăл 1924 çулта — «Сунтал», каярахпа, «Капкăн» тухма пуçласан, чăвашла та хавхаланса çырма пуçланă. Тутарстанра икĕ-виçĕ çул ĕçлесе пурăннă хыççăн 1926 çулта тăван тăрăха таврăннă. Çулталăк иртсен кĕркунне ăна çара илнĕ. Ленинградра хĕсметре пулнă тапхăрта та тăван сăмах илемне юратса сăвă хыççăн сăвă шăрçаланă.
«Çирĕм иккĕ», «Тарас Шевченко» поэмăсен авторĕ «Чăвашкино» йĕркеленĕ кинолибреттăсен конкурсне те хутшăннă. Конкурс бюровĕ сакăрвунă сценарирен иккĕшне преми парса чысланă. Пĕри — Андрей Петтокин «Кошламар» сценарийĕ. Унта Пугачев вăхăтĕнчи ĕç- пуçа сăнланă.
Хĕсметре икĕ çул тăнă хыççăн Андрей Петтоки ял пурнăçĕпе сывлама пуçланă. Çуралнă тавралăха, тăван халăха, çĕр ĕçченне «Çурхи çил», «Уй-хир хĕрне», «Тĕнче кĕвви» тата ытти сăвăра, «Хĕвелтухăç шуçăмланчĕ» романсра кăтартнăскер ял колхозĕн йĕркелÿçисенчен пĕри пулнă. «Ленин çулĕ» хуçалăха икĕ çул ертсе пынă.
Юр айĕнчи палăк
Андрей Петтокин пурнăçĕнчи интереслĕ самантсемпе паллашас, поэтăн ятне тăван тăрăхра епле упранине пĕлес тĕллевпе Муркаш районĕнче пултăм. Москакасси шкулне ветерансен аллейипе утса çитрĕм. Кунта чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пыракан Марина Васильева паллă ентешне яланах асра тытнине пĕлтерчĕ. Ачасене унăн пултарулăхĕпе урокра çеç мар, пушă вăхăтра та паллаштарнине каларĕ. Вĕренекенсем тĕпчев, курăм материалĕсене хатĕрлес ĕçре хастар. Вĕсем педагогсем пулăшнипе пысăк стендсем тунă. «Ячĕ халăхра пурăнать» ятлине, коридорта вырнаçтарнăскере, асăрхамасăр иртеймĕн. Варринче мал ĕмĕтлĕ, илемлĕ кулăллă, хура çÿçлĕ Андрей Петтоки пăхать. Вăл халĕ те пурăннăн туйăнчĕ. «Литературăра палăрнă ентешсем» ятлине шкул музейне вырнаçтарнă. Шел, музейра çав стендсăр пуçне пĕрин çине те тăван чĕлхепе çырнине асăрхамарăм. Пÿлĕмре кĕçĕн класс ачисем тăмран ăсталанă интереслĕ япалана курса савăнтăм: чăваш тумĕллĕ вĕсен ентешĕ ял-йыш умĕнче, симĕс çерем çинче сăвăсем янăраттарать. Ку ĕçпе вĕренекенсем районти конкурсра та палăрнă иккен. Малалла вулас...
Елена ТРОФИМОВА.