«Пурнăç сăпкара сиктермерĕ»
Урамра сарăлса ÿсекен каштан кирпĕч çурта хăй хÿттине илнĕ тейĕн. Лариса Алексеева йывăçа чÿречерен сăнанă май утса тухнă çул-йĕрне час-часах аса илет.
Хĕрсемпе лашасене те фронта илсе кайнă
Лариса Алексеева 1927 çулта Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралнă. Шкулта 9 класс пĕтерсен вĕренĕве ирĕксĕрех пăрахма тивнĕ. «Малалла вĕренмеллеччĕ», — хĕрĕшĕн пăшăрханнă ашшĕ. «Çитес çул каятăпах», — шантарнă Лариса ăна. Анчах ĕмĕт пурнăçланайман.
— Вăл вăхăтра шкулта вĕреннĕшĕн укçа тÿлеттернĕ. Чухăн çемьен ăна ăçтан тупмалла? Колхоз шалăвĕ алла кĕмен, налук, ытти тÿлевпех пĕтнĕ вăл. Сасартăк вăрçă пуçланни те ĕмĕте татрĕ. Фронт валли вĕçĕмех укçа пуçтаратчĕç. Лиза аппа та çамрăклах почтальона вырнаçрĕ. Вăрçă пуçлансан уй-хир бригадирне фронта илсе кайрĕç. Аппана ун вырăнне куçарчĕç. Вăл вара почтальонăн йывăр сумкине мана, 14 çултискерне, тыттарчĕ, — куç умне кăларчĕ иртнине Лариса Никифоровна.
Хорнуй, Чаканар ялĕсенче хаçат-журнал, виç кĕтеслĕ çырусем валеçнĕ вăл. Ветеран сĕтел çинчен хут илсе ăна виç кĕтеслĕ хутлатса та кăтартрĕ.
— Ун чухне конвертсем пулман. Хаçат-журналти, кĕнекери йĕркесен хушшине çырнă. Ялта карчăк-старикпе ача-пăча кăна юлнăччĕ. Нумайăшĕ вулама-çырма пĕлмен. Вĕсем каланă тăрăх çыру çыраттăм, хамах хуçлатса фронта яраттăм. Мăн Сĕнтĕртен почта кая юлса килнĕрен çур çĕрчченех ларнă. Сĕм çĕрле киле кайма хăранăран тул çутăласса кĕтнĕ. Çывăрас килнĕрен тĕлĕрсе те илнĕ, — каласа пачĕ кинемей.
Колхозра тырă вырма кашни çынна явăçтарнă, лаптăксем уйăрса панă. Çамрăк почтальонсене те сиктерсе хăварман. Кăнтăрла почта валеçнĕ хыççăн вĕсем уйăх çутипе çурлапа тырă вырнă. Хĕршĕн аслисемпе пĕрле тар кăларса ĕçлени мар, вилĕм хучĕ валеçесси чи йывăрри пулнă.
— Вăрçă пуçлансан, икĕ уйăхран, яла пĕрремĕш вилĕм хучĕ çитрĕ. Ăна памашкăн кÿршĕри Петровсем патне урамранах макăрса кĕнĕччĕ. Ун хыççăн вилĕм хучĕ çине-çинех килме тытăнчĕ. Алла тытсанах чун хурланса килетчĕ. Урам тăрăх сахал мар йĕрсе утнă. Ялта пурте пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ, хутшăннă. Çавна май тăвана çухатнăпа пĕрех пулнă. Ырă хыпаршăн вара пĕрле савăнаттăмăр, — терĕ ветеран.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Хорнуй ялне самай пушатса хăварнă. Акă Быковсен тăватă ывăлĕ фашистсене хирĕç çапăçнă. Вĕсенчен пĕри кăна килне çаврăнса çитнĕ. Ун пек тĕслĕхсем сахал-им? Колхозăн сывă, çамрăкрах лашисене те фронта илсе кайнă. Пĕр урхамах çеç хуçипе каялла таврăннă. Ыттисем хаяр çапăçу хирĕнчех выртса юлнă.
— Пичче Феофан вăрçă пуçланнă çул Украинăра çарта тăнă. Унран пĕр çыру илсе ĕлкĕртĕмĕр. Вăл фашистсем тапăнса пынине, пирĕн салтаксем чакса Киева çитнине пĕлтернĕччĕ. Кайран пичче йĕп пек çухалчĕ, сас-хура памарĕ. Çĕнтерÿ хыççăн тин çыру çитрĕ. Пичче Германире тарçăра пурăннă иккен. Киев патĕнчи хаяр çапăçура вĕсене нимĕçсем çавăрса илнĕ, пурне те тыткăна çаклатнă. Германие хăваласа кайнă. Ывăннипе, выçăпа утайми пулнисене çавăнтах персе пăрахнă. Тăванăм юлашки вăй-халне пухса малалла талпăннă, ÿкмен. Ют çĕршыва çитсен тыткăнри çынсенчен мĕн ĕçлеме пĕлнине ыйтнă. Специальноç çуккисене каллех персе пăрахнă. Ĕлĕкрех кукка атă-пушмак çĕлетчĕ. Феофан ача чухне вăл мĕнле ĕçленине сахал мар сăнанă. Çавна аса илсе нимĕçсене: «Эпĕ — атăçă», — тесе пĕлтернĕ. Çапла майпа каллех вилĕмрен çăлăннă. Анчах çакăнпах терт-нуша пĕтмен унăн. Фашистсене вăл атă-пушмак çĕлени килĕшмесен алăран мăлатукпа çапнине каласа паратчĕ пире. Юрать, персе пăрахман. Вăрçă чарăнсан çур çултан тин таврăнчĕ вăл. Кайран пиччене вĕçĕмех района чĕнтеретчĕç, тыткăна мĕнле лекнине тĕпчетчĕç. Феофан айăпне палăртаймарĕç. Çав вăхăтра тыткăнра пулнă тепĕр çынна вара хупса лартрĕç, — аса илчĕ ветеран.
Тăванĕ Совет çарне кайнă вăхăтра Лариса ача-пăча кăна пулнă. Сакăр çултан яла çаврăнса çитнĕ Феофан йăмăкне паллайман. Ун умĕнче пĕчĕк хĕрача вырăнне пĕве кĕнĕ пике тăнă.
Хорнуй тăрăхĕнчен сакăр хĕр вăрçă хирне ăсаннă. Лариса Никифоровна аса илнĕ тăрăх, Мария Харьковăпа Власса Петровская Берлинах çитнĕ. Вĕсем фронтра сестрасем пулнă, аманнисене, салтаксене пулăшнă. Çĕнтерÿ кунне те хальхи пек астăвать ветеран.
— Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче яланхилле почтăна кайрăм. Урамра радио кĕрлет. Вăрçă чарăннине пĕлтерсен савăнтăмăр. Çапăçура пуç хунисен тăванĕсем: «Пирĕн текех килмеççĕ ĕнтĕ», — тесе йĕчĕç, — терĕ кинемей. Малалла вулас...
Лариса НИКИТИНА.