Михаил Ефремов Шупашкара ача чухнех килсе курнă
Иван Яковлев çуралнăранпа кăçал 170 çул çитрĕ. Республикăра Яковлев çулталăкĕ тесе пайăррăн пĕлтермен пулсан та паллă пулăма асран кăлармастпăр, ун ячĕпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр.
Несĕлĕн ятне сÿнме памаççĕ
Яковлев — чăннипех чăваш Улăпĕ. Вăл тăван халăхăмăра пуласлăх, шанчăк çулне уçса панă, çырулăх йĕркелесе чăваш ачисене букварь тыттарнă, вĕсем валли ялсенче çĕр-çĕр шкул уçнă, Чĕмпĕрте чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкул ĕçленĕ. Ăна уçнăранпа кăçал шăпах 150 çул çитрĕ.
Сумлă çак юбилейсене тĕпе хурса «Хыпар» хаçат «Яковлев тăхăмĕсем» рубрика уçрĕ. Иван Яковлевăн ачисем — Алексей, Лидия, Николай, мăнукĕсем — Екатерина, Лидия, Анна Некрасовăсем, мăнукĕн ачисем — Алла Покровская, Владимир Павлов, Екатерина Павлова, Лидия Некрасова тата мăнукĕн мăнукĕ Любовь Ордынская, ыттисем çинчен çырса кăтартрăмăр ĕнтĕ. Пурнăç малаллах ыткăнать. Телее, Яковлевăн йăх тымарĕ те çирĕпленсех пырать. Ашшĕ-амăшĕн ĕçне ывăл-хĕрĕ тăсать, маттур несĕлĕн ятне сÿнме памасть.
Паян вара «Хыпар» вулаканĕсене РСФСР халăх артисткин Алла Покровскаян ачипе Михаил Ефремовпа тата унăн ывăлĕсемпе Никитăпа, Николайпа паллаштарăпăр.
Шупашкарта та пулнă
Аса илтерер: Михаил Ефремовăн ашшĕ — СССР халăх артисчĕ, Социализм Ĕçĕн Геройĕ, Мускаври «Современник» театр-студин тĕп режиссерĕ Олег Ефремов. Шăпах Олег Николаевичăн 90 çулхи юбилейне халалласа тĕп телекуравпа передача кăтартнăччĕ. Унта Михаил Ефремов та хутшăннăччĕ. Передачăна ертсе пыраканĕ Михаил Олеговичăн пултарулăхне пахаланă май унра ашшĕн юнĕ пархатарлă йĕр хăварнине палăртрĕ. Вăл вара çапла хушса хучĕ: «Мана çавăн пекех анне енчен те пысăк витĕм кÿрекенсем пулнă. Аннен мăн кукашшĕ — чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев». Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕн сăмахĕсем чунра ырă туйăм çуратрĕç.
Михаил Ефремов Шупашкарта 2010 çулта, Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль кунĕсенче, пулнăччĕ. Журналистсем пресс-конференци вăхăтĕнче паллă ентеше панă ыйтусенчен пысăк пайĕ чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевпа çыхăннăччĕ: артист мăн-мăн кукашшĕпе çыхăннă вырăнсенче пулса курнă-и, Иван Яковлевичăн халалĕпе паллашнă-и, Ефремовсен çемйи — Яковлевсен çĕнĕ ăрăвĕ — несĕлĕн ятне асра тытать-и?
Ун чухне Михаил Олегович чăвашсене çутта кăларнă çыннăн палăкĕ патне çитсе пуç тайнине пĕлтерчĕ. Шупашкарта вăл пĕрремĕш хут мар-мĕн. Ача чухнех амăшĕпе пĕрле килсе курнă. Унăн ултă ачи те Иван Яковлевич çинчен лайăх пĕлет. Вĕсем çеç мар. 2008 çулта Актерсен çуртĕнче Яковлевсен тăхăмĕсем пуçтарăннă. Актерсем татах пур çак йышра. Вĕсенчен пĕри — Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, Ермолова ячĕллĕ театр актерĕ Владимир Павлов.
Юнпа куçнă пултарулăх
Михаил Ефремов патне таврăнар. Паян ăна пĕлмен çын çук пулĕ. Вăл 1963 çулхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мускавра кун çути курнă. Ача чухне актер пулас темен, мĕншĕн тесен ашшĕпе амăшĕ пĕрмаях ĕçре пулнă, унпа выляма е уçăлса çÿреме вăхăт уйăрайман. Çакăншăн ача самай кÿреннĕ, çавăнпа театра юратман. Шкулта вĕреннĕ чухне таксопарка экскурсие илсе кайнă. Шăпах çакăнта унăн таксист пулас ĕмĕчĕ çуралнă.
Вăхăт иртнĕ, юнпа куçнă пултарулăх хăйĕннех тунă: ача актер ĕçĕпе кăсăкланма пуçланă. Вăл театрта вылянă пĕрремĕш ĕç — «Уходя, оглянись». Унтан «Дни хирурга Мишкина» фильма хутшăннă. 1978 çулта тепĕр фильм — «Когда я стану великаном» — кун çути курнă. Хальхинче Михаил Петя Копейкина, çул çитмен çамрăка, пĕрремĕш юрату авăрне лекнĕскере, сăнарланă. Малалла «Все наоборот» картина, ыттисем…
Актер ăсталăхне МХАТ студи шкулĕнче туптанă. 1987 çулта алла диплом илсен «Современник-2» театра вырнаçнă. Тăватă çултан театр хупăннă. Ун хыççăн чылай вăхăт МХАТра вăй хунă. Ентешĕмĕр вун-вун илемлĕ фильмра вылянă. Паллăраххисем: «Романовы. Венценосная семья», «Граница. Таежный роман», «Антикиллер», «Супертеща для неудачника», «Охота на пиранью», «Три полуграции», «Артистка», «День выборов», «Оттепель», ыттисем.
Чĕре çунтармăшĕ
Михаил Ефремов пикесен чĕрине çунтаракан арçын пек те паллă. Унăн пĕрремĕш мăшăрĕ — Елена Гольянова. Вĕсем пĕрле пурĕ те икĕ уйăх çеç пурăннă. Вĕреннĕ вăхăтра Михаил Наталья Негода актрисăна кăмăлланă, унтан пĕр курсри Наталья Ионовăпа икĕ çул çÿренĕ. МХАТ студи шкулне пĕтерсен Ася Воробьевăпа, «Современникăн» литература редакторĕпе, пурăннă. 1988 çулта вĕсен ывăл Никита çуралнă. Сăмах май, Ася Воробьева Михаил патне мăшăрне Антон Табакова пăрахса пынă. Вăхăт иртнĕ, Ефремов-кĕçĕнни çĕнĕ киленÿ тупнă, хальхинче вăл Евгения Добровольская актриса пулнă. Çĕнĕ юратура тепĕр ывăл Николай кун çути курнă /1991/. Çичĕ çултан мăшăрсем икĕ еннелле уйрăлса кайнă. Михаилăн виççĕмĕш мăшăрĕ — Ксения Качалина актриса. Вĕсем «Романовы. Венценосная семья» фильм ÿкернĕ вăхăтра çывăхланнă. Тăватă çултан уйрăлнă. Ксения халĕ Индире пурăнать. Хĕрĕ Анна-Мария чылай вăхăт амăшĕпе пурăннă, кайран Мускава таврăннă.
Михаил Ефремовăн хальхи мăшăрĕ — Софья Кругликова сасă режиссерĕ. Вĕсен икĕ хĕр Верăпа Надежда тата пĕр ывăл Борис кун çути курнă. 2016 çулхи çу уйăхĕнче мăшăр, 16 çул пĕрле пурăннă хыççăн, венчете тăнă.
Ентешĕн вăй-халĕ сахалран та виçĕ-тăватă актерлăх та çитет пулĕ. Унăн ятне çине-çинех тĕрлĕ енлĕ проектсен титрĕнче куратăн. Акă нумаях пулмасть Михаил Олеговича «Хороший мальчик» çемье камитĕнче шкул директорĕн сăнарĕнче курса килентĕмĕр. «Следователь Тихонов» сериалта тĕп роле — оперотрядăн пуçлăхне — калăпларĕ. Унпа юнашар Виктория Толстоганова, Светлана Иванова, Юрий Ицков, ыттисем выляççĕ.
2016 çулхи кĕркунне экрансем çине «Пьяная фирма» сериал тухрĕ. Кунта та чаплă актерсен ансамблĕ хутшăннă. Тĕп рольте — Яковлев тăхăмĕ. Ыттисем — Елизавета Боярская, Марат Башаров, Анна Михалкова, Ирина Апексимова, ыттисем.
Физикран — лирик
Никита Ефремов — Михаил Ефремовăн аслă ывăлĕ. Тĕлĕнмелле: вăл ача чухне лирикăпа мар, физикăпа кăсăкланнă, Мускаври 1514-мĕш физмат гимназийĕнче вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă: футболла, баскетболла вылянă. 11-мĕш класа çитсен ăна çут çанталăк наукисем йăлăхтарнă темелле-ши — музыка хăй патне туртма пуçланă. Музыка шкулĕн сĕрме купăс, вокал класĕсенче пĕлÿ илнĕ, фортепиано каланă. Малалла вулас...
Надежда СМИРНОВА