Комментировать

19 Ноя, 2018

Ку вырăн тĕлĕкре тĕлленнĕ

«Район шайĕпе пăхсан пирĕн тăрăхра 90-ран иртнĕ çын нумайрах. Аслă çултисене саламлама пысăк ушкăнпа çÿретпĕр. Çакна Виççĕмĕш Вăрманкасси çывăхĕнче сăваплă вырăн пуррипе çыхăнтаратпăр», — палăртать Çĕрпÿ районĕнчи Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Николаев. Вăл хăй те сивве пăхмасăрах çветтуй çăл куç шывĕпе çăвăнса тухрĕ. «Халĕ мана шалтан вĕри çапать, çавăнпах ырă ĕç тăвас, савăнас-кулас килет», — чунне уçать арçын. Хĕрарăмсем хăйсен ÿсĕмĕнчен çамрăкрах курăннине те çав шыв сиплĕхĕпе çыхăнтараççĕ. Ахальтен мар çăл куç патне çул хывнă вĕсем.

Ку вырăн хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕн лаптăкĕ шутланать. Çакăнта пурăнакан матăшкăсем çĕр ĕçĕпе аппаланаççĕ, выльăх- чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Чиркÿ хăпартакан арçынсем валли ал айĕнчи çимĕçрен апат пĕçереççĕ. Тĕн çыннисем ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупнине килен-каян тÿрех асăрхать. Нумаях пулмасть çакăн çинчен федераци телекуравĕнче ĕçлекенсем те хăйсен кăларăмĕнче каласа кăтартнă. Çак тăрăха килсе çитнĕ Дивеевăри Сергия, Çĕрпÿри Нина игуменьясем, Парамон, Игнатий епископсем... халăха пил панă ун чухне.
Тахçан малтан кунта уй-хир сарăлса выртнă. 2005 çулта хăтлăлатма пуçланă тавралăх çĕршыври тĕрлĕ тăрăхри тĕне ĕненекенсене те, йĕри-таврари халăха та илĕртет.
«Çакăнта чиркÿ хăвăртрах ĕçлеме пуçласса çынсем кĕтни куç кĕрет. Вăл халăха пĕр çĕре пуçтаракан кĕлĕ вырăнĕ пулĕччĕ. Çулла сăваплă çăл куç патне пуçтарăннă çамрăксене асăрхарăм. «Эсир мĕн çăмăлпа килнĕ кунта?» — калаçу пуçартăм вĕсемпе. «Эпир Мускавра ĕçлетпĕр, çула тухиччен пил илесшĕн», — ырă шухăшпа çÿренине пытармарĕç вĕсем. Юрать-ха çăл куç вырăнне хăтлăлатнă. Чиркÿ ĕçлеме пуçласанах çурта çутма, кĕлĕ вулама май пулĕ вĕсен», — сăваплă çăл куç патне утнă май каласа кăтартать София матăшкă. Эпир тимĕр картлашкаллă вăрăм пусмапа çырма тĕпнех анса çитрĕмĕр. Ку вырăна Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава сăвапланă.
Канашра çуралнă София матăшкă амăшĕ енчи тăванĕсен витĕмĕпе Турă çулне суйланине палăртать. Ашшĕне те хĕрес парнеленĕ вăл. Арçын ăна çĕре кĕричченех çакса çÿренĕ.
«Агния игуменья хĕрарăмсем мăнастире чĕре хушнипе килнине калатчĕ. Унсăрăн вĕсем кунти йĕркене хăнăхаймаççĕ. Пурнăçра кашни çыннăн — хăйĕн тивĕçĕ. Сирĕн хушăра та ĕçе парăнни, тĕслĕхрен, качча тухмасть. Турă çулне суйлани те — хăйне май туртăм, пурнăç ĕçĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхни кирек кама та вăйлатать. Арăмăн — упăшкине, мăнастирти хĕрарăмăн Турра юрама пĕлмелле. Кашнинех хăйне аталантармалла, йывăрлăхсене çĕнтермелле», — ăна çемье çавăрма пÿрменни тавра сăмах пуçарсан ăнлантарчĕ София матăшкă.
Вăл хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕн историне архив докуменчĕсем тăрăх тĕпченине палăртать. 1897 çулта çак тăрăхри 192 гектар çĕрпе матăшкăсем «хуçаланнă». Пĕрене çуртра пурăнаканскерсем сад ĕрчетнĕ, пыл пуçтарнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче мăнастир çĕрне туртса илнĕ, тĕн çыннисене вĕлерме пуçланă. Хăшĕсем çăлăнас тĕллевпе вăрмансенче пытаннă.
«Çакăнта манахсем кăна мар, тĕне ĕненекенсен общини пытанса пурăннă. Вĕсене Агафангел архимандрит ертсе пынă. Вăл прихут çыннин хĕреснашшĕ пулнă. Аслă ÿсĕмри çав хĕрарăм ун çинчен нумай каласа кăтартнă. Çавăнпах Агафангел архимандритăн сăнĕ те упранса юлнă», — историре сăнланнă пулăмсене аса илет София матăшкă. Малалла вулас...

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.