Пахчи-пахчи, хăмла пахчи…
— «Чăваш хĕрарăмне» виççĕн тупăшса вулатпăр. Анне эпир ăна алăран ярасса кĕтсе пире тинкерсе пăхса ларать. Упăшкапа иксĕмĕртен хаçат камăн аллине маларах лекет — çавă пуçласа тишкерет те хаçата, — ку сăмахсене хаçат корреспонденчĕпе паллашнă чухнех каланă пулĕччĕ пĕри. Куславкка районĕнчи Хурамалта пурăнакан Зуевсем вĕсемпе паллашма пырса кĕрсен мар, тухса каяс умĕн çеç — «Чăваш хĕрарăмĕ» çырăнмалли пирки калаçу пуçарсан — кăмăлне пĕлтерчĕç.
— Эпир ăна тухма пуçланăранпах вулатпăр. Çитес çур çул валли те тахçанах çырăннă ĕнтĕ, — пулчĕ Елена Ивановна хуравĕ.
Çăкăр чĕлли
Зуевсен çемйине çитсе курма 90-ри Антонина Михайловна Социализм Ĕçĕн Геройĕ пулни хистерĕ. Хисеп тата Ленин орденĕсене тивĕçнĕскер икĕ хутчен «Чăваш Енри чи лайăх хăмлаçă» ята тивĕçнĕ.
Куславкка районĕнчи Хурамалта çуралнă Антонина Зуева. Ашшĕ Михаил Васильевич вăрçăра пулнă. 1942 çулта паттăрла çапăçса Смоленскра пуç хунă кил хуçи.
— Атте вăрçа тухса кайнă чухне 13 çултаччĕ эпĕ. Авланиччен граждан вăрçинче пулнăскер рай-комăн 2-мĕш секретарĕччĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнмасăр епле юлтăр-ха вăл? Унта та пысăк хутсемпе ĕçлеме шаннă ăна. Аттене вăрçа ăсатни те асрах. Лашапа Куславккана çитиех кайрăмăр. Анчах хутсем çырмалла пулса тухнăран тепĕр куна хăварнă ăна, — пуçланчĕ калаçу вăрçă ачипе.
Пĕчченех ÿснĕ Антонина Михайловна. Фекла Тимофеевна ача текех çуратайман. Сăмах май, унпа пĕр тăван пиччĕш- шăллĕ те ывăл-хĕрне укка-укка сиктерсе курайман.
Паллах, çăмăл килмен пурнăç. Çапах та выçăпа аптăраман амăшĕпе хĕрĕ. Районта пысăк тивĕç пурнăçланă арçын çемйине патшалăх кашни уйăхрах укçан пулăшнă. Çăнăх та уйăрса панă. Çавăнпах çăкăр çуккипе асапланман çемье. Ĕне те усранă. Выçăпа аптăранă ача-пăча çăкăр чĕлли ыйтма час-часах пынă вĕсем патне.
Ĕç кăтартăвĕ — тухăç
Фекла Тимофеевна колхозра ĕçленĕ. Паллах, хĕрĕ пулăшнă ăна. 8 класс вĕреннĕ хыççăн та амăшне çăмăлрах пултăр тесе малалла вĕренме кайман хĕр.
— Аттерен пач суккăр тăрса юлчĕ анне. Куçĕ япăх курнипе атте ăна Шупашкара та янăччĕ. Унта та пулăшаймарĕç тульккăш, — аса илчĕ хисеплĕ ватă.
Малтан совхозри тĕрлĕ ĕçе пурнăçланă хĕр. 1945 çулта вара хăмла пахчинче тăрăшма пуçланă. Ĕçĕ вара кунта темĕн чухлех: тымара чавса уçмалла, касмалла, çип кармалла, явăнтармалла, çулçă иртмелле, çум курăкран тасатмалла, хăмла татмалла, анана туратран тасатмалла, хĕлле юр тыттармалли хатĕрсем вырнаçтармалла, им-çам хатĕрлемелле… Çаксен кăтартăвĕ — тухăç. Вăл курăмлă пултăр тесен тăрăшмалла паллах, ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене те пĕлмелле.
— Çынсем пĕр витре им-çам хуратчĕç, эпĕ иккĕ саптараттăм. «Нумай ĕçлеттеретĕн» — кăмăл-сăрланатчĕç. Ыттисенчен маттуртарах пулнăран укçан хавхалантарăва тивĕçсен савăнатчĕç хăйсем. Ирхи тăваттăрах ĕçе хăвалаттăм. Паян мĕн тăвасса палăртаттăм. Унтан киле таврăнса хуçалăхри ирхи тивĕçсене пурнăçлаттăм та хире тухса чупаттăм. 36 хĕрарăмччĕ манăн алăра, — каласа кăтартать звеньевой.
«Пирĕн тăвансем ăçта пурăнаççĕ?»
Николай Сергеевичпа Антонина Михайловна 65 çул пĕрле пурăннă. «Юратупа шанчăклăхшăн» медале те тивĕçнĕ вĕсем. 87 çул пурăннă вăрçă ветеранĕ.
1943 çулта хĕрÿ çапăçăва кĕнĕ Николай Сергеевич. Анчах Çĕнтерÿпе пĕрле таврăнман-ха пехотинец тăван тăрăхне. Мушар каччишĕн хĕсмет 8 çула тăсăлнă. Салтакран таврăннă каçах тусĕсемпе Хурамал клубне çул тытнă йĕкĕт.
— Уяв каçĕсем ирттеретчĕç ун чухне. Эпĕ те хĕрсемпе çÿрекелеттĕм унта. Çав каç Коля: «Тăвансен тĕлне пĕлем-ха. Ăçта пурăнатăр?» — тесе ăсатма килчĕ. Тăватă сыпăкран, чăн та, тăван лекеттĕмĕр. 7-8 уйăх çÿресен пĕрлешрĕмĕр унпа, — пытармарĕ аллине туя тытсан та пуçне усман хĕрарăм.
Николай Сергеевич асли пулнă. Антонина Михайловна — пĕртен-пĕр ача. Пушшех те, амăшĕ те чирлĕ, ăна пăхмалла. Çавăнпах Зеувсен çемйи Хурамалта тĕпленнĕ. «Киле кĕртнĕ», — тет чăваш халăхĕ кун пек чухне.
Кил хуçи те хăмла пахчинче ĕçленĕ, бригадир тивĕçне пурнăçланă.
— Пĕр-пĕрне çилленсе, вăрçăнса курман эпир. Лайăх пурăннă, — тет Антонина Михайловна.
Виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ Зуевсем. Ывăлĕсем хĕрсенчен кая мар пулăшса пынă: урай та, япала та çунă. 6 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук паян 90-ри кинемейĕн. Кĕçĕн ывăлĕн Вячеславăн çемйипе пурăнаççĕ.
— Мушар хĕрĕ эпĕ. Хулара пурăнаттăм. Ача садĕнче поварта тăрăшаттăм. Качча кайсан яла куçса килтĕм — ялта та апат пĕçермелли вырăн пур терĕç. Килтĕм те — хăмла çине ĕçлеме вырнаçтарчĕç. Кайран кÿршĕ ялта ача садĕнче вăй хутăм. Каярах библиотекăра вырăн тупăнчĕ. Икĕ ача çуратсан Çĕрпÿре библиотекаре вĕрентĕм. Канăва тухичченех вулавăшра тăрăшрăм, — калаçăва хутшăнчĕ кинĕ Елена Ивановна.
Çемье хаçат-журналпа кăна мар, тĕрлĕ кĕнекепе те хаваспах паллашнин вăрттăнлăхĕ çакăнта та пур ахăр.
Хурамал питех те илемлĕ вырăнта вырнаçнине те каласа хăварас килет. Виçĕ çухрăмран Атăл юхса иртет. Теплоходпа çÿреме те меллĕ ку. Хусана хăяр сутма çапла майпа çÿренĕ те Антонина Михайловна.
— Хăяр сутсах турăмăр çак çурта. Пĕрлешсен йывăç пÿрт лартнăччĕ. 13 çул пурăнсан кирпĕчрен лартас килчĕ, — пытармарĕ кинемей. Малалла вулас...
Татьяна НАУМОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.