Килтĕшсен Пирĕштийĕ
Маттур çын пур енĕпе те пултаруллă. Етĕрне районĕнчи Килтĕшре пурăнакан Галина Александрова тăван тăрăха, çут çанталăка, кайăк- кĕшĕкпе ÿсен-тăран тĕнчине чунтан юратать. Çĕре яхăн чечек ÿстерет вăл хăйĕн пахчинче. Çук-çук, ăçта май килнĕ унта тĕлли-паллисĕр акмасть кил хуçи хĕрарăмĕ çеçкесене, композицисем тăвать.
Галина Тимофеевна мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Етĕрне районĕнчи Советски участокĕнче ветеринарта ĕçленĕ. Чечек юратасси вара унăн акă мĕнле пуçланнă. «Шкулта вĕреннĕ чухне био-логипе хими предмечĕсене вĕрентекен Зоя Ивановăна кăмăллаттăмччĕ. Пахчинче вăл питĕ хитре георгинăсем лартатчĕ. Вĕсене вăрттăн пăхса киленеттĕмччĕ. Манăн та унăнни пек илемлĕ чечексем лартас килетчĕ. Малтанах пĕр çул ÿсекеннисене акма пуçларăм. Унтан майĕпен нумай çул ÿсекеннисем çине куçрăм. Кăçал вара çеçкесенчен композицисем тума пуçларăм. Çав тĕллевпе хурăн тункатисене, автомашина ураписене тата ыттине те усă куратăп. Шăтăк хурана «çулăмлă сальвия» чечек акрăм та питĕ хăйне евĕрлĕ «япала» пулса тухрĕ. Аякран хуран çийĕн çулăм ялкăшнă пекех туйăнатчĕ. Пахчарах пĕчĕк кÿлĕ меллештертĕм. Унта «кăвакалсем» ишетчĕç, шапи те пурччĕ. Дельфиниум, георгина, лили, хризантема, гортензи темиçе тĕрли те пур. Кĕл че-чек вара манăн чечекех мар тесе шухăшлатăп. Темшĕн лайăхах каймарĕ вăл манăн. Чи юратнă çеçке — гладиолус. Мăнаçлă, тĕрлĕ тĕслĕ, илĕртÿллĕ, çÿллĕ вăл. Ултă тĕрлĕ вăл манăн. Чечек юратни сывлăхшăн та, кăмăлшăн та лайăх. Малашне те тĕрлĕ композици тума ĕмĕтленетĕп. Çĕнĕлĕхсем мана пурăнма хавхалантараççĕ», — паллаштарчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Галина Александрова сиплĕ курăксемпе те кăсăкланать. Вĕсене хирте те, çывăхри вăрман уçланкинче те пуçтарать. Пахчинче тутлă шăршăллă чей курăкĕсем — матрÿшке, пĕтнĕк, мелисса — ÿстерет. Çуркунне вĕлтĕрен, армути пухать. Армутирен настойка та тăвать. Пуç ыратнинчен клевера вĕретсе ĕçме сĕнет ăста. Вăл пан улми сĕткенĕнчен шампань эрехне те янтăлать. «Çуркунне улмуççи, чие, слива, сирень, çĕмĕрт, кукша пуç чечекĕсене пуçтарса 3 литрлă банкăна яратăп. Пĕр сий — çеçке, тепĕр сий песук сапса пыратăп та хĕвел питтине лартатăп. Тĕлĕнмелле чаплă шерпет пулса ларать. Ăна сăрăхтарса илетĕп те килте юхтарнă сăмакунпа хутăштаратăп. Шăнсан, чирлесен чей çине ярса ĕçмелли çав тери сиплĕ шĕвек вăл», — вăрттăнлăхне уçрĕ Галина Тимофеевна. Ĕçчен хĕрарăм ĕне, кроликсем усрать. Уйран уçлать, тăпăрчă тăвать. Тăпăрчинчен куллен хуран кукли пĕçерет. Çуркунне пултăран, вĕлтĕрен хушса çăмах яшки янтăлать. «Ку тăрăхра йăлана кĕнĕ кăвас яшкине те пĕçеретĕп. Ыраш çăнăхĕнчен чуста çăрса çăмахсем хатĕрлетĕп. Яшкана сысна саллине шăратса сухан ăшаласа яратăп. Çĕр улми, лавр çулçи, кăштах ешĕл çимĕç хушатăп. Йÿçекрех тутăллă яшка пулать вăл», — пытармарĕ Галина Тимофеевна. Малалла вулас...
Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.