Комментировать

13 Ноя, 2018

Çĕнĕ кайăк несĕлсен пилĕпе килет

Йăрăс пÿллĕ, илĕртÿллĕ те çыпăçуллă тумланнă Наталья пилĕк ача амăшĕ пулнине малтанах ĕненес те килмерĕ: 25 çулалла çывхаракан ăнăçуллă хĕр пулĕ тенĕччĕ. Çук иккен, унăн аслă ывăлĕ вун улттăра-мĕн, кĕçĕнни çитес çулхи кăрлачра çулталăк тултарать.

Пĕрре те нумай, пиллĕк те сахал…

…Кăнтăрлахи вăхăтра килте виççĕнех хуçаланаççĕ вĕсем: амăшĕ, виççĕри Гриша тата çулталăк та тултарман Лиза. Арçын ача кун пек чухне хăйне явапли вырăнне хурса теттесене пĕр çĕре пухать, çывăрттарса янă йăмăкĕ вăранас-тăвас пулсан амăшне çийĕнчех систерет.
Мăшăрĕ паллах — ĕçре, Алексей Валериевич «Заволжская» ЛПУМГ» газ уçлакан станцире тăрăшать. Аслă ачисем — Матвей, Катя тата Настя — салари шкулсен вуннăмĕш, çиччĕмĕш тата пĕрремĕш класĕсенче вĕренеççĕ. Мефодьев-кĕçĕннисенчен пĕри те ясли-садике çÿремен. Вырăн çуккипе мар паллах. Ашшĕ-амăшĕн шухăшĕпе, тĕпренчĕкĕсем тăван килте пĕр-пĕринчен вĕренсе çитĕнмелле. Мĕнех, аслисене кура кĕçĕннисем те пурнăç хаклавĕсене, ыр кăмăллăха, хăйсене тăванлăх пĕрлештерсе тата вăй-хал парса тăнине амăшĕн кăкăр сĕчĕпе пĕрлех ăса хывмалла. Вĕсене пĕчĕкренпех пур енлĕн аталанмашкăн, сывă та тĕреклĕ çитĕнтермешкĕн аслисем мĕн кирлине пурне те туса панă: икĕ хутлă çуртра кашни тĕпренчĕкĕн хăйĕн кĕтесĕ пур. Ÿсĕме кура хăтлă та ăшă пÿлĕмсене çемçе теттерен пуçласа хальхи йышши кăткăс техника таранах пуянлатнă.
Картишĕнче — вăйă лапамĕ. Сăмах май, ашшĕ ывăл-хĕрне сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма тă-рăшать, çирĕппĕн утса çÿреме тытăнсанах йĕлтĕр- коньки çине тăратать. Кашнинех велосипед, ролик туянса панă.
Анне çуначĕ айĕнче яланах ăшă, лăпкă тата. Вăл вуласа панă юмахсем асамлăрах туйăнаççĕ. Наталья Владимировна ачисен тавра курăмне пуянлатассине тивĕçлипе хаклать пулин те пĕчĕклех вулама-çырма вĕрентнине ырламасть. Унăн шухăшĕпе, кун пек чухне ачан чунĕнче вулас-çырас туртăм вăранмасăр хистенин усси çук. 5-6 çул тултариччен унăн вăйă витĕмĕпе аталанмалла, ырăпа усала уйăрмашкăн хăнăхмалла.

«Хамăр çуртран хăтли çук…»

Наталья Порфирьева Красноармейски салинче çуралнă. Иккĕмĕш вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курсра çемье çавăрнă: икĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн аслă шкулта электротехника факультетĕнче ăс пухакан ентешĕпе — Алексей Мефодьевпа — мăшăрланнă. Тăваттăмĕш курсра вĕреннĕ чухне çут тĕнчене çĕнĕ кайăк — пĕрремĕш ывăл — килнĕ. Çывăх тăванне сума суса ăна унăн ятне панă. Диплом илнипе пĕр вăхăталлах мăшăрне хĕр пĕрчи парнеленĕ.
Сăмай май, йышлă ача-пăчаллă ашшĕ-амăшĕ пуласси пирки ун чухне çамрăксем шухăшламан та. Наталья шăллĕпе пĕрле çитĕннĕ, Алексей — икĕ шăллĕпе. Матвей тата Катя ÿссе пынă май иккĕшĕ те çемьере виççĕмĕш ача кирлине чунпа туйса илнĕ — çут тĕнчене Настя килнĕ, унтан — Гриша, Лиза…
Пилĕк ачана пăхса çитĕнтермешкĕн çăмăл мар паллах. Çакна Наталья Владимировна туймасть те тейĕн. Çумра шанчăклă мăшăр пурри пĕтĕм йывăрлăха сирет. Йăмăк-шăллĕне пăхмашкăн пиччĕшĕ-аппăшĕ пулăшать. Вĕсен асламăшĕ-аслашшĕ, кукамăшĕ-кукашшĕ те — пысăк тĕрев. Мăнукĕсемпе аслă ăру мăнаçланать, вĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтермешкĕн пултарнă таран пулăшать.
Çамрăк çемье малтанхи вăхăтра Алексей ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăннă. Йыш хушăнса пынă май патшалăх хваттерне те тивĕçме пултарнă паллах. Çамрăк арçын хăйсене ятăн çурт çĕклеме тĕв тунă. Килĕштернĕ вăл ялти пурнăçа. Диплом илнĕ хыççăн хулара ĕçе вырнаçма май пулнине пăхмасăр çуралнă вырăна таврăнни те çакна аван çирĕплетет.
Ашшĕ ăна, аслă ывăлне, платник ĕçне çамрăклах вĕрентсе пынă. Янтă пулă вырăнне вăлта тыттарнă эппин, ĕçлени çыншăн пулсан та вĕренни хăвăншăн тенĕ пулинех.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче пирĕн хутлăхра коттедж çĕклес текенсем уйрăмах йышлăччĕ. Валерий Геннадьевичăн тăванĕсен хушшинче те пулнă çавнашкаллисем. Чăвашсен авалхи йăлипе йĕркеленĕ нимене ашшĕ 20 çулти ывăлне те хăйпе пĕрле илсе çÿренĕ. Тĕрлĕ ĕçе пурнăçланаканран тытăннăскер пилĕк кермен хăпартса лартнă тĕле чăн-чăн ăстаçă пулса тăнă.
2010 çулта йышлă çемьене салари çĕнĕ урамра çурт-йĕр çавăрмашкăн çĕр уйăрса парсан Алексейĕн строительсене тара тытас шухăш пуçра та пулман: ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем пулăшнипе пĕр кунра никĕс яма хевте çитернĕ çамрăксем.
«Ку çуртăн пĕрремĕш хутне газобетон блокĕсене çилĕм çине вырнаçтарса ывăл пĕчченех хăпартса лартрĕ. Куллен пĕрер рет хурса 14 кунра вĕçлерĕ», — тет ашшĕ мăнаçланса.
Çемье пуçлăхĕ чăннипех ылтăн алăллă иккен: çурта шал енчен хăех хăтлăлатнă, кухньăри сĕтел-пукана ăсталанă, электричество кĕртнĕ, ăшă пăрăхĕсене майлаштарнă. Паллах, тĕп ĕçрен пушă вăхăтра ĕнтĕ. Кану кунĕсенче, каçсерен.
Çурт çумĕнчи çĕр лаптăкĕ те пушă выртмасть. Унта амăшĕпе аслă хĕрĕсем хуçаланаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтерсе хĕл кунĕсем валли янтăлаççĕ. Хаваспах чечек ÿстереççĕ, астрăран тытăнса роза таранах.
«Çĕр ĕçне килĕштеретĕп, — калаçăва малалла тăсать Наталья Владимировна. — Çуркунне акса-лартса хăварнă вăрлăх йĕркеллĕ пăхса тăнине кура кĕр кунĕнче ырă çимĕç парнеленĕшĕн чун савăнать. Ывăл-хĕр те çакна аванах туять.Сывлăш таса та уçă пирĕн тăрăхра, хуларипе танлаштараймăн. Ачасем урамра ирĕклĕнех выляма пултараççĕ. Мускав облаçĕнчи Балашиха хулинче тĕпленнĕ шăллăм çемйипе хăнана килсен çакна уйрăммăн палăртнăччĕ. Вĕсен пĕчĕк ачисем хăйсем тĕллĕн уçăлса çÿреймеççĕ вĕт». Малалла вулас..

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.