Комментировать

9 Ноя, 2018

Тимĕр вăййипе туслă пулар

Помост çинче çĕршывăн 15 регионĕнчен килнĕ спортсменсем вăй виçрĕç

Чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртрĕ. Ăмăртăва Чăваш Ен, Пушкăртстан, Киров, Санкт-Петербург, Чулхула, Мордва, Чĕмпĕр, Волгоград, Тутарстан, Самар, Мари Эл спортсменĕсем пурĕ 220 çын пухăнчĕç.

Спорт уявне ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Эльвира Матренина, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп судйи, тĕнче класлă спорт мастерĕ Сергей Кириллов, ЧР кире спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, ветеринари наукисен докторĕ Николай Кириллов профессор, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина тата ыттисем хутшăнчĕç.
«Кире спорчĕ — вăйлисемпе хăюллисен спорчĕ. Вăл помост çине тухакансен çирĕплĕхне тĕрĕслет. Ырă-сывă тата нумай пурăнас тесен спортпа туслă пулмалла», — палăртрĕ Михаил Анисимов.
— Кăçалхи турнира «Хыпар» никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалларăмăр. «Хыпар» Издательство çуртĕнче чылай хаçат-журнал тухса тăрăть, вĕсене тĕрлĕ регионта вун-вун çемье çырăнса илет. Пирĕн турнира хутшăнакансен йышĕ çултан-çул ÿссе пырать. Вĕсем пире лайăх результатсемпе савăнтараççĕ, — терĕ Татьяна Геннадиевна. Уява «Дуняша Стайл» фолк-ушкăн юрăсемпе илем кÿчĕ.

Помост çинче — хĕрсем

Тимĕр вăййипе туслă хĕрсен хастарлăхĕпе пултарулăхĕн шайĕ самай пысăк. Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи Анастасия Александрова /тренерĕ — Борис Глинкин/ пирки те çаплах калама пулать. Кăçал пире вăл каллех савăнма сăлтав тупса пачĕ. Куславкка районĕнчи Тĕрлемес хĕрĕ 24 килограмлă кире пуканне 184 хут çĕклесе республика рекордне çĕнетрĕ, спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Санкт- Петербургри Анастасия Лазарева «Хыпар» турнирĕнче пĕрремĕш хут 24 килограмлă икĕ снаряда тĕртрĕ, РФ спорт мастерĕн нормативне тултарчĕ.
Пĕтĕм Раççейри турнира Николай Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн студенчĕсем те хут-шăнчĕç. Вĕренÿ учрежденийĕн чысне Марина Антонова, Анна Кузнецова, Анастасия Алексеева, Мария Лукиянова /тренерĕ — Станислав Белков/ хÿтĕлерĕç. Тăваттăшĕ те хăйсен виçисенче малти вырăнсене йышăнчĕç. Иккĕмĕш курсра вĕренекен М.Лукиянова каланă тăрăх — вĕсем колледжăн спорт залĕнче хатĕрленеççĕ. Шкулта чухне йĕлтĕрпе чупса, кросс ăмăртăвĕсенче палăрнăскер кунта вĕренме кĕрсен кире пуканĕ йăтма тытăннă.
Канашри строительство техникумĕн студенчĕ Анна Тимофеева спортри пирвайхи утăмĕсене Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнче ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров пулăшнипе тунă. Халĕ Владимир Понихидкин ертсе пыракан секцие çÿрет. «6 çул каялла пĕрремĕш хут алла тытрăм. Иккĕмĕш сыпăкри аппа Анастасия Николаева кире пуканĕ йăтма çÿретчĕ. Эпĕ те ун хыççăн кайрăм. Кăсăклă спорт. Тренировкăсенче çăмăл пек, анчах помост çинче нумай вăй-хал кирлĕ», — терĕ 17-ри хĕр. Ку турнирта вăл виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн тусĕ Мария Тарасова вара призерсен йышне кĕреймерĕ. Сăмах май, турнирта сумлă тренерсен вĕренекенĕсем лайăх результатсемпе палăрчĕç.

Чи маттурри

Арçынсен ушкăнĕнче чи йывăр виçере /85 килограмран йывăртарах/ абсолютлă чемпион ятне Кироври Егор Демышев çĕнсе илчĕ. Хăйĕнчен чылай аслă пăхаттирсене парăнтарса икĕ енлĕ кĕрешÿре 253 очко пухрĕ, спортăн тĕнче класлă нормативне пурнăçларĕ. «Тимĕр вăййипе 6 çул каялла интересленме тытăнтăм. Ун чухне эпĕ ниçта та тухса çÿреместĕм, никампа та хутшăнмастăм. Çамрăк пулин те мăн арçын чухлĕ таяттăм. Çав çулхине пирĕн кил умĕнчех спорт комплексĕ çĕкленсе ларчĕ. Тăвансем унта кайса пăхма хĕтĕртрĕç. Спорт шкулĕнче мана администраторсем кире пуканĕ йăтакансен секцине çырăнма сĕнчĕç. Çÿреме пуçларăм — кăмăла кайрĕ. Ун чухне эпĕ çакнашкал пысăк çитĕнÿсем тăвасси çинчен шухăшлама та пултарайман», — помост çинчен ансанах калаçăва чĕнтĕм пăхаттира. Егор Чăваш Ене пĕрремĕш хут икĕ çул каялла килнĕ, анчах ун чухне вăл кунтан пушă алăпа кайнă. Кăçал 17-ри каччă Раççей чемпионатĕнче виççĕмĕш кăтартупа палăрнă. Европа чемпионатĕнче яшсен ушкăнĕнче те ăна çитекен пулман.
Шупашкара Киров спортсменĕсем кашни çул килеççĕ. Евгений Малков тренер пĕлтернĕ тăрăх — кунашкал ăмăртусем ăсталăха аталантарма пулăшаççĕ. «Чăваш Енре спортсменсем валли лайăх услови туса панă, кашни хулара спорт комплексĕ пур», — терĕ хăна. Çамрăк чухне вăл чăваш пăхаттирĕсемпе Владимир Понихидкинпа тата Юрий Карповпа пĕрле помост çине пĕрре мар тухнă, тĕнче чемпионачĕсенчен 7 хут çĕнтерÿпе таврăннă. Евгений Игнатьевич тренер кăна мар, тĕнче категориллĕ судья та. Сăмахран, кăçал вăл тĕнче чемпионатĕнче ĕçленĕ.
Санкт-Петербургран килнĕ спорт судйи Аркадий Семенов 1995 çулта Шупашкарта пĕрремĕш хут пулнă. «Ун чухне кунта кире пуканĕ йăтас енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕччĕ. Эпĕ унта пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Тепĕр çул тĕнче рекордне çĕнетнĕччĕ», — аса илчĕ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ. Паян вăл — çĕршывăн пĕрлештернĕ командин тренерĕ. 20 çул иртсен унăн каллех Чăваш Ене килме тÿр килнĕ. Ку хутĕнче — хăйĕн вĕренекенĕсемпе. Аркадий Николаевичăн вĕренекенне Валерий Литвинкăна та шăпа 20 çул каялла Шупашкара илсе çитернĕ. 1998 çулта танк институтĕнче вĕреннĕ чухне вăл «Хыпар» турнирĕнче РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă, анчах ăна çак ята илнине çирĕплетекен хута пама васкаман. Спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне тултарсан кăна вăл документа алла илнĕ. Пăхаттирăн çитĕнĕвĕсене каласа та пĕте-реймĕн, 40-ри арçын тĕнче тата Европа чемпионачĕсенче темиçе хут та çĕнтернĕ.

Çарта тĕрекленнĕ

Ăмăртура спорт ветеранĕсем те хастар пулчĕç. Шăмăршăри Наиль Тепитов, Çĕрпÿри Вениамин Прокопьев, Патăрьелти Ильгизар Махмутов тата ыттисем малти вырăнсене йышăнчĕç. 83 çулти Геннадий Бекренев Волгоградран килнĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ÿснĕскер тăван тăрăхра 50 çул пулман. «Ку турнир мана çуралнă киле таврăнма пулăшрĕ. Самай улшăннă пирĕн республика, Шупашкар ÿссе кайнă. Урампа çÿренĕ май çамрăк чухнехи самантсем аса килчĕç», — калаçрĕ ветеран. Геннадий Николаевич пирĕн çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăннă. Çапах кире пуканне алăран яман. «Тимĕр вăййи ватăлма памасть. Помост çине тухмалăх вăй-хăват пур-ха манăн», — терĕ ветеран.
Чулхула облаçĕнчи Андрей Зубарев МЧС тытăмĕнче ĕçлет, пушă вăхăтра кире пуканне алла илет. «Çăлавçăсен хăюллă та патвар пулмалла. Çав тĕллевпех 10 çул каялла тимĕр вăййипе кăсăкланма тытăнтăм», — терĕ спортсмен. Вăл Пĕтĕм Раççейри турнир
сене, ял спорт вăййисене нумай хутшăннă. Кăçал пăхаттир хăйĕн вăйне кире пуканçăсен марафонĕнче тĕрĕслесе пăхасшăн. Спортсăр пуçне Андрей Зубарев вĕлле хурчĕсемпе интересленет. Çак ĕçе ятарласа вĕреннĕскер 15-ре чухнех пыл хурчĕсен пурнăçне сăнама тытăннă, колхоз утарĕнче темиçе çул вăй хунă. Халĕ Зубаревсем хăйсем утар тытаççĕ. Ăна ку ĕçре мăшăрĕ пулăшса пырать. «Вĕлле хурчĕсем вăйлă та сывă çынсене юратаççĕ», — шÿтлесе те чăнласа каларĕ арçын.
58 çулти Эдуард Маркичева çар служби тĕреклетнĕ. Аслă прапорщик Чечня вăрçинче те пулнă. «Спортпа туслă пулни çарта нумай пулăшать. Эпĕ 8 çулта чухнех кире пуканĕ йăтма пуçланă. Тĕрлĕ ăмăртупа спартакиадăсенче çар округĕн чысне пĕрре мар хÿтĕлерĕм», — терĕ хăна. 27 çул службăра тăнă хыççăн вăл тивĕçлĕ канăва тухнă, хальхи вăхăтра çамрăксемпе ĕçлет. Кăçал арçын кире пуканçăсен марафонĕнче тĕнче рекордне çĕнетнĕ.
Йошкар-Оларан Шупашкара çитмешкĕн пĕр сехете яхăн кăна кирлĕ. Çавăнпах пулĕ кÿршĕ регион пăхаттирĕсем кашни çулах Чăваш Ене çул такăрлатаççĕ. Кăçал çармăс тăрăхĕнчен 5-ĕн килнĕ. Анчах Мари Элта кире пуканĕ йăтакансен уйрăм федераци те, секцисем те çук, тренерсем те питĕ сахаллăн. Кун çинчен спорт ветеранĕсем пăшăрханса пĕлтерчĕç. Çапах пуç усмаççĕ вĕсем, тĕрлĕ региона тухса çÿреççĕ. «Хамăр тĕллĕн хатĕрленетпĕр. Чун ыйтнипе», — хумханса калаçрĕ Михаил Пекпаев. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче СССР спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ пулин те арçын спортпа кăсăкланма пăрахнă. «Ун чухне ялан тем çитмен пек туйăнатчĕ. 45 çула çитсен кăна спорт хатĕрне тепĕр хут алла тытрăм», — терĕ пăхаттир. 36-ри Алексей Веселова кире пуканĕн спорчĕ йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать, ĕçлемешкĕн вăй-хал хушать. «Эпĕ строитель, ялта ÿснĕ, йывăр ĕçрен хăрамастăп. Помост çине пĕрремĕш пулассишĕн тухмастăп. Манăн тĕллев — организма тĕреклетесси», — терĕ Йошкар-Ола çынни.

Спорт халăхсене пĕтĕçтерет

«Хыпар» турнирĕнче Пушкăрт тата Тутар республикисенчи спортсменсем кашни çулах лайăх çитĕнÿсем тăваççĕ. Хусанти танк училищинче вĕренекен çамрăксем уйрăмах маттур. Рамиль Абдуллин ертсе пыракан секцие 17-ри Булат Назипов та çÿрет. Хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарма ĕмĕтленекен каччă ку хутĕнче пухмача «кĕмĕлпе» пуянлатрĕ. «Ача чухне эпĕ хытканччĕ. Ялан чирлеттĕм. Спорт секцине çÿреме тытăнсан сывлăх аванланчĕ, хам та тĕреклентĕм», — терĕ призер.
Пушкăртстанри Эдуард Свищев та шкул хыççăн танк училищине вĕренме кĕресшĕн. Ăмăртусене хутшăнни ăна çак ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшĕ. «Паллах, наградăсене кура кăна илмеççĕ унта. Спортпа туслă пулни çар çыннишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ», — сăмах хушрĕ çĕнтерÿçĕ. Вăл Руслан Забиров патĕнче ăсталăха туптать. Тутар каччи хăй вăхăтĕнче çар училищинчен вĕренсе тухнă, 5 çул службăра тăнă, анчах çемьери лару-тăрăва пула лейтенантăн унтан кайма тивнĕ. Ахаль ларма хăнăхманскер спорт шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Тÿрех икĕ республикăра: Пушкăртстанри Октябрьски поселокĕнче тата Тутарстанри Уруссу поселокĕнче. «Вĕсем çывăх вырнаçнă. Çÿреме инçех мар. Ман патра тутарсем те, пушкăртсем те, вырăссем те пур. Тĕрлĕ наци ачисем пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ. Ăмăртусенче пĕр помост çине тухаççĕ пулин те яланах пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ», — терĕ çамрăк тренер.
Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче пурăнакан Валерий Ивановăн хăйĕн ывăлĕсемпе мăнаçланма та юрать: виççĕшĕ те тимĕр вăййипе туслă. Асли Алексей Европа тата тĕнче чемпионачĕсенчен темиçе хут та наградăпа таврăнчĕ. Вăтам ывăлĕ Андрей, пиччĕшĕн сăнĕллĕскер, «Хыпар» турнирĕнче пĕрремĕш награда çĕнсе илчĕ. Кĕçĕнни 13 çулта кăна-ха, пысăк ăмăртусене хутшăнма васкамасть. «Каникулсенче те кире пуканне алăран ямаççĕ. Кахаллансан çитĕнÿ тăваймăн. Хам та май пулнă таран ачасемпе пĕрле ăмăртусене тухса çÿретĕп. Ывăлăмсем спортран ютшăнманни савăнтарать», — терĕ Валерий Георгиевич. ШĔМ тытăмĕнче чылай çул ĕçленĕскер хăй те спортпа туслă: футболла, волейболла выляма çÿрет.
Пĕтĕм Раççейри турнирăн тĕп судйи пулма кăçал та РФ тава тивĕçлĕ тренерне Сергей Кириллова çирĕплетрĕç. Помост çине унăн вĕренекенĕсем те тухрĕç. Дмитрий Дубровин, Антон Коляков, Олег Щербин, Владимир Петров хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе Санкт-Петербург, Чăваш Ен тата Тутарстан командисем малти вырăнсене тухрĕç. Пирĕн республикăпа уйрăммăн илес тĕк, Шупашкар хулин, Елчĕк районĕн тата Канаш хулин спортсменĕсене пуринчен ытларах ăнчĕ. Яланхи пекех Куславкка, Канаш, Улатăр, Патăрьел, Çĕрпÿ, Йĕпреç, Шăмăршă пăхаттирĕсем маттур пулчĕç.

«Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен Пĕтĕм Раççейри турнира йĕркелеме пулăшнăшăн спонсорсене «Брикс» суту-илÿ çурчĕн генеральнăй директорне Кирилл Ермолаева, «АККОНД» фирмăн генеральнăй директорне Валерий Иванова, Чăвашпотребсоюз председательне Валерий Павлова, «Комплекс» строительство фирмин директорне Валерий Гордеева, «Тароупаковка» обществăн генеральнăй директорне Олег Таланова, «Белкофф» обществăн коммерци директорне Олег Толстова, «Дент-а-Мед» клиникăн тĕп врачне Юрий Зорина, Куславкка районĕнчи «Энежč» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Василий Семенова, «Адамант» юридици фирмин генеральнăй директорне Александр Тимофеева, «Спорттовары» лавккасен сечĕн ертÿçине Дмитрий Александрова, Патăрьел районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Решит Санзяпова, Вăрмар районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Владимир Иванова тав тăватпăр.

www.hypar.ru

ФОТОРЕПОРТАЖ 1

ФОТОРЕПОРТАЖ 2
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.