Шикли шикленнĕ, завод тесен хăранă
Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ тенĕ ваттисем. Муркаш районĕнчи Москакасси ял тăрăхĕнчи Эхветкасси çумĕнче Китай инвесторĕсем сĕт-çу тирпейлекен завод тăваççĕ тесен вырăнтисем кăмăлсăрланма пуçланă. Юпа уйăхĕнче пире ял старостипе Михаил Васильевпа калаçма тÿр килчĕ. Эхветкасси хастарĕ унтисем проекта ырламаннине палăртрĕ ун чух. Вăл каланă тăрăх, çынсене экологи тăрăмĕ хăратать, пай çĕрĕсен хуçисене хăйсен лаптăкĕсем патне пыракан çула хуплани пăшăрхантарать иккен. Ял халăхне Китай инвесторĕсем çĕре епле майпа илни те иккĕлентерет-мĕн.
Хăлха пуçран ирттернĕ теççĕ. Пĕри сăмах кăларсан вăл сарăласси часах. Тепĕр чухне пĕр япаланах урăхлатса, ÿстерсе, апла-капла çавăрттарса калаççĕ те пĕчĕк япала та пысăккăн курăнма пуçлать.
Лару-тăрăва ăнланас тесе эпир Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерствине, çавăн пекех Экономика аталанăвĕпе промышленноç тата суту-илĕвĕн министерствине, Муркаш районĕн администрацине, Муркаш районĕн прокуратурине тата Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленине çырусемпе тухрăмăр, халăх хускатакан ыйтусене уçăмлатма ыйтрăмăр. Тÿрех палăртар: «Хыпар» хаçата мĕн пур ведомство турткалашмасăр тата туллин хуравларĕ.
Эхветкасси çĕрне тытса илмен
Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов алă пуснă хуравра Китай тата Раççей премьер- министрĕсем 2014 çулхи юпа уйăхĕнче «Сычуань-Чăваш Ен» агропромышленноç комплексĕ тăвасси çинчен инвестици килĕшĕвне алă пуснине пĕлтернĕ. Ку проект – Китай тата Раççей правительствисен хушшинчи пĕрремĕш агропарк.
Проекта пурнăçа кĕртес тĕллевпе 2018 çулхи нарăс уйăхĕнче компани Чăваш Енре регистрациленсе вырăнти банкра хăйĕн счетне уçнă.
«Сычуань-Чăваш Ен» компани Чăваш Республикине виçĕ тапхăрпа 10 миллиард тенкĕ хывма палăртать. Çавсенчен пĕри – сĕт-çу комплексне хăпартасси тата 4 пин пуç ĕне выльăх ĕрчетесси. Тепĕр тапхăр – аш-пăшлăх 2 пин пуç мăйракаллă шултра выльăх тытасси. Виççĕмĕшĕ – сĕте тата ĕне ашне тирпейлесси. <...>
«Сычуань - Чăваш Ен » проекта вырăнта епле пурнăçланипе Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пăрачкав районне çитсе паллашнă. Сăмах май, юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта пăхса тухнă ыйтусенчен пĕри эпир маларах асăннă проект пулнă.
Пăрачкав районĕнче чух министр «Сычуань Рэйлвэй Инвестмент Групп Ко., ЛТД» тулли мар яваплă общество директорĕпе Чжэн Хунтаопа калаçнă. Китай представительне проекта пурнăçланă чух унăн пахалăхне тĕрĕслесе тăмалли çинчен аса илтернĕ. <...>
Китай усламçисем Муркаш районĕнче «Руском» тулли мар яваплă обществăн 21:17:000000:5148, 21:17:000000:5150, 21:17:000000:5151, 21:17:000000:5159 кадастр номерĕсемлĕ лаптăкĕсене туяннă. <...>
Тавралăха сиен кÿмĕç
Республикăн Экономика аталанăвĕпе промыш- ленноç тата суту-илĕвĕн министерствинче те Китай инвесторĕсем хальхи вăхăтра «Сычуань-Чăваш Ен» агропромышленноç паркне техникăпа экономика енчен çирĕплетессипе ĕçленине пĕлтерчĕç. Эхветкассипе çав тăрăхри сакăр ялăн экологи тăрăмĕшĕн пăшăрханмалла мар тесе лăплантарчĕç. Проекта хатĕрленĕ чухне тавралăха хÿтĕлесси çинчен калакан саккунсене пăсмассине, вăл проекта тĕрĕслев органĕсем сăнаса тăрассине ĕнентерчĕç. Сĕте Китай предприятийĕ Муркаш районĕнчи тата çывăхри ытти районти ялсенчен пуçтарĕ. Хатĕр сĕт-çăва Китая ăсатĕç.
«Сычуань-Чăваш Ен» çĕре хăй тĕллĕн ярса илнĕ тесе хăшĕсем калаçни пирки ЧР Экономика министерствипе те сăмах хускатрăмăр. Министр çумĕ Леонид Ватковский пĕлтернĕ тăрăх, Китай инвесторĕсем Муркаш районĕнчи çĕре «Руском» обществăран туяннă.
Сĕт-çу завочĕ тума пуçличчен халăхпа сÿтсе явмалла. Çакăн пек ăнлантарнă Чăваш Енĕн Экономика министерствин хуравĕнче. Тепĕр майлă каласан, Муркаш районĕнче «Сычуань-Чăваш Ен» агропарк тăвассине районта пурăнакансен шухăшне шута илсе татса парĕç. Завода хута яни тĕрлĕ шайри бюджета налук пухăнма та, вырăнти çынсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелеме те пулăшĕ.
Экологи хăрушсăрлăхĕ тенĕрен, Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская сĕт-çу завочĕ IV йышши хăрушлăхри организаци шутланнине пĕлтерчĕ. Ун йышшисене пурăнмалли çуртсенчен, канмалли вырăнсенчен, сад юлташлăхĕсенчен, юхан шывсемпе вăрмансенчен, скверсенчен 100 метр аяккарах тума юрать. Пĕр-пĕр производство сывлăша епле витĕм кÿрессине ăна тума пуçличчен виçеççĕ. Муркаш районĕнче сĕт-çу завочĕ тăвас ыйтупа Роспотребнадзора хальлĕхе /хурава юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче алă пуснă/ ыйтупа никам та тухман иккен.
Çулпа усă курма чармĕç
«Сычуань-Чăваш Ен» компани 40 гектар çинчи çĕре туяннă хыççăн вырăнти халăхăн çул ыйтăвĕ те сиксе тухнă. <...> Муркаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев «Сычуань-Чăваш Ен» агропарк представителĕсемпе тĕл пулсан çул ыйтăвне хускатнă. Калаçура çурт-йĕр тума тата уйрăм хушма хуçалăх валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсем патне пыма чармалла марри пирки те сăмах пынă. Район администрацийĕ ял çыннисене çÿремешкĕн кирлĕ автоçула сарма çĕр лаптăкĕн пĕр пайне муниципалитета пани вырăнлă тесе шухăшлать.
Муркаш районĕнчи Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансене хумхантаракан-пăшăрхантаракан ыйтăва эпир Муркаш районĕн прокурорĕпе Сергей Павловпа та хускатрăмăр. «Сычуань-Чăваш Ен» тулли мар яваплă общество хăйсен тăрăхĕнче сĕт-çу завочĕ уçас шухăшлипе çыхăннă ыйтупа ял тăрăхĕнчи çынсем надзор органне çитнĕ иккен. Прокуратурăна янă çырура палăртнине надзор органĕ тĕрĕслет.
СĂМАХ МАЙ
Чăваш Ен ертÿçисем, республика Правительстви Москакасси тăрăхĕнче пурăнакансене канăçсăрлантаракан ыйтăва куçран вĕçертмеççĕ. Пĕр-пĕр татăклă йышăну тăвиччен ăна халăхпа пухăнса уççăн сÿтсе явма палăртаççĕ.
Ĕнер, чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Москакасси ял тăрăхне унта пурăнакансемпе тĕл пулма Чăваш Енĕн Правительствин членĕсем – экономика аталанăвĕн, промышленноçăн тата суту-илĕвĕн министрĕ Владимир Аврелькин тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов – кайнă. Унтисемпе тĕл пулнă май халăха пăтратакансем пурри сисĕннĕ. Китай инвесторĕсем çынсен шухăшне шута илмесĕр пĕр объект та тумассине министрсем шантарсах каланă. Республика Ертÿçи Михаил Игнатьев та çавăн пек çирĕп шухăшлă.
Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансене канăçсăрлантаракан ыйтăва «Хыпар» хаçат та сăнасах, «Сычуань-Чăваш Ен» агропаркпа çыхăннă çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарсах тăрĕ.