Юратнă çынпа çÿç шураличчен пурăнма пÿрмен
Çав кун Елчĕк районĕнчи Акчелти Указовсем мотоблокпа хăйсен килĕнчен аякра та мар курăк анине сухаланă. Тăрук пыл хурчĕ вĕçсе килсе кил хуçине хăлха çунаттинчен сăхнă. Самантранах çÿллĕ те тĕреклĕ арçын сывлама йывăрланнине каланă. Елчĕк районĕн больницине илсе çитернĕ çĕре, çур се-хет те иртмен, унăн чĕри тапма чарăннă.
Вĕлле хурчĕ сăхнă… вилмеллех
Сергей Указов çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Мускавран ĕçлесе таврăннă çеç. Тахçанах пĕр строительство фирминче хуралçăра тăрăшнă. Икĕ эрне ĕçлесе икĕ эрне канаканскер ку хутĕнче пĕр уйăх çурăран çеç килне таврăннă. Лара-тăра пĕлмен арçын Мускавран çитсен канасси пирки шухăшламан. Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче удостоверени лицензине тăстарма ир-ирех мăшăрĕпе Надьăпа Каçала тухса кайнă. «Çав кун темĕн систерчех пуль мана, упăшка пĕр карттă çинчен укçа илеймерĕ те теприн çине куçарчĕ, пин-кодне курса юлтăм. Ытти чухне те банкоматран укçа час-часах илнĕ-ха, анчах унăн карточкин пин-кодне астуса юлман. Пирĕн çемьере укçа-тенкĕ енĕпе ыйту сиксе тухман, енчĕке уйрăм тытса курман, пайламан. Черете пула Каçалта вăрахчен тăтăмăр, лицензие тăстарсах таврăнас килчĕ. Киле çитсен хăвăрт çеç чей ĕçрĕмĕр те упăшкапа иксĕмĕр тата хĕрĕм Анюта курăк ани çине антăмăр. Каçхине çимешкĕн плита çине какай лартса хăвартăм. Анне те пирĕн патраччĕ ун чухне. Кум мотоблокпа курăк анине сухаларĕ. Сергей, эпĕ тата Анюта ана хĕррине кĕреçепе чаврăмăр. Çав вăхăтра пĕр пыл хурчĕ вĕçсе килчĕ… «Ай, ытла та хытă ыратмалла сăхрĕ», — терĕ упăшка хĕрелсе кайса. Аякра та мар пĕрисем вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. Пĕлтĕр пахчана çĕнĕ карта тытса çавăрнă чухне Сергея та, мана та пĕрре мар сăхнăччĕ, йĕркеллех иртсе кайрĕ. «Анне, атте сывлама йывăр тесе калать», — кăшкăрчĕ çав самантрах Анюта. Кумăн машини алăк умĕнчех ларатчĕ те тÿрех ăна тапратса Елчĕкри тĕп район больницине вĕçтертĕмĕр. Кашни минучĕ хаклине кура пĕтĕм вăйран хăваларĕ вăл. Çул çинче Сергей тăрăх шăпăртатса сивĕ тар юхма пуçларĕ. Кăштахранах куçне тавăрса хучĕ, чĕлхине çыртма пуçларĕ. Чарăнтăмăр. Больницăран пире хирĕç килме тухнă медицина ĕçченĕсем упăшкана машинăран хăвăртрах кăларса аллергирен укол турĕç, эмел пачĕç. Тăвайран килекен васкавлă медпулăшу машини те хăвăрт вĕçтерсе çитрĕ. Пĕрремĕш пулăшу кÿрсен те лайăхланни палăрмарĕ. «Больницăна вилĕ çынна илсе килтĕр», — терĕç пире. «Чунĕ çул çинчех тухма ĕлкĕрнĕ», — куççульне чараймасăр калаçрĕ Надежда Указова.
Çула тухма пуçтарăннă пек
Сергей кардиосклерозпа аптăранă. Чĕрине сиплесех тăнă-ха, эмел те пĕрлех чиксе çÿренĕ. Чир ангина хыççăн вăйлах аптăратма тытăннă. Вунă-вун пилĕк çул каяллах пулнă ку, ун чухне вăл полицире тăрăшнă. Шăпах Çĕнĕ çул умĕн Сергейăн пырĕ шыçнă. Вăл кунсенче райцентрта пĕр аптека та ĕçлемен. Уяв пулнăран арçын хăй те больницăна кайма васкаман. Карланкине операци те тутарса пăхнă, ангина йĕр хăварнах. Кил хуçи чĕри канăç паманни пирки калама тытăннă.
«Йăлт куç умĕнче, темиçе минут хушшинче пулса иртрĕ, пачах та ĕненмелле мар. Инкек пĕр кĕтмен çĕртен килсе шаккарĕ. Нимĕн те систермерĕ, тĕлĕкре те курăнман. Мускавран килни пĕр талăк çеçчĕ те тăраниччен калаçса та юлаймарăмăр. Ывăннăскер канса та юлаймарĕ. Çемьепе Шупашкара çитсе килме палăртнăччĕ. Çын вилсен банксем карттăсене тÿрех блокировка лартаççĕ. Пин-кода ахальтен астуса юлмарăм иккен çав кун. Ĕçлесе илнĕ укçипе хăйне пытарма, асăнма тиврĕ. Мускава çÿренĕ пысăк сумкине паянхи кун та тĕкĕнейместĕп: мĕн пур хатĕр-хĕтĕрĕ халĕ те унтах, эмелĕсене те тытман. Вăл чĕрĕ пекех, тулли сумкăна çула тухма пуçтарнă евĕр туйăнать. Таса мар çи-пуçне çеç хăй таврăннă кунах кăларса çунăччĕ», — хурланать тăлăх арăм.
Телефон сас памасть
Надя Акчеле Аслă Елчĕкрен качча килнĕ. Ача чухне пĕрмай çак яла кукамăшĕ патне пырса çÿренĕ вăл. Сергейпа та Акчелтех паллашнă. Каччăна салтака ăсатнă, кĕтсе илнĕ, виçĕ çул т««услă çÿренĕ хыççăн çемье çавăрнă. Икĕ чĕре юратса пĕрлешнĕ чухне Надя — 19 çулта, Сергей 20-ре пулнă. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуралнă вĕсен. «22 çул пĕрле пурăнса вăл мана нихăçан та кÿрентерсе курман, пирĕн çемьере телейпе юрату хуçаланнă», — ăшшăн аса илет упăшкине хĕрарăм. Шкул хыççăн кулинари училищинчен вĕренсе тухнă Надя малтан çар ĕç комиссариатĕнче тăрăшнă. Халĕ ялти лавккарах ĕç вырăнĕ тупнă, аякка çÿремелле марришĕн хĕпĕртет. Малалла вулас...
Елена АТАМАНОВА. Указовсен архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.