Комментировать

7 Ноя, 2018

Сцена ăстинчен - çĕр ĕçне

Элĕк районĕнчи Качалаври Александр Петров юрăç, композитор, баянист сцена çинчен анса çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Кăçал вăл «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программипе грант илнĕ.

Улми йывăççинчен…

Александр Петров фермер хуçалăхне йĕркеленĕренпе кĕçех çулталăк çитет. Çак тапхăрта палăрмаллах улшăнусем пулса иртнĕ. Парка «МТЗ» тракторпа утă çулмалли, тавăрмалли, пре-сламалли агрегатсем хутшăннă. Хĕç тимĕр витнĕ ферма та аякранах курăнса ларать. Хуçа çĕнĕ «хурçă утне» тапратса та кăтартрĕ. «Алăри баян хыççăн трактор рульне тытма еплерех?» — ыйтрăм унран. «Унпа та çÿреме хăнăхрăм ĕнтĕ. Фермер хуçалăхне аталантарма грант парсан тÿрех техника туянтăм», — савăнăçне пытараймарĕ Александр Васильевич.
Выльăх-чĕрлĕх валли вырăн çителĕксĕртен кăçал кредит илсе 22 ĕне вырнаçмалăх витесем тунă. Скважина чавтарса шыв кĕртнĕ. Хальлĕхе ферма пушă. Ĕнесене хире уçăлтарма кăларнă- мĕн, симĕс курăк сахалран хушма апат параççĕ.
Пахчара пысăк утă чĕркемĕсене типтерлĕн купаланă. Вунă ытла ĕнене сума сĕт аппарачĕ туяннă. Куллен 100 кг ытла сĕт сутаççĕ. Çу кунĕсенче ытларах та. Элĕк райповĕ 1 л чĕр тавара 20 тенкĕпе пуçтарать-мĕн. Кăçал Александр Петров Раççейре «Сĕт хатĕрлессипе чи лайăххи» ята та тивĕçнĕ.
Фермера мăшăрĕ Надежда Антоновна тата икĕ ывăлĕ пулăшаççĕ. Асли, хулара ĕçлесе пурăнакан Владислав, канмалли кунсенче тăван ялта, ашшĕ- амăшĕпе пĕрле тăрăшать. Элĕкри шкулта вĕренекен Станислав та вĕсенчен юлмасть. «Ачасен çĕрпе ĕçлес туртăм пур, выльăхсене юратаççĕ. Хуçалăх çирĕп алла куçас шанăç пысăк», — кăмăллăн пĕлтерчĕ ашшĕ.
Александр Петров нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Пĕчĕклех ашшĕсĕр юлнăскерĕн çумне ĕç куршанак пек çыпăçнă. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ вăл. Элĕкри музыка шкулĕн филиалĕ Ехремкассинче уçăлсан арçын ача унта пилĕк çул баян калама хăнăхнă. Уçă саслăскер юрлама юратнă. Алла аттестат илсен Ехремкассинчи культура çуртĕнче ĕçлеме тытăннă. «Культура ву-чахне» чĕртме пĕлÿ çителĕксĕррине ăнланнă каччă Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕнĕ, режиссер профессине алла илнĕ. Тăван тăрăха хавхаланса таврăннă вăл. Кĕçех Элĕкри культура çурчĕ çумĕнче эстрада ушкăнĕ йĕркеленĕ. Çамрăк артистсем хула-ял тăрăх концертпа çÿренĕ, кĕске хушăра ырă ят çĕнсе илнĕ. Александр хăй те илемлĕ юррисемпе халăх умне тухнă. Вăл «Шап-шурă чечексем», «Эп савап сана», «Сирень тĕмми» юрăсен авторĕ. Хăй вăхăтĕнче 30 ытла кĕвĕ хывнă. «Телеюрă» кăларăмсенче те палăрнă.
Пултаруллă йĕкĕт хăй пек ĕçчен те маттур хĕрпе Надеждăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Мăшăрĕ Элĕкри ача садĕнче — воспитательте, Александр культура çуртĕнче методистра вăй хунă. Каярахпа Петровсем тăван тăрăха, Ехремкассинчи культура çуртне ĕçлеме куçнă: Надежда Антоновна — культура çурчĕн директорĕнче, Александр Васильевич художество пултарулăх ертÿçинче тăрăшнă.
Çамрăк çемье тĕп килте ватă ăрупа килĕштерсе пурăннă. «Арçыннăн çурт, йывăç лартмалла, ача çитĕнтермелле. Çакна асра тытса уйрăм çурт-йĕр çавăрма палăртрăмăр, — кăмăллăн калаçрĕ вăл. — Анчах культура ĕçченĕн шалăвĕпе ĕмĕте пурнăçа кĕртеймĕн. Хушма хуçалăхра вуншар сысна, ĕне усрарăмăр, 2-3 гектар çинче çĕр улми, пахча çимĕç туса илсе сутрăмăр. Пусăн-пусăн пуçтарнă укçапа ялта пĕчĕк çурт илтĕмĕр. Кайран ун вырăнне икĕ хутлă çурт туса лартрăмăр. Çамрăк специалистсене пĕр хут паракан патшалăх пулăшăвне тивĕçни те ĕмĕте çывхартма май пачĕ».
Çемйипе канашланă хыççăн Александр Петров фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Надежда Антоновна ăна хаваспах пулăшма килĕшнĕ. «Таса, ăшă вырăнтан, ташă-юрă тĕнчинчен çĕр ĕçне куçма хăрамарăр-и?» — ыйтрăм фермертан. «Çук, ку — чун туртăмĕ, ăна пурнăçламаллах. 1990 çулсенчех эпĕ çĕрпе ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Çакă ман пуçран тухман темелле. Çĕр çинче хам тĕллĕн ĕçлесе пурăнас килетчĕ. Анчах вăл тапхăрта лару-тăру пăтрашуллă пулнăран тăхтаса тăтăм. Вăйлăрах фермерсем ун чухнех аталанса кайрĕç. Халĕ, кая юлса пулин те, хам ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм», — терĕ вăл. Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.