Анатолий ТИМОФЕЕВ: Канлĕх, лăпкăлăх мĕнне пĕлес марччĕ ĕмĕрне
«Хыпар» хаçат тĕпелне паян пичет ветеранне, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Анатолий Тимофеева чĕнтĕмĕр. Ăна пирĕн хаçата чылай çул çырăнса илекенсем те аван пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен Анатолий Артемьевич пенси çулне çитнĕ хыççăн «Хыпар» хаçатăн республикăн кăнтăр районĕсенчи корреспондентĕнче вун пĕр çул тăрăшса ĕçлерĕ. Редакципе халĕ те çыхăну тытать. Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче 80 çул тултарнă ветеран канлĕхпе лăпкăлăх мĕнне паянхи кун та пĕлмест-ха: статьясем, калавсем çырать, вĕсене пухса кĕнеке кăларать, вулакансемпе тĕл пулать. Çапла хастар пулма мĕн хавхалантарать-ха ăна?
— Канма тухнă хыççăнах çырма пăрахнă е пĕр-пĕр пĕчĕк ĕçе те пулин хутшăнман пулсан эпĕ тахçанах сирĕнтен уйрăлса кайнă пулăттăм — малашне хам никама та кирлĕ маррине туйса, сумсăрлăхпа тата никама та нимĕнле усă та парайманнине пĕлсе намăсланнипе. Тĕнчипе паллă ăсчахсем, çав шутра Чăваш Патриархĕ Иван Яковлев та, «Çынна ĕçсĕрлĕх, мĕн пуррипе çырлахни пĕтерет» текен шухăша пусăм тусах палăртнă вĕт. Классиксем «Этеме ĕç тĕвĕленĕ» /е тунă тейĕпĕр/ тесе вĕрентнине те никам та хирĕçлеймест, — терĕ Анатолий Тимофеев.
— Пирĕн коллектив, çав шутра хальхи çамрăксем те, сире лайăх пĕлет. Чăваш патшалăх университечĕн студентки Ирина Волкова хăйĕн «Анатолий Тимофеев журналистăн ял хуçалăх ыйтăвĕсене çутатнин уйрăмлăхĕсем 1999-2007 ç.ç. » квалификаци диплом ĕçĕнче сирĕн пултарулăха сумлăн палăртнине, унăн тĕпчевĕпе пĕтĕмлетĕвĕсене комисси пысăка хурса хакланине те пĕлетпĕр эпир. Калăр-ха тархасшăн, сире мĕн хавхалантарса пырать?
— Тавах. Маншăн ăсталăхăн тĕп лаççи Елчĕкре пулнă ахăртнех. Мĕншĕн тесен эпĕ нумай çул район хаçатĕнче, çав шутра редакторта та, вăй хунă. КПСС райкомĕнче — 15, «Советская Чувашия» тата «Хыпар» хаçатсенче çирĕм ытла çул ĕçленĕ хушăра та «Колхоз ялавĕнчен» /халĕ «Елчĕк ен»/ уйрăлман. Чун ыйтнипе, вулакансене курăмлăрах материалсем сĕнес тĕллевпе хамăн проектсене — социаллă ыйтусене çутатассипе çыхăннăскерсене — Пичет министерствине тăратрăм, район хаçачĕ валли виçĕ грант /пĕр çулхине — 100, икĕ çул 200-шер пин тенкĕлĕх/ çĕнсе илтĕм. Çапла вара уйăхсерен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсене çутатакан вун-вун страница пичетлесе пыма пултартăм. Йышлă вулакансен тата редакци тавĕ ывăнмасăр ĕçлеме вăй-хал тата хавхалану кÿрсе пычĕ.
— Анатолий Артемьевич, 5 çул каялла, эсир 75 тултарнă çулхине, «Хыпар» хаçатра Николай Зимин поэт сире «Мăн Атăл пек-ха пирĕн ĕмĕт» сăвăпа саламларĕ. Унта «Хыпаршăн» хыпăнса ĕçлетĕн, «Сувар» та саншăн ют кил мар. Ĕçчен ятне, чысне çĕклетĕн, сÿнмен-ха чĕрери кăвар» текен йĕркесем те пурччĕ. Эсир «Сувар» хаçатпа та туслă-им?
— «Сувар» пирки калас пулсан... Манăн ăна кăларма тытăнас енĕпе сахал мар вăй хума тиврĕ. Малтанхи редакторне тупакансен хушшинче те эпех пултăм. Ăна Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш пухăвĕнче шыраса тупса тĕп редактор пулма çураçтарни те асрах. Вăл кĕтмен çĕртен вилсен вара çĕнĕ хаçата кăларакансене пулăшрăм, редакцин Атăл ку енчи районсенчи корреспондентĕнче ултă çул ĕçлерĕм. Пĕррехинче «Советская Чувашия» хаçатри пĕр юлташ: «Çакă тĕп тивĕçе пурнăçлама чăрмантармасть-и?» — тесе ыйтрĕ. «Вăл мана Тутарстанри чăвашсемпе тачăрах çыхăну тытма, вĕсем çинчен «Хыпарта» тĕплĕнрех, анлăрах çырма пулăшать кăна», — хуравланăччĕ ăна.
— Çав хушăрах эсир çине-çинех кĕнеке кăларатăр. Акă нумаях пулмасть «Суйласа илнисем» ятпа вун тăваттăмĕш пичетленчĕ. Кĕнеке кăларас шухăш патне хăçан тата мĕншĕн пырса тухнине ас тăватăр-и?
«Кайăк вĕçме çуралнă, этем — ĕçлеме», — теççĕ. Ачаллах канлĕх, лăпкăлăх курман та, çав «чир» паян та уйрăлмасть манран. Шкулта вĕреннĕ чухне каникул вăхăтĕнче кĕтÿ те кĕтнĕ, çулсем иртнĕçемĕн вăрман касма, торф кăларма та çÿренĕ, çавăнпа алă ĕçшĕн кĕçĕтсех тăнă. Тантăшсем урамра кусналла вылянă вăхăтра киле машинăпа тырă тиесе килни, лайăх укçа илнĕрен чипер тумланса таврăнни, хамăр касра пĕрремĕш радиоприемник туянса Тутарстан ялĕнчи кÿршĕ-арша Шупашкар радиовĕ чăвашла калаçнине итлеттерни мăнкăмăллăх çурататчĕ. Каярахпа, йĕркеллĕрех çырма пуçласан, хам мĕн тÿсни, курни, асра юлни пирки вулакана ытларах каласа парас шутпа, тĕрлĕ жанрлă, пысăкрах калăпăшлă хайлавсем кăларма тытăнтăм. Эпĕ хаçатсенче çырнă пысăк пĕлтерĕшлĕ материалсене асăрхакан редакторсем хăйсемех Чăваш кĕнеке издательстви планĕ валли тĕрлĕ темăпа ĕçлеме сĕнетчĕç. Çапла майпа малтанхи «Ырă йĕр», «Пурнăçа юратса» кĕнекесем тухрĕç.
— Паянхи кун кĕнеке кăларма та укçа сахал мар кирлĕ теççĕ. Тĕрĕсех-и?
— Чăнах та, халĕ çыравçă пуян пулмасан пĕр кĕнеке те вулакан патне çитеймест. Ĕлĕкрех, чĕрĕк ĕмĕр каялла, «Фатуна хыв, пикеçĕм...» кĕнекене 4000 тиражпа кăларма мехел çитернĕччĕ. Ăна киосксенче е ытти çĕрте самантрах илсе пĕтерчĕç. Паян вара илемлĕ 200-300 экземпляр кĕнеке пичетлеттерме те икĕ-виçĕ çул пен-сийĕ кирлĕ. Халăхра тĕрĕс сăмахах çÿрет ахăртнех: пĕр писатель хăй çырнисене пичетлеме ĕнине те, ытти выльăхне те, мунчине те сутса янă имĕш. Çапах эпĕ те, ытти чылай çыракан та çав-çавах малалла тапаçланатпăр. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Светлана ВАСИЛЬЕВА. василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.