Комментировать

4 Июн, 2014

Çĕр-шыв чысне хÿтĕлет

Çĕнĕ Шупашкар каччи, пултаруллă хоккеист Александр Протапович çĕр-шыври çамрăк хоккеистсен пĕрлештернĕ командин йышне кĕнĕ.

18-ти яш Олимп резервĕсен 4-мĕш спорт шкулĕнчен вĕренсе тухнă, "Сокол" команда чысне хÿтĕленĕ. 2011 çулта юниорсен чемпионатĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ, çĕр-шыв ăмăртăвĕнче мала тухнă. 2012 çул та уншăн ăнăçлă пулнă: çамрăксен Хĕллехи Олимп вăййисенче çĕр-шыв хоккеисчĕсем пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Пĕр вăхăт пирĕн ентеш Хусанти "Ак Барс", Канадăри "Ниагара Айс Догс" спорт клубĕсемшĕн вылянă, кăçалтанпа - Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче. Уйăх каялла пирĕннисем Финляндире иртнĕ тĕнче ăмăртăвĕнче вăй виçнĕ, анчах çурма финалта çамрăк хоккеистсем тупăшуран тухса ÿкнĕ. Паянхи кун вĕсем пĕрремĕш хут иртекен Пĕтĕм тĕнчери "Хура тинĕс кубокĕ" турнира хутшăнма хатĕрленеççĕ.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.