Комментировать

31 Окт, 2018

"Самант" журнал, 10 №, 2018 çул

«Самант» журналăн çĕнĕ номерĕнче

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕ — Хуняма /теща/ кунĕ. Пирĕн вулакансем, каччăсем, пулас хунямăшĕсене мĕнле кураççĕ-ши? «Самант» ыйтăмне 24-ри блогер Александр Яшков, 23-ри механик Юрий Иванов тата 29-ти фотокорреспондент Василий Кузьмин хутшăнчĕç.

Вăл амăшĕн илемлĕ сассине ăмсанса итленĕ. Пилĕк çултах сцена çине тухнă. Паян вара куракана «Каçхи çумăр», «Икĕ чун», «Тĕттĕм каç», «Малта телей кăна» тата ытти нумай юрăпа савăнтаракан Алина Савельева «Самант» журнал вулаканĕсене чунне уçма килĕшрĕ.

«Пирĕн тантăш» рубрикăра — Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемре çуралса ӳснĕ, халĕ Канашри финанс тата экономика колледжĕнче ăс пухакан Марина Матвеева. Унра пултарулăх иксĕлми…

ЫРĂ ТĂВАКАНСЕН ÇУЛТАЛĂКĔ. Патăрьел районĕнчи Турханти тухтăр амбулаторийĕн çемье тухтăрĕ Анатолий Кольцов — тĕлĕнмелле çын. 2000 çултанпах ырă тăвакансен ретĕнче вăл.

КУЛЬТУРА ХУРАНĔ. Анна Шарм — Ливанра. Ирина Шинжаевăн куçĕсем мĕншĕн тавлаштараççĕ? Вера Кожеманова чăвашла этно-джаз аталантарать. Рената Волковăн ывăлĕ — журналист.

ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. Тутар халăхĕн йăли-йĕркипе Ринэ Абеева паллаштарать.

ХИТРЕ ТУМЛАНАР-И? Каччăсен кăçал мĕнле куртка тăхăнмалла?

ÇУЛ ÇӲРЕВ. Венгрире — музейри пек.

«САМАНТ» ХĂНИ. «Пĕртăвансем» ушкăн: Пиччесемпе аппасем, пулăр яланах пĕрле.

ТĔПЕЛТЕ. «Тăван радио» аслă редакторĕ, «Ир пулсан» телекăларăм ертӳçи Ольга Элиме рикоттăпа пĕçернĕ груша хатĕрлеме вĕрентет.

КАЛАВ. «Тавах, Таня, куçа уçнăшăн. Чутах Викăпа çемье çавăраттăм вĕт….»

ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! 22 çулти каччă хăйĕнчен 10 çул аслăрах пикене юратать. Ăна канăç паман ыйтусен хуравне Елена Рымарь психолог тупма пулăшрĕ.

ТИШКЕРӲ. Чăвашла пĕлменнисем чăвашла юрланине халăх мĕнле йышăнать?

ЮРАТУ-ЫРАТУ. Атте-анне ĕçреччĕ. Асанне патне кӳршĕри Санькка аппа ларма каçатчĕ. Шкултан таврăнсан урок вĕреннĕ вăхăтра вĕсем такама шеллесе калаçса ларни хăлхана час-часах кĕретчĕ…

ПРОФЕССИРИ ПĔР КУН. 24-ри Николай Иванов — васкавлă пулăшу машининчи фельдшер. Мĕнлерех иртет-ши унăн ĕç кунĕ?

СТУДЕНТСЕН ТĔНЧИ. Раççейри аслă шкулсенчи чи хитре хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче вĕренет.

ПИРĔН ВЕРНИСАЖ. Геннадий Никандрович Волков — этнопедагогика никĕсне хываканĕ, профессор.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.