Ăс патăр ватти, вăй патăр яшши
Чăваш Енри — лайăхрах
Чăн та, малтан ытти пахча çимĕç те лартса пăхнă Варламовсем: кишĕр, кăшман, сухан, çĕр улми… Хăяр çитĕнтерес шухăш та пулнă кил хуçин. Анчах тупăш панине кура каярах çĕр улмипе купăстана çеç суйланă. «Кăçал икĕ сорт купăста çитĕнтертĕмĕр, иккĕшĕ те Голланди сорчĕсем. Çумăр çунă пулсан пысăкрах пулатчĕ. Маларах вара ир, вăтам çитĕнекеннисене те ÿстернĕ. Ир пулакан сортпа тупăш тăваттăмăр. Халĕ ăна сутмашкăн кăнтăртан илсе килнĕрен пирĕн çул хупăнчĕ. Вăтам вăхăтра çитĕнекенни те аван. Халĕ шăпах ăна ыйтаççĕ. Малтанхи çумăрсемпе лайăх ÿсет вăл, пысăк пулать. Шел, эпир ăна кăçал лартман. Çанталăк çакнашкал пуласса кам пĕлнĕ? Мари Эл çулсеренех купăста ытларах çитĕнтеретчĕ. Кăçал унта çĕр улми нумайрах лартнă. «Иккĕмĕш çăкăрăн» хакĕ хальлĕхе пысăках мар. Çитменнине, ир кăларнăран унăн хуппи хытса çитеймерĕ. Çавăнпа тиркеме пăхаççĕ. Хресчен пурнăçĕ лотерея вылявĕ пек», — терĕ фермер.
Купăста касакансене вăл таврари ялсенчен пуçтарать. Вĕсене ирхине машинăпа кайса илет, каçхине каялла леçет. Кăнтăрла апатлантарать, ĕçленĕшĕн кунне пĕр çынна 700 тенкĕ укçа парать. Вырăнти çынсем çукпа пĕрех ушкăнра, ытларахăшĕ Çĕмĕрле районĕнчен пулнине каларĕ Владимир Леонтьевич. «Пирĕн ялта ĕçлеме пултаракан çын çук, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Çамрăксем ют тăрăхра вăй хураççĕ. Лавкка алăкне хураллаканран усси çук».
Купăста калчине Варламовсем хăйсем лартса çитĕнтереççĕ. Çавна май вĕсен пысăк теплица пур. Торф туянма вара Ленинград облаçне çити каять.
«Купăста вăрри туянса пулнă тăкака патшалăх 90 процент таран саплаштарать. Пирĕншĕн çакă питĕ аван», — пĕлтерчĕ арçын. Ĕçлесе курнă, тĕрĕсленĕ вăрлăхсене çитĕнтереççĕ вĕсем.
Купăстана Ростов, Иваново облаçĕсенченех туянма килеççĕ. Çĕр улмине те аякри тăрăха сутаççĕ вĕсем. «Чăваш Енре çитĕнтернĕскере мухтаççĕ. Эпир удобрени ытлашши сапмастпăр. Ростов облаçĕнчен çулсерен ятарласа çĕр улми туянма килет пĕр водитель. Унăн тути лайăххине палăртать вăл. «Иккĕмĕш çăкăра» хăйсем патĕнче те чылай çитĕнтереççĕ. Анчах пирĕнне ытларах кăмăллаççĕ. Хăйăрлă вырăнта ÿснин тути япăх. Эпĕ «Гала» сорт лартатăп. Тухăç кăçал аванах пулчĕ», — кăмăллăн калаçрĕ кил хуçи.
Ял пушанать
Варламовсем малтан ĕне выльăх та тытнă. Темиçе кун каялла çеç сутса пĕтернĕ. «Мĕншĕн сутма шут тытрăр? Пахча çимĕç, тыр-пул çитĕнтернипе çеç тутă пулаятăн-и?» — ыйтатăп кăсăкланса. «Эпир çитĕнтернĕ, туса илнĕ апат-çимĕç йÿнелет. Топливо, удобрени хакĕ ÿсет. Саппас пайĕсем те вĕсенчен юлмаççĕ. Пĕр болт кăна 300 тенкĕ тăрать. Чăн та, фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ чухне эпĕ выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлеме шухăш тытнăччĕ. Мĕншĕн тесен ку отрасльпе кредит илме çăмăл. Сăмахран, сĕт укçипе ăна тÿлесе пыма та меллĕрех. Ÿсен-тăрана, пахча çимĕçе вара пĕр хутчен, кĕркунне, çеç туса илетĕн. Сĕт хакĕ йÿнелни пăшăрхантарать ял çыннине. Пирĕн урамра халĕ выльăх çукпа пĕрех, чылайăшĕ ĕнине сутрĕ. Астăватăп: хур тытакан та чылайччĕ. Паян ăна кÿршĕсем çеç усраççĕ, сурăх та çук», — пулчĕ хурав. Хăй çавăнтах икĕ çул-йĕрпе вăй хума кансĕр пулнине те палăртрĕ. Çулла кĕтĕве кайма та çын кирлĕ-çке. Çитменнине, Владимир Леонтьевич хăй те çамрăк мар, тивĕçлĕ канура. Юрать, ывăлĕ Ваня ашшĕ-амăшĕпе яланах юнашар. Шупашкарта пурăнать пулсан та кашни кун тăван ялне ĕçе çÿрет. Малалла вулас...
Валентина ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.