Комментировать

24 Окт, 2018

Тĕпленсе пурăнма

Малашне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче фермерсем хăйсем валли пурăнмалли çурт лартма пултараççĕ. Кун пирки РФ Патшалăх Думи саккун проектне пĕрремĕш вулавпа йышăннă.
Патшалăх Думин депутачĕ, «Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» проект координаторĕ Владимир Плотников палăртнă тăрăх, фермерсем хăйсен лаптăкĕнче пурăнмашкăн çурт лартма пултараççĕ. «Çак саккуна йышăнассишĕн эпир чылай çул тăрăшрăмăр. Халĕ фермер хăйĕн çĕрĕ çинче тĕпленсе пурăнма та пултарать. Куллен ялтан ĕçе çÿремелле мар. Саккун проекчĕ йĕркене пăсасран асăрхаттармалли ятарлă механизмсене те палăртать: сăмахран, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче сутлăх çурт-йĕр тума чарасси таранах», — пĕлтернĕ Плотников.
«Раççей ялĕ» парти проекчĕпе килĕшÿллĕн 2017 çул вĕçĕнче çĕр ыйтăвĕпе Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унăн кăтартăвĕ тăрăх, çĕр ыйтăвĕ тĕлĕшпе сĕнÿсем, рекомендацисем туса хатĕрлерĕç. Эпир вĕсене пăхса тухма Правительствăна тата РФ Ял хуçалăх министерствине, Патшалăх Думин комитетне, çавăн пекех регионти влаç органĕсене ярса патăмăр. Саккун проектне анлă сÿтсе яврĕç, чылай депутат ăна пĕрремĕш вулавпа ырласа йышăнчĕ», — палăртнă вăл. Малалла вулас....

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.