Комментировать

22 Окт, 2018

Пурнăçпа вилĕм хушшинче

Арçын куççулĕ

— Кĕçĕр çĕр каçаймастăп пулĕ…
Арçынсем макăрмаççĕ теççĕ те, кĕç-вĕç юлашки хут сывласа илме пултарассине ăнланни, çак шухăша чун-чĕре витĕр кăларни, ахăртнех, такама та пăлхантарĕ. Реанимаци уйрăмне вырнаçтарнă арçыннăн куçĕнчен шултра куççуль йăлтăртатса анать… Шăлмасть ăна вăл. Тен, шăлĕччĕ те, хăйне çапла тыткаласа çывăх çыннине кулянтармĕччĕ, унăн ахаль те çунса тухакан чунне татах та пăлхантармĕччĕ. Капла — вăйсăр, хевтесĕр — курма хăнăхман мăшăрне хĕрарăм. Арçын тени хĕрарăмшăн яланах ăмăрт кайăк вырăнĕнче мар-и? Анчах пурнăçра темĕн те пулать. Инкеке никам та ыйтса илмест. Акă вăл — унăн юратнă çынни, пурнăçпа вилĕм хушшинче асапланаканскер. Çапла, хальлĕхе пĕрле вĕсем, пĕр-пĕрне куçран пăхса сăмахсăрах калаçма пултараççĕ. Хĕрарăм мăшăрĕн аллине асăрханса сĕртĕнет: йĕри-тавра медицина оборудованийĕ, ăнсăртран перĕнсе сиен кÿрес мар… «Кунтах эсĕ, усал шухăшсене вара кăларса пăрах пуçунтан, йăлтах йĕркеллĕ пулать. Чи кирли — операци ăнăçлă иртнĕ, ыттине пĕрле чăтса ирттерĕпĕр… » Çак сăмахсене мăшăрĕн куçĕнче вулать арçын. Чăннине, паллах, иккĕшĕ те ăнланаççĕ — кирек хăш самантра темĕн те пулса иртме пултарать. Тепĕр тĕнчене куçас тесессĕн утăм та тумалла мар… Çак шухăш иккĕшĕн чунне те пăвса тăрать. Йывăр та кăткăс операци тÿссе ирттернĕскер сывлаймасăр асапланать. Кашни сывлăш чĕптĕмĕ юлашки пулассăнах туйăнать. Шăлĕччĕ вăл чун тĕпĕнчен пăчăртанса тухнă куççульне, хăйĕн вăйсăрлăхне кăтартмĕччĕ мăшăрне, анчах та аллине çĕклемешкĕн те хевти юлман унăн. Çапах та çак самантра — чи йывăр самантра — çывăх çыннине юнашар курни, ăна перĕнме май пулни, алăран тытни темĕнле хăват хушать ăна. Кирлĕ-ха вăл ку тĕнчере. Ăна юратаççĕ. Çакна ăнланни арçынна чун хавалĕпе малалла талпăнма хистет.
Ку — кăçал, республика кардиологи диспансерĕнче пулса иртнĕ ÿкерчĕк. Пурнăç ÿкерчĕкĕ. Пĕрре те иккĕленместĕп, кулленхи лару-тăрура арăмĕпе упăшки хушшинче темĕн пулса иртсен те йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне алă тăсаççех вĕсем. Пушшех те — саманчĕ юлашки пулмасса кам шантарĕ? Шел, хальлĕхе çакăн пек саманта та пĕрле пайлама пурин те май çук. Асăннă диспансертах упăшки патне реанимацие кĕртменнине каласа кăтартрĕ тепĕр хĕрарăм.

Шывпа пĕрле…чун таврăнать

Çак йĕркесем ахальтен, пушă вырăнта, хускатнă сăмах мар — чун ыйтнипе çуралаççĕ. …2004 çул. Республика клиника больници. Наркоз ыйхинчен такам кăшкăрнипе вăранса тăна кĕретĕп. Мĕн пулнă? Кам сасси? Пĕтрĕмĕр — сасси хамăн иккен. Мĕншĕн кăшкăратăп — хам та ăнланмастăп. Чарăнас тетĕп — чарăнаймастăп. Аранах ăнкарса илетĕп — операци сĕтелĕ çинче шăнса хытнă. Кун пекех нихăçан та шăнса курманччĕ. Чăтайми сивĕ пулнипе кăшкăратăп иккен. Реанимацие илсе анаççĕ. Шыв ĕçес килет. Юрамасть. Тута кăна мар, пĕтĕм кĕлетке шывшăн антăхать. Чун та типсе ларнă. Тин çуралнă ача, чĕлхи уçăлманскер, шывшăн кипкене хывса парăттăмччĕ тесе калать тет. Аннем çапла калатчĕ. Хам та халĕ — тин çуралнă ача пекех. Алăсенче — медицина приборĕсем. Хускалма çук. Хускалас тесессĕн те — вăй çук. Медсестрасем, чăн та, пăхсах тăраççĕ. Çине-çинех пырса укол тăваççĕ. Вĕсем маншăн кулянаççĕ-и? Вĕсем хăйсен ĕçне пурнăçлаççĕ. Вĕсен кунта ман пекки кунĕн-çĕрĕн иртет. Конвейер. Кашниншĕн кулянса ларсан медперсоналăн кунта вăй хума сывлăхĕ те çитес çук. Манăн вара чун читлĕхри кайăк пек тапăлтатать. Пуçа çĕр тĕрлĕ шухăш пăралать… Тин кăна чупса çÿреттĕм. Мĕншĕн килтĕм пĕрех хут больницăна? Юлашки кунсене çемьепе ирттермеллеччĕ. Хам урапа утса çÿрекен пулăп-и ÿлĕмрен? Тухаймасан… Çывăх çыннăмсене курăп-и тепре? Çак самантра — хам куçа хам ĕненместĕп — мăшăрăм… умра тăрать. Куçа мăчлаттаратăп. Тĕлĕк мар. Мĕнле майпа кунта вăл? Реанимаци уйрăмĕ-çке… Кунта кĕртмеççĕ. Тухтăрсемпе калаçса татăлнă-мĕн. Лешсем йăпăртлăха кĕрсе тухма ирĕк панă.
— Шыв… — урăх нимĕн те кирлĕ мар мана. Шурă халатлисем бинт татăкне йĕпетсе тута çине хума ирĕк параççĕ. Шыв… Чун хĕсĕнсе çитнĕ, кĕлеткепе сыв пуллашма хатĕрленнĕ самантра пурнăç парнелет вăл. Çакна пĕр хутчен мар тÿссе курма тÿр килчĕ. /Ахальтен мар чи курайман тăшманне: «Вилме выртсан шыв паракан та ан пултăр сана!» — тесе ылханать чăваш. Пурăнма пÿрнин чунĕ шывпа пĕрле каялла кĕлеткене таврăнать ахăртнех. Пурнăç каçалăкĕ вĕçне çитнин вара шывпах тасалса çăвăнса тухать ахăр…/ Нÿрĕ бинт шалтан тухакан вĕри сывлăшпа пиçсе хăмпăланнă тутана сиплĕх кÿрет. Мăшăрăм халĕ — Турă пекех маншăн. Вăл аллăмран тытни çирĕп шанăç кÿрет — тухатăпах.

Юлашки сăмах

2014 çул. Пысăк çухату тÿссе ирттернĕ хыççăн йывăр шухăшсенчен епле те пулин хăтарас тĕллевпе ачамсем канма йыхравларĕç. Аллă çултах пурнăçран уйрăлчĕ пиччем. Сыв пуллашса ĕлкĕртĕм хăть. Муркаш район больницин медсестри, ятне каламарĕ, телефонпа кăвак çутăллах шăнкăравласа çине тăрсах больницăна çитме хистерĕ. Кур-ха, шурă халатлисен хушшинче те чунĕсем хытманнисем пур… Çапах та усалли пирки шухăш та пулмарĕ-ха. Ара, тин кăна калаçрăмăр. Çулланнă тапхăрта çемьесĕр тăрса юлчĕ пулин те пурăнмах авăрланатчĕ, кил-çурта юсарĕ, пăру туянса арçын пуçĕпех ĕне усрас ĕмĕтлĕччĕ. …Палатăран реанимаци уйрăмне куçарнă чăнах та. Ĕмĕрлĕхех сыв пуллашнине тухтăрсем тавçăрчĕç ахăртнех. Çавăнпах-тăр, кĕме чармарĕç. Пиччем алăпа сĕлтсе телефона палатăран хăй патне илсе пыма ыйтрĕ: самайланĕ те, ман пата шăнкăравлĕ. Шăнкăравлаймарĕ… Çав каçах çитрĕ усал хыпар.
Çак шухăшсемпе айланса Мускава çитсе пынине асăрхаман та. Телефон кĕтмен çĕртен шăнкăртатни шартах сиктерчĕ. Тантăшăм çыхăнасшăн иккен. Иксĕмĕр те питĕ ĕçлĕ те, пĕри те тепри васкавлă кирлĕ чухне кăна чăрмантаратпăр пĕр-пĕрне. Çамрăк чухне аннемĕрсем туслă пулнă. Унăн амăшĕ, ытти тăванĕ пекех, шкул хыççăн хулана васканă. Манăн анне вара кукамая пĕччен пăрахса хăварайман. Аслисен туслăхĕ пире куçнă. Телефона тытса хам Чăваш Енрен аякра пулнине, роуминг укçа «çинине» пĕлтерме хыпаланатăп. Кĕтмен хыпар анратса ярать. Тантăшăм амăшне ĕмĕрлĕхех çухатнине пĕлтерет, юлашки çула ăсатмашкăн пыма чĕнет. Мĕнле апла? Мĕн сиксе тухнă? Пуçне юн кайнă иккен. Васкавлă пулăшу больницине илсе çитернĕ чух сывланă-ха хĕрарăм.
— Хам та медицина ĕçченĕ вĕт-ха, — сасси те хурланнипе, те кÿреннипе чĕтрет тантăшăмăн. — Аннепе сыв пуллашма та кĕртмерĕç реанимаци уйрăмне. Шурă халата та пĕрлех илсе кайнăччĕ… Алăкран инçе те мар выртатчĕ аннем. Ун çине пăхса кăна тăтăм. Епле тытас килетчĕ аллинчен! Юлашки самантра, пĕлсех тăратăп, унăн та çывăх çыннисен çумĕнче пулас килетчĕ. Юлашки сăмахне калаймарĕ, аннен юлашки сăмахне илтеймерĕм…
Çак больницăрах 2007 çулта пулнине каласа кăтартать тепĕр тантăшăм.
— Операци хыççăн аннене реанимаци уйрăмне вырнаçтарчĕç. Виçĕ сехет çапăçрăм, тилмĕртĕм, ÿкĕтлерĕм… Кĕртмерĕç. Паянчченех ÿкĕнетĕп — тен, укçа сĕнсе пăхмаллаччĕ? Аннен юлашки сăмахĕ чунăмра упранĕччĕ, малалла пурăнма хавхалантарĕччĕ. Калаймарĕ… Малалла вулас...

www.hypar.ru

Рита АРТИ хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.