Комментировать

19 Окт, 2018

Çавра сĕтел: чăваш пурнăçĕн тĕпчевçи

Чăваш Енре Атнер Хусанкая пĕлмен çын çук пулĕ. Атнер Петрович чăваш чĕлхи аталанăвĕпе, халăхсен хушшинчи хутшăнусем, Чăваш тата Уралпа Атăл тăрăхĕнчи поэтсем çинчен 300 ытла статья пичетленĕ.

Паллă ăсчах, лингвист, обществăпа политика ĕçченĕ пирки сăмах пуçарма мĕн хистерĕ-ха? Вăл çуралнăранпа 70 çул çитрĕ. Çавна май паян Чăваш наци библиотекин лару залĕнче «Чăн чăваш филологийĕ: иртнĕ ĕмĕр ăслăлăхĕ е пирĕн пуласлăх?» ыйтупа «çавра сĕтел» иртрĕ.

Мероприятие уçнă май ЧР Общество палатин председателĕн пĕрремĕш çумĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров юбиляра салам сăмахĕ каларĕ. Анатолий Ильич çавăн пекех Атнер Петрович пурнăçĕнчи паллă самантсем пирки те чарăнса тăчĕ. Ун кун-çулĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи ĕçĕсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Сăмахран, 1990-94 çулсенче вăл ЧАССР Аслă Канашĕн 12-мĕш сасăлавĕпе депутата суйланнă. Культура, чĕлхе аталанăвĕ тата наци хутшăнăвĕсен яланхи комиссине ертсе пынă. Вăл ертсе пынипе «Чăваш патшалăх суверинитечĕн Декларацийĕ», «Чăваш Республикинчи Чĕлхе саккунĕ», «Чăваш Республикинче 1993-2000 çулсенче Чĕлхе саккунне пурнăçламалли патшалăх программи», патшалăх символĕсен саккун акчĕсем, Чăваш Республикин Президенчĕ çинчен йышăннă саккун тата ытти документсем йышăннă.

Чăваш наци конгресĕн президиумĕн пайташĕн Николай Лукияновăн шухăшĕпе те, çирĕммĕш ĕмĕр вĕçĕнче тăван халăхшăн пурнăçланă ĕçсенче Атнер Петровичăн тÿпи чăннипех вышкайсăр пысăк.

«Çавра сĕтелте» И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литература кафедрин профессорĕ Юрий Артемьев, Раççей Ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçченĕ Александр Барулин, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕпе ертсе пыракан ăслăлăх ĕçченĕ Николай Егоров, Антонина Мордвинова искусствовед, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литература кафедрин пуçлăхĕ Геннадий Корнилов, Борис Чиндыков çыравçă, Юрий Яковлев литература тĕпчевçи сăмах илчĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: