Комментировать

19 Окт, 2018

Хăмпă артист

Ялтан килнĕ Çăпата
Тухнă артиста:
Юптарать те култарать –
Халăха савăнтарать.
Çăпата çеç-и –
Пурте «çунтараççĕ»:
Улăм пĕрчи кĕвĕ калать,
Йĕм пĕççи юрă юрлать,
Пушмак кантри такмаклать,
Атă кĕлли ташша çапать...
Пурте артистсем –
Пултаруллăскерсем.
Хăмпă çеç айккинче тăрать,
Вĕсене кура тăра
«Çĕпри» йÿçрĕ Хăмпăра:
«Эп вара мĕнрен начар?
Юрламашкăн пур çăвар,
Ташламашкăн та хастар,
Аллăм-урам катăк мар».
Тухас терĕ пĕр кунне
Хăмпă кулăш ăстине:
«Шÿтлеме эп юрататăп,
Мыскара та кăтартатăп,
Çăпата пекрех кăна
Пултаратăп култарма».
Çапла вара çуркунне
Хăмпă пухрĕ туссене:
Кăлтăртатрĕ, ахăлтатрĕ,
Ихĕлтетрĕ, ĕхĕлтетрĕ,
Пĕр сăмах та калаймарĕ,
Шÿчĕпе култараймарĕ...
Пулаймарĕ Хăмпăран
Шÿт ăстине тухасси,
Артист ятне илтесси,
Çăпатаран иртесси...
—————————————————————
Эх, мĕн-ма-ши тепĕр чух
Кĕвĕçет-ши пирĕн чун?

Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.