Комментировать

19 Окт, 2018

Депутатсем саккун проекче́сене ырларе́ç

ЧР Патшала́х Канаше́н черетле́ çире́м та́ватта́ме́ш сессийе́ Керчьри политехника колледже́нче пулна́ инкекре вилнисене аса́нса пе́р минут ша́п та́нинчен пуçланче́. Кун йе́ркине пе́те́мпе 20 яха́н ыйта́ва ке́ртне́.

Пе́рреме́ш ыйтупа - ва́л Ча́ваш Республикин бюджет право хутша́на́ве́сене йе́ркелесси çинчен калакан саккунне улша́нусем ке́ртессипе çыха́нна́ - ЧР Министрсен Кабинече́н Председателе́н заместителе́ - финанс министре́ Светлана Енилина доклад туре́. Ва́л ку документа районсен, хула округе́сен бюджет тиве́çтере́вне шайлаштармашка́н дотацисем уйа́рассипе тата пала́ртассипе çыха́нна́ мелсене ула́штарна́ран хате́рленине пе́лтерче́. Малашне муниципалитетсен бюджет тиве́çтере́ве́н шайне çе́не́ ка́тартусене - налук потенциале́н индексне тата бюджет расхуче́сен индексне - шута илсе пала́ртассине каларе́ министр. Дотацисене çе́не́лле шутламалли механизма республика́н 2019 çулхи, планпа па́хна́ 2020 тата 2021 çулсенчи тапха́рти бюджетне хате́рлене́ чухне шута илнине пала́ртре́. Депутатсем çак саккун проектне ике́ вулавпа ырларе́ç.

Тепе́р ике́ саккун проекче́пе ЧР Ĕçлев министре́ Сергей Димитриев паллаштарче́. Ве́сенчен пе́ри пенсионерсене пура́нма кирле́ чи пе́че́к виçене 2019 çул валли пала́ртассипе çыха́нна́. Министр çак виçе ка́çалхи шайрах юлассине, 7953 тенке́пе танлашассине пе́лтерче́. Тепе́р проект нумай хваттерле́ çуртсен капиталла́ юсаве́ те́ле́шпе çа́ма́лла́хпа уса́ куракан вата́сене пырса тивет. Çак компенсацие пе́ччен е е́çлемен пенсионерсемпе çeç пура́накан, 70 çултан иртне́ çынсем тиве́çне́. Малашне çак ушка́н пыса́кланать: 1 тата 2-ме́ш ушка́нри е́çлемен суса́рсемпе пура́накан вата́сен те ку çа́ма́лла́хпа уса́ курма ире́к пур. Çапла вара республика́ри тепе́р 900 яха́н çын капиталла́ юсавша́н 50 процент сахалрах ту́ле́ е пачах та ту́леме́. Депутатсем 2 саккун проектне те улша́нусем ке́ртессише́н саса́ларе́ç.

Парламентарисем ытти проекта та па́хса тухса ырларе́ç. Сесси хайе́н е́çне малалла та́сать.

www.hypar.ru

Рубрика: