Комментировать

3 Июн, 2014

Пирĕн ентеш - çĕр-шыв чемпионки

Чăваш Енре ирĕклĕ мелпе кĕрешекен йышлă. Çавăнпах пулĕ пирĕн республикăра олимпçăсене хатĕрлекен спорт центрĕ тума палăртнă. Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн керменĕнче хĕрарăмсен хушшинче иртнĕ çĕр-шыв чемпионачĕ ку шухăша çирĕплетет.

Чăваш Енре республика чысне тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче хÿтĕленĕ хĕр сахал мар. Акă Çĕнĕ Шупашкарти Ольгăпа Наталья Смирновсем тахçанах ят-сум çĕнсе илнĕ. Пĕр тăвансем республикăри, çĕр-шыври тĕрлĕ ăмăртура палăрнă, Европа тата тĕнче чемпионачĕсен пьедесталĕ çине темиçе хут хăпарнă. Ольга 2008 çулта Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илнĕ, халĕ вăл - 1-мĕш спорт шкулĕн тренерĕ. Наталья - Раççейĕн пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ. Çавăн пекех Европăн пилĕк хут чемпионки Наталья Гольц, Пĕтĕм тĕнче Универсиадинче виççĕмĕш вырăн йышăннă Екатерина Краснова, юниорсен хушшинче иртнĕ тĕнче тата Европа ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ Надежда Федорова, ирĕклĕ мелпе кĕрешекен тата ытти пике спорт аталанăвне пысăк тÿпе хывнă.

Чăваш Енре пĕрремĕш хут иртнĕ ăмăртăва çĕр-шыври 22 регионтан килнĕ 110 спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. "Чăваш Енре спорта аталантарас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçланать, çынсен сывлăхне çирĕплетме те услови çителĕклех. Çĕнĕ объектсем çĕкленеççĕ, киввисене юсаса хăтлăлатаççĕ. Паянхи ăмăрту та республикăри чи пысăк керменте иртет. Ирĕклĕ кĕрешÿ - вăйлисем валли, унта паттăррисем кăна çĕнтереççĕ. Хĕрарăмсем те кавир çинче хастаррăн тупăшаççĕ", - терĕ вăл. Михаил Васильевич спортсменсене хатĕрлес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă çамрăк тренера Светлана Константиновăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ" ята тивĕçнине ĕнентерекен удостоверени пачĕ. Кĕрешÿçĕсене çавăн пекех Раççей спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ, Олимп чемпионĕ Михаил Мамиашвили, РФ пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов, ЧР ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен федерацийĕн ертÿçи Алексей Лапшин ăнăçу сунчĕç.

Спортсменсем сакăр виçере тупăшрĕç, вĕсенче чи пултаруллă та маттур кĕрешÿçĕсем мала тухрĕç. Палăртма кăмăллă: 48 килограмлисен ушкăнĕнче пирĕн ентеш, халĕ Брянск облаçĕнче пурăнакан Алина Морева /Анисимова/ çĕнтерчĕ. 25-ри пике Канаш районĕнчи Шăхасанта çуралса ÿснĕ, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тата Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 5-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă, Олимп резервĕсен училищинче пĕлÿ илнĕ. Вăл - Раççей тата Европа ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи, çĕр-шывăн икĕ хут чемпионки. Пĕлтĕр Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ çĕр-шыв кубокĕнче те Алина чемпион ятне тивĕçнĕччĕ. "Спортсменшăн кашни çĕнтерÿ питĕ пĕлт¬ерĕшлĕ. Эпĕ те паянхи ăмăртупа кăмăллă. Чемпионат тăван енре иртни хавхалантарать, вăй-хăват хушать", - терĕ тĕнче чемпионатне хутшăнма ĕмĕтленекен Алина. Финалта пирĕн ентеш çĕр-шыври чи вăйлă спортсменкăпа, Кемĕр облаçĕнчи Валерия Чепсараковăпа тупăшрĕ.

РФ пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов каланă тăрăх - ăмăрту çĕнтерÿçисем тĕнче чемпионатне хутшăнĕç, çывăх кунсенче спортсменсем сбора тухса кайĕç, унта тĕнче турнирне хатĕрленĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.